Шӑмӑршӑ районӗнче полицин стажерӗ пулнӑ ҫынна ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗшӗн явап тыттарӗҫ. Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахра ҫул ҫитмен ҫамрӑк шар курнӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ стажер-полицейскипе контракта пӑрахӑҫланӑ.
Айӑпланаканни — 33 ҫулти ҫамрӑк арҫын. Вӑл ҫул ҫинчи инкекре ҫынна йывӑр суран кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шӑмӑршӑра пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснине пула «Hyundai Elantra» машина ҫул ҫинчен тухса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель сехетре 100 километртан кая мар хӑвӑртлӑхпа пынӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Машинӑн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче ларнӑ 14 ҫулти пике йывӑр суранланнӑ. Инкек хыҫҫӑн стажерпа ӗҫ килӗшӗвне татнӑ.
Ӗнер, аван уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 60 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Сарай таврашне те ҫулӑм сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман.
Пушар кӑнтӑрла алхаснӑ. Аслисем 2 ҫулти ачана асӑрхаса ӗлкӗреймен – арҫын ача хутса янӑ кӑмака умӗнче япаласем ҫунтарнӑ. Кил хуҫисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах – ҫулӑм йывӑҫран тунӑ ҫурта тӗппипех пӗтернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 26 пушар тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Патӑрьел ҫывӑхӗнче трактор кювета чӑмнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 35 ҫулти арҫын ларнӑ. Транспорт — вырӑнти предприятин.
Тракторист асфальт сарман ҫулпа пынӑ чухне руле итлеттереймен – кайнӑ ҫӗртех кювета чӑмнӑ. Арҫын, шел те, суранланнӑ. Унӑн ҫурӑм шӑмми аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн картти ҫинчен такам укҫа илсе каять.
Хӗр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче унӑн картти ҫинчен 177 тенкӗ таксишӗн тӳлеме куҫса кайнӑ. Тепӗр темиҫе кунтан ҫав тӗллевпе — 105 тенкӗ.
Таксипе ҫӳремен хӗр карттӑпа укҫа илӗнмелле мар тунӑ та пакунлисем патне васканӑ. Унта ҫитсен утӑ уйӑхӗнче карттӑ ҫинчен 89 тенкӗ ҫухални те ҫиеле тухнӑ.
Пысӑк укҫа мар пулин те, полицейскисем вӑрра шырама пикеннӗ. Хӗр шучӗпе таксипе ҫӳрекен этем — Шупашкарта пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 27 ҫулти каччӑ иккен. Пӗррехинче хӗр хӑнара чухне телефонпа банк карттине хӑйӗнсӗр йӑпӑртлӑха хунӑ иккен. Ҫав самантпа усӑ курса каччӑ таксишӗн хӗрӗн карттипе тӳлемелле туса ӗлкӗрнӗ.
Ҫамрӑк ҫын 371 тенке саплаштарнӑ. Вӑрланӑшӑн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 285 статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ертӳҫи ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн) тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (ӗҫпе усӑ курса улталанӑшӑн) айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл 0,16 гектар ҫӗр уйӑрни ҫинчен калакан суя выписка ҫырса панӑ. Тусӗ валли. Тӗрӗссипе вара юлташӗн ун пек нимле ҫӗр те пулман.
Апла пулин те юлташӗ ҫав хута тӗпе хурса ҫӗре Росреестрӑн управленийӗнче хӑйӗн ячӗпе регистрацилеме пултарнӑ.
Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата прокуратура ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Суя хут ҫырса панӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем ӗнер, авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 1 миллион та 716 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм патне банк ӗҫченӗ тесе шӑнкӑравлакан тупӑннӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн картти ҫинчен такам укҫа куҫарасшӑн тесе суйнӑ. Хӗрарӑм банка шӑнкӑравласа (телефон номерне карта ҫинех ҫырса хураҫҫӗ) ыйтас вырӑнне ют ҫынна ӗненнӗ. Вӑл банкомата кайса 145 пин укҫа илнӗ те ют ҫын счечӗ ҫине куҫарса панӑ. Хӗрарӑмӑн ҫитменнине кредит картти пулнӑ.
Ҫавӑн пек пӑтӑрмах Чӑваш Енри тата тепӗр ултӑ ҫынпа пулса иртнӗ.
Канашра пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм укҫана биткоин ҫине куҫарса пуяс тенӗ. Тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳри телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Старт взносӗ 500 пин тенкӗ пулмалла тенӗ. Хӗрарӑм итленӗ.
Муркаш районӗнче влаҫ ҫыннине кӳрентернӗшӗн суд тунӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх хакласан, влаҫра ӗҫлекен ҫын 60 ҫулти арҫын сӑмахне йывӑра илнӗ. Лешӗ ӑна усал сӑмахсемпе ятланӑ иккен.
Влаҫра тӑрӑшакана ӗҫ вӑхӑтӗнче кӳрентернӗшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 319-мӗш статйипе явап тыттарма пулать. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе шӑпах ҫапла тунӑ та.
...Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче вӑйпиттине Шалти ӗҫсен министерствин Муркаш районӗнчи ӗҫченӗсем ӳсӗррине палӑртма вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫавӑншӑн тарӑхнӑ арҫын пакунлине хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе ҫын умӗнчех кӳрентернӗ.
Сӑмаха шутласа калаҫман арҫынна Муркаш районӗнчи суд ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Ӗнер Муркаш районӗнче ӳсӗр водитель полицейские амантнӑ.
«М-7» федераци ҫулӗ ҫинче инкеке лекнӗ машина вырӑнтан тарни пирки Шалти ӗҫсен министерствин Муркаш районӗнчи пайӗн оперативлӑ дежурнӑйӗ вырӑнти нарядсене пӗлтернӗ. Малти фара ваннӑ машинӑна Юнкӑ ялӗ ҫывӑхӗнче полицин участокри уполномоченнӑйӗ Герман Димитриев асӑрханӑ. Полицин «УАЗ Патриот» машинине асӑрхасан «ВАЗ-2110» автомобиль хӑвӑртлӑха ӳстернӗ. Пакунли чарӑнма ыйтсан та итлемен. Ҫавна кура полицейски машинӑна хӑвалама тытӑннӑ. Пӗр ял патӗнче «ВАЗ-2110» ниҫта каяймасӑр чарӑнса ларнӑ. Апла пулин те салонтан тухма килӗшмен. Полицейски хӑпманнине кура полицейские машинӑпа сирсе хӑварнӑ та малалла тарнӑ. Таракан водителе полицин аслӑ лейтенанчӗ хӑй суранланнине пӑхмасӑрах хӑваланӑ. Оринин ялӗ тӗлӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ. Водителе тата пассажире тытса чарнӑ.
35-ри водитель ӳсӗр пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти «Туслӑх» пахчара пушар пулнӑ. Йывӑҫ-хӑмаран ҫапса тунӑ пӳртри пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ: виҫӗ арҫын тата пӗр хӗрарӑм.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫынсем камсем пулнине палӑртӗҫ. Пушар тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать.
Малтанлӑха криминалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑм пушар вӑхӑтӗнче сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ. Ҫак версие те пӑхса тухӗҫ, ҫавна май суд экспертизисем ирттерӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлессинчен пӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн ӑна ӗҫлеттерсе юсанмалла тунӑ.
Хӗрарӑмӑн 11 ҫулти ывӑл пур-мӗн. Анчах амӑшӗ ун пирки маннӑ тейӗн. Ачан хырӑм та выҫать, ҫипуҫ та кирлӗ. Явапсӑр хӗрарӑм ҫавӑн пирки шухӑшламан курӑнать. Алимент парӑмӗ унӑн 500 пин тенке ҫывхарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне те — алимент тӳлеменшӗн. 2014 ҫулта ӑна малтан ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнманнине кура 2 уйӑх та 20 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ. Хальхинче суд парӑмлӑ амӑшне 1 ҫул ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑӑрӑх, ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе илнӗ тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |