Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пушарсеМ

Республикӑра
Ильдус Шаравдинов архивӗнчи сӑн
Ильдус Шаравдинов архивӗнчи сӑн

Иртнӗ канмалли кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче чутах пушар тухман.

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ильдус Шаравдинов тата унӑн мӑшӑрӗ Татьяна Кучек поселокне тӑванӗсем патне ҫитнӗ. Кӑнтӑрла арҫын ашшӗпе пӗрле УАЗпа ҫӑлкуҫа шыв ӑсма кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн мӑшӑрӗ инҫех мар уҫӑлса ҫӳренӗ, кун пирки вӑл упӑшкине пӗлтернӗ.

Хӗрарӑм сӑрт ҫинелле хӑпарса пӑхнӑ та курах кайнӑ: курӑк ҫунать. Вӑл кун пирки упӑшкине кӑшкӑрса пӗлтернӗ. Лешсем икӗ фляга шыв тултарса ҫулӑма сӳнтерме кайнӑ.

Юрать, ҫулӑм вӑйлах сарӑлса ӗлкӗреймен, вӗсем ӑна сӳнтернӗ. Пушар электролини юсавсӑрлӑхне пула тухнӑ. Ҫиле пула пралуксен изоляторӗ ӳкнӗ. 5 минут маларах ҫеҫ Ильдус ашшӗпе ҫав вырӑнтан иртсе кайнӑ, йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Вӑхӑтра тӗтӗм шӑршине туйни инкекрен ҫӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71308
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла Йӗпреҫ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ, тепри ҫулӑмпа сиенленнӗ. Шел те, вилекенсем те пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.

12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине усал хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Пурнӑҫ поселокӗнче пушар тухнӑ. Унта виҫӗ ҫуртра «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ тӗппипех ҫунса кайнӑ.

Ҫуртсен хуҫисем вилнӗ. Арҫын 1959 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ, хӗрарӑм 1932 ҫулта кун ҫути курнӑскер. Вӗсен виллисене пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ҫӳп-ҫапа асӑрханмасӑр ҫунтарнӑран тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71269
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карцев-Починок ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку ҫӗрле пулса иртнӗ.

Ҫак ялта харпӑр ҫурт ҫунса кайнӑ. Регионти Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта икӗ ҫын вилнӗ. Ҫулӑма сӳнтерсен 32 ҫулти арҫыннӑн тата 24-ри хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ. Ведомство халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатать.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта ҫӗрле виҫӗ харпӑр ҫурт ҫунни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗни ялта пушар тухнӑ. Унта 93 ҫулти кинемейӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушар пӳртӗн шалти отделкине, пурлӑха тӗп тунӑ. Ҫавӑн пекех тӑрри сиенленнӗ. Пушар сӳнтернӗ хыҫҫӑн 1928 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ.

Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкар хулинче уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ҫуннӑ. Инкек кӗҫӗр пулнӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗрне халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Шар курнӑ пӳртсем Амӑшӗн палӑкӗ хыҫӗнчи тӑвайккинче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем – Герцен урамӗнче . Вут-ҫулӑм паян ирхи пӗр сехет тӗлӗсенче алхасма тытӑннӑ.

«Малтан пӗр ҫурт хыпса илчӗ. Ӑна сӳнтернӗ вӑхӑтра иккӗмӗш ҫунма тытӑнчӗ, вӑл пачах тепӗр вырӑнта лараканскерччӗ. Ҫавна май такам чӗртсе яман-ши тесе шухӑшлама май пур», – тенӗ МИХа халӑх корреспонденчӗ.

Асӑннӑ ҫуртсенче никам та пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенче газ та, ҫутӑ та пулман.

Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Вырӑс Улхашӗнчи пушара сӳнтернӗ самант
Вырӑс Улхашӗнчи пушара сӳнтернӗ самант

Ҫуркунне ҫитсен типӗ курӑка ҫунтарнипе те пушар тухать. Рязань облаҫӗнчи Марьино ялӗнче, ав, темиҫе ҫурт ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑла иртсен типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкек ял пуҫӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм усӑ курман хуралтӑна ҫеҫ сиенленӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ автоцистернӑпа пырса ҫитнӗ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тӑватӑ ҫурт тата сарай ҫуннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ. Вутра кӗлленнӗ ҫуртсемпе хуралтӑ йывӑҫран купаланӑскер пулнӑ. Вут-ҫулӑм уй енчен сарӑлса пынӑ.

Иртсе кайнӑ талӑкра типӗ курӑк ҫуннине ултӑ тӗслӗх шута илнӗ. Куславкка районӗнче — иккӗ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — пӗрер.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим туса хурасшӑн. Кун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ. Документӑн проектне унта ыралнӑ.

Ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче кӑвайт чӗртме, кӑмрӑк ҫинче апат хатӗрлеме, вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамӗ. Вӑрман тата ял хуҫалӑх тӗлевӗллӗ ҫӗрсем ҫывӑхӗсенчи ҫӗр лаптӑкӗсенче те типӗ курӑка ҫунтарма чарӗҫ.

Пушар хӑрушлӑхӗ IV и V класа ҫитсен вӑрмансене кӗме те юрамӗ.

Йӗркене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Каланине итлеменнисене явап тыттарӗҫ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Чӑваш Енре пушарта шар курнӑ ҫынсене укҫан пулӑшма палӑртнӑ. Ку проектпа ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ.

Пушарта ҫуннӑ ҫемьене кашни ҫын пуҫне 10-шар пин тенкӗ парасшӑн. Енчен те хуралтӑ таврашӗ (мунча, гараж, сарай тата ытти) ҫунса кайсан кӑшт сахалрах укҫа парӗҫ. Ун чухне пулӑшу 5 пин тенкӗпе танлашӗ. Республика хыснинче ҫынсене кунашкал пулӑшу пама укҫа пӑхса хунӑ ӗнтӗ.

Аса илтерер: Канашри Разин урамӗнчи ҫуртра пушарта шар курнӑ ҫынсене укҫан пулӑшнӑ. Ун чухне ҫуртӑн тӑрри ҫуннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикассинче пушар пулнӑ, ҫурт ҫунса кайнӑ.

Пушарнӑйсем килнӗ ҫӗре кирпӗч ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Шел те, пӳрте сыхласа хӑварайман, ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем сарай таврашне ҫеҫ ҫулӑм куҫасран сыхласа хӑварнӑ.

Ишӗлчӗксене пӑхса тухнӑ чухне арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 1971 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Пушар 500 пин тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнӗ.

Халӗ специалистсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухма пултарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Сӗнтӗрвӑрринчи нумай хваттерлӗ ҫуртра пӗрремӗш хутра пушар тухнӑ. Подъездра тӗтӗм сарӑлнӑ, унта пурӑнакансене эвакуациленӗ. 8 ҫынна, ҫав шутра 1 ачана, ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ.

Ку инкек Курчатов урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пушара 15 минутран сӳнтернӗ. Ҫулӑм тухнӑ хваттерте сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, шалти отделка сиенленнӗ. Пушара сӳнтерсен кил хуҫи хӗрарӑмӗн 66 ҫулти ашшӗн виллине тупнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канашри Разин урамӗнчи 5 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ, Хӗрлӗ Чутайри Ҫӗнӗ урамра 3 пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Юлашки тӗслӗхре 1 ҫын вилнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, [41], 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, ... 80
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи