Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Аэрофлот» авиакомпани вӗҫме пуҫлӗ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпанипе ку ыйтупа чылайранпа калаҫу ирттернӗ, халӗ вара ӳкӗте кӗртме пултарнӑ.
Шупашкартан авиапассажирсем ҫӳресси йышланни тата республикӑн экономика хӑвачӗ лайӑххи (аэропортра ҫапла пӗлтернӗ) ҫӗршыври пысӑк авиакомпанипе ҫыхӑну тытма май панӑ.
«Аэрофлот» ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа вӗҫме тытӑнӗ. Вӑхӑчӗ пассажирсемшӗн питех те меллӗ: Мускава самолёт Шупашкартан кунсерен 7 сехетре вӗҫсе кайӗ, Шупашкара 23 сехет те 30 минутра вӗҫсе килӗ.
Самолёт Шереметьево аэропорта илсе кайӗ. «Airbus 320» самолётра 158 пассажир вырнаҫать: 150 эконом-вырӑн, 8 – «бизнес» класли.
Чӑваш Енри Светлана Ярандайкина стюардесса чи хитре стюардессӑсен шутне лекнӗ. Хӗр «Топ стюардесс – 2024» илем конкурсӗн ҫурма финалне кӗнӗ.
Светлана 20 ҫултанпа борт проводника ӗҫлет. Унтанпа вӑл 4 пине яхӑн сехет вӗҫнӗ. Халӗ вӑл тӗнчери авиакомпанисен чи хитре те чи профессионал бортпроводникӗсен конкурсне хутшӑнать.
«Конкурса эпӗ тӑван Шупашкар хулин ячӗпе хутшӑнатӑп. Хам вара чылай ҫул ӗнтӗ Мускавра пурӑнатӑп. Тӑван тӑрӑха вӗҫнӗ чух чун хумханать, чӑвашша калаҫнине илтсен ачалӑха аса илетӗп», – тет чипер пике.
Чӑваш Енри 32 ҫулти арҫынна Толмачево аэропортӗнче тытса чарнӑ. Вӑл Забайкалье крайӗнчен вахтӑран таврӑннӑ.
Хайхи арҫын Читаран Новосибирска вӗҫекен самолетра туалетра пирус туртма шутланӑ. Бортпроводниксем шӑршӑ сиснӗ те Толмачево аэропортне ҫитсен кун пирки транспорт полицине пӗлтернӗ.
Самолетпа вӗҫнӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Вӑл куншӑн 500-1500 тенкӗ штраф тӳлеме пултарӗ.
«Мускав - Шупашкар» рейспа вӗҫнӗ Питӗр арҫыннине суд 500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӑл самолетра общество йӗркине пӑснӑ.
Арҫын пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Шупашкара каҫхи рейспа вӗҫнӗ. Хайхискер самолетра хӑйне йӗркеллӗ тытман. Бортпроводниксем, кӳршисем лӑпланма ыйтсан та хӑлхана чикмен, хирӗҫ те тӑнӑ.
Ӑна Калинин районӗн сучӗ суд тунӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ пулсан та ӑна ҫур милионлӑх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт Раҫҫейри аэропортсен «ТОП-50» списокне кӗнӗ. Списока пассажирсен шучӗпе йӗркеленӗ. Пӗлтӗр сывлӑш транспорчӗпе пирӗн республикӑра ҫур миллион ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.
Пурӗ ҫӗршывра 220 ытла аэропорт ӗҫлет. Рейтингра малтисем: «Шереметьево», «Домодедово», «Внуково» аэропортсем. Шупашкар аэропорчӗ — 46-мӗш вырӑнта.
Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе Шупашкарти аэропорт ҫуллахи режим ҫине куҫнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пулӗ.
«Победа» авиакомпани малашне те Мускава кунне 3 хут вӗҫӗ, Питӗре - эрнере 5 хут. Ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен Сочие рейссем уҫӑлӗҫ.
«Северный ветер» компани акан 1-мӗшӗнченпе тунтикунсерен Сочие вӗҫме тытӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен эрнекунсерен те рейс пулӗ. Юпа уйӑхӗнче юнкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫӗ.
Паянтан «ЮВТ Аэро» юнкунсерен Нижневартовска вӗҫме пуҫлӗ.
Чӑваш Енри хӗрарӑм кутамккара бомба тесе хӑратнӑ. Мускавран Санкт-Петербурга вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ самолётра пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Бортпроводниксем ӑна кӗтмен ҫӗтен тӗрӗслеме йышӑннӑ. Ҫапла тума вӗсене пассажирсенчен пӗри хӑйӗн рюкзакӗнче бомба тесе калани хистенӗ.
Хӗрарӑма часах самолётран илсе тухнӑ. Ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫав этем: «Шӳтлерӗм», — тесе тӳрре тухма хӑтланнӑ.
«Смартавиа» авиакомпанин Мурманскран Мускава килме тухнӑ рейсӗнче те ун пек «шӳтлекен тупӑннӑ». Вӑл ҫын Чӑваш Ен арҫынни пунӑ. 34 ҫулти пассажир тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енрен Ҫурҫӗре самолётпа вӗҫме май килӗ. Ку ырӑ хыпара Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен Шупашкартан Нижневартовска авиарейс уҫӑлӗ. Унта самолёт юнкунсерен вӗҫӗ. Шупашкара вӑл пассажирсене 11 сехет те 20 минутра илсе ҫитерӗ, ҫурҫӗрти хулана каялла 12 сехет те 30 минутра тухса кайӗ.
Пассажирсене 50 вырӑнлӑ «Bombardier CRJ200» суперджет турттарӗ.
Шупашкарти аэропортӑн ҫуллахи расписанине ҫавӑн пекех Сургутпа Сочи хулисене те кӗртнӗ. Вӗсем те, Нижневартовск пекех, «Транспорт тытӑмне аталантарасси» программӑна лекнӗ, апла пулсан билет хакӗ 50-60 процентне республика бюджечӗн шучӗпе йӳнетӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енӗн тӗп хули 555 ҫулхи юбилея кӗтсе илме хатӗрленет. Ҫав ятпа Шупашкарта «Русские авиационные гонки» (чӑв. Вырӑс авиаци ӑмӑртӑвӗ) мероприяти пуҫласа иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен ҫӗршыври чи маттур пилотсен хӑйсен пултарулӑхне пирӗн патӑмӑрта кӑтартӗҫ.
Ӑмӑртӑвӑн ҫулӗ шыв ҫийӗн пулӗ, шывран 20-25 метр ҫӳллӗшӗнче. Пилонсене Атӑл юханшывӗн хӗрринче, Мускав ҫыранӗ ҫумӗнче ирттерӗҫ.
Шупашкарти аэропорт ҫулла Сочи хулине вӗҫмелли билетсене сутма пуҫланӑ. Nordwind Airlines компани ун чухне эрнере икӗ рейс тӑвӗ - тунтикун тата эрнекун.
Самолет Сочие ака уйӑхӗнче вӗҫме тытӑнӗ, октябрьте чарӑнӗ. Шупашкартан унта 3 сехет те 20 минут вӗҫмелле пулӗ. Билет хакӗ - 5796 тенкӗрен пуҫласа.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |