Шупашкарти «Солнечный» (чӑв. Хӗвеллӗ) микрорайон республика тӗп хулинчи ҫӗнӗ районсенчен пӗри. Кӑҫал унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлчӗ. Асӑннӑ микрорайона общество транспортне те ҫӳретмелле турӗҫ. Ҫапах та унта туса пӗтерейменнисем те пур-ха. Трактор тӑвакансен проспектӗнчен ҫитес тесен ҫырма урлӑ каҫмалла. Унта хӗлле кайнӑччӗ те ҫав тӑрӑхрисем: «Асӑрханӑр, кунтан ан анӑр. Чӑнкӑ тата питӗ пӑрлак», – тесе ҫул кӑтартнӑччӗ.
Ҫуркунне ҫитсен асӑннӑ микрорайонтисем ҫул ишӗлме тытӑннипе аптӑранӑ. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырнӑ. Ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра та сӳтсе явнӑ.
Микрорайон ҫырмаллӑ вырӑнта. Строительство организацийӗ ӗҫе васкаса пурнӑҫланӑ. Ҫапларах ӑнлантарчӗҫ яваплисем.
Асламас урамӗнчи тата Хӗвеллӗ микрорайонти ҫулсене тата тротуарсене халӗ юсама тытӑннӑ. Ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗтермелле. Ун валли хула хыснинчен пӗр пус та уйӑрмӗҫ. Ӗҫе строительство организацийӗ хӑй шучӗпе пурнӑҫлӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Березовка поселокӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн виллине пӗвере тупнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 63 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл пӗвене пулӑ тытма килнӗ, анчах ку инкепе вӗҫленнӗ. Унӑн виллине пӗверен ҫӑлавпа шырав службин водолазӗсем кӑларнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв-шур ҫинче пилӗк инкек пулнӑ, вӗсенче 5 ҫын вилнӗ. Ҫав шутра пӗри – ача.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Чӑваш Енре теракт хатӗрленӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Шалти ӗҫсен министерствин республикӑри ӗҫченӗсем преступлени тума хутшӑннисене шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприяти ҫывӑхӗнче хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ сирпӗтмелли хатӗрсем хунӑ вырӑна тупнӑ. Саперсем ҫав хатӗрсене сиеӗсӗрлетнӗ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 205-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнӗнче право тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Ӗнер республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫунӑ. Ҫурҫӗр енчи районсенче аслати ытлах кӗмсӗртетмен. Кӑнтӑр енче вара пӑр та ҫукаланӑ. Ҫынсем пӑрҫа пысӑкӑш пӑр ҫунине халӑх тетелӗсенче ӳкерсе лартнӑ.
Комсомольски районӗнчи Урмаелте вара пӗр ҫурт аҫа ҫиҫӗмрен шар курнӑ. Унта каҫхи 6 сехетре аслати кӗмсӗртетнӗ, кирпӗч ҫурта аҫа ҫапнӑ. Ҫуртра пушар тухнӑ. Ӑна сӳнтернӗ-ха, анчах пӳртӗн стенисем хуралса ларнӑ, телевизор ҫунса кайнӑ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар аҫа ҫапнӑран тухнӑ.
Шупашкарти шӑл тухтӑрӗсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ текен сас-хура сарӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян ҫак ыйтӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Унта ЧР Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин, Чӑваш Ен прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Лаврентьев, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов хутшӑннӑ.
Чӑваш парламенчӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ Константин Степанов 200 ытла ҫынна шалу тӳлемесӗр отпуска янине пӗлтернӗ.
Алексей Метелкин Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗнчен стоматологсем пулӑшу ыйтманнине, прокуратура ҫынни вара стоматологи поликлиникинче ӗҫлекенсене отпуска яма ирӗксӗрленине тупса палӑртманнине пӗлтернӗ.
Красноармейски районӗнчи Ямайкасси ялӗнче ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Ҫулӑм ачасен айӑпӗпе алхаснӑ.
Пушар 64 ҫулти арҫыннӑн кил хуҫалӑхӗнче алхаснӑ. Унӑн 6-ри тата 10-ри ывӑлӗсем шӑрпӑкпа вылянӑ. Вӗсем пӳртре шӑрпӑк тупнӑ та хӑмаран ҫапса тунӑ сарая чӗртсе янӑ. Унта вара михӗсене тултарнӑ пӑчкӑ кӗрпи упраннӑ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Ҫулӑма часах сӳнтернӗ.
Сӑмах май, кӑҫал ачасен алхасӑвне пула республикӑра 11 пушар тухнӑ. Инкек ан тухтӑр тесен шӑрпӑка шӑпӑрлансем курмалли вырӑна ан хурӑр.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 16 сехет те 50 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта арҫын виллине тупнӑ. Вилене Шупашкар проспектӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кантӑк ванчӑкӗсем выртнӑ. Арҫын ҫӳллӗ хутри чӳречерен тухса ӳкме пултарнӑ. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн, мӗнле майпа вилни паллӑ мар. Следстви комитечӗ ҫакна уҫӑмлатать.
Арҫын 40 ҫулти пек курӑнать. Инкек пулсанах вырӑна полици, Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем килнӗ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле икӗ ӗҫ пуҫарнӑ. 62 ҫулти арҫынна сӗтев пама хӑтланнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш, 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе тата должноҫри ҫынна сӗтев пама пӑхнӑшӑн 291-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче арҫын ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Инспектора 600 тенкӗ сӗтев сӗннӗ. Анчах лешӗ илмен, пӑтӑрмах пирки шалти ӗҫсен пайӗн дежурнӑй пайне систернӗ.
Тепӗр икӗ кунтан арҫына РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем чӗнсе илнӗ, сӗтев пама хӑтланни саккунпа килӗшсе тӑманнине ӑнлантарнӑ. Хальхинче арҫын тӗпчевҫе 35 пин тенкӗ пама тӑнӑ – укҫана сӗтел ҫине хунӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ «Шупашкарти — Ҫӗнӗ Тутаркасси» автоҫулӑн 27-мӗш километрӗнче инкек пулса иртнӗ. 21 ҫулхи хӗрарӑм-водитель «Форд-Фьюжн» автомобильпе ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫулпа пыракан «Скания» груз турттармалли машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫамрӑк хӗрарӑм-водителӗн упӑшки шар курнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Машинӑра пулнӑ ҫамрӑк ҫемьен виҫӗ тата пилӗк ҫулти икӗ ачине те пульницӑна ӑсатнӑ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта ачасем суранланнине каламан, сывлӑх тӗрӗслеме ӑсатнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул йӗпе пулнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫул ҫинчи инкексенче ҫак кунсенче виҫӗ ача аманнӑ. Красноармейски районӗнчи Карай ялӗнче ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче мотоблокпа пыракан арҫын пӑрӑх ҫине пырса кӗнӗ. Каярах мотоблок хуҫин 13-ри хӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ахальлӗн ку инкек ҫиеле тухмасан та пултаратчӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм «Фольсваген-Пассат» машинӑпа кювета чӑмнӑ. Автомобильте хӗрарӑмӑн 9 ҫулти хӗрӗ пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта 6 ҫулти ача ура хуҫнӑ. Вӑл пӗр картишӗнчи машинӑсен хушшинчен чупса тухнӑ. Вӑл «Лада-Калина» машина айне пулнӑ. Руль умӗнче 61 ҫулти водитель пулнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |