Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Республикӑра ҫак эрнере Раҫҫей шайӗнче иртекен маунтинбайкпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва Вӑрмар районӗнчи Мусирма ял таврашӗнче Алексей Трафимова асӑнса уҫнӑ.

Утӑн 13-14-мӗшӗнче Шупашкарта велочупу-маунтинбайкпа Раҫҫей кубокӗшӗн тӑваттӑмӗш этапӗ иртет. Спортсменсен ӑмӑртура хӑйсен маттурлӑхне икӗ дисциплинӑпа кӑтартмалла пулӗ: утӑн 13-мӗшӗнче — «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри», утӑн 14-мӗшӗнче вара 11:00 сехетре — профессионаллӑ велосипедистсем хушшинче «Кросс-кантри» олимп дисциплинипе вӑйлисене палӑртӗҫ.

Раҫҫей кубокӗшӗн ирттерекен ӑмӑртӑва утӑн 13-мӗшӗнче 10:30 сехетсенче уҫма палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ирттереҫҫӗ.

 

Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Хусанти ҫуллахи Универсиадӑра 20 ҫухрӑм хӑвӑрт утас ӑмӑртура пирӗн ентеш, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен журналистика факультечӗн студентки Ирина Юманова кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ, ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Раҫҫей пӗрлешӳ команди ылтӑн медалне тивӗҫнӗ.

Пирӗн ентешӗ чи малтанах спортсменкӑн харпӑр тренерӗ, 20 ҫухрӑм хӑвӑрт утассипе 2004 ҫулхи Олим вӑййисен призёрӗ, Раҫҫейӗн пӗрлӗх командин лидерӗ Олимпиада Иванова ҫӗнтерӳ ятпа саламланӑ.

Ирина Юманова хӑйӗн паянхи ҫӗнтерӗве хӑйӗн пӗрремӗш тренерне тата 3 ҫул каялла вилнӗ ашшӗне халалланӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен паянхи хӑвӑрт утас ӑмӑртура Раҫҫей команди пьедисталӑн 3 картлашки ҫине те тӑма пултарнӑ, ҫапла вара ҫӗршыв чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ.

 

Алина Прокопьева
Алина Прокопьева

Ӗнерхи кун Раҫҫей спортсменӗсемшӗн чӑннипех тухӑҫлӑ пулнине федераци шайӗнчи МИХсем пӗлтерме ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Универсиадӑра медальсемшӗн пынӑ пӗрремӗш кунхи кӗрешӳре пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем 17 медальлӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — ылтӑн. Пиҫиххипе кӗрешекенсем тӳрех виҫӗ ылтӑна тивӗҫнӗ. Сӑмах май, спортӑн ҫак енне кӑҫал пуҫласа студентсен вӑййи шутне кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменӗсенчен пӗрремӗш ылтӑна вара Евгений Кузнецов виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен шыва сиксе ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш спортсменӗсемпе те мухтанмалӑх пур. Алина Прокопьева, акӑ, 10 пин метра чупса кӗмӗл медальлӗ пулса тӑнӑ.

 

Паян Хусанта Пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи XXVII Универсиадӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫмалли мероприти пуҫланнӑ. Шоу 21 сехет те 40 минутра пуҫланнӑ. Унта пин ҫурӑна яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе пӗлтернӗ.

Ӑна уҫнӑ ҫӗре Универсиадӑн Ҫулӑмне илсе пыма палӑртнӑ. Ҫавна пуҫласа ҫулталӑк каялла Парижри Сорбонна университетӗнче чӗртнӗччӗ. Мӗншӗн шупах унта тетӗр-и? Студентсен хушшинчи ҫавӑн евӗрлӗ ӑмӑртӑва пуҫласа унта, 1923 ҫулта, йӗркеленӗ-мӗн. Универсиада пирӗн ҫӗршывра пӗр хутчен, 1973 ҫулта, Мускавра иртнӗ.

Кӑҫалхи Универсиада утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пырӗ. Унта 162 ҫӗршыври 13,5 пин спортсмен хутшӑнмалла. Аса илтеретпӗр, Чӑвашран Универсиадӑна 8 спортсмен тата 51 судья хутшӑнать. Ун вӑхӑтӗнче спортӑн 27 енӗпе медальсен 351 комплектне выляттарӗҫ.

Сӑмах май, тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем пӗлтӗрнӗ тӑрӑх мероприятие хытӑ сыхлаҫҫӗ — оппозициллӗ шухӑшлӑ ҫынсене Хусана каяссинчен хӗтӗртеҫҫӗ, теприсене, тӗрлӗ сӑлтавсем тупса, вӑхӑтлӑха тӗрмене хупаҫҫӗ. Тутарстанӑн тӗп хулине килекен пур транспорта та хытӑ тӗрӗслени пирки те ҫынсем тӑтӑшах пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/07/06/open/
 

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫемьепе спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнни вӑрттӑнлӑх та, тӗлӗнтермӗш те мар. Ҫынсене спорта туслӑ пулма чӗнсе каланӑ май сӑмаха вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫирӗплетет.

Акӑ, иртнӗ шӑматкун Игнатьевсем каллех спорт тумне тӑхӑннӑ. Хальхинче вӗсем Сочи хулинче ҫитес ҫул иртекен Хӗллехи XXII Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри Олимп кунне тата Чӑваш Енре хӑвӑрт утассине пуҫарнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ велочупӑва хутшӑннӑ. Старта республика Элтеперӗ мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе тухнӑ.

Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара, Чӑваш Ене тӗнчере чапа кӑларнӑ спортсменсем — СССР спорт мастерӗ, 1976 ҫулта хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑннӑ Виктор Семенов, Валентина Егорова Олимп чемпионки, хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййинче палӑрнӑ Владимир Андреев, тӗнче тата Европа чемпионӗ Алина Иванова хутшӑннӑ.

Старта ӑнӑҫлӑ вӗҫленисене Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге алӑ пуснӑ дипломпа чысланӑ. Атӑл заливӗ тавралли велочупусӑр пуҫне урамри баскетбол, ҫӑмӑл атлетика тата утассипе ӑмӑртусем иртнӗ.

Малалла...

 

Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, XXIV Раҫҫей Олимп кунне халаласа Вӑрмар посёлокӗнче тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Унсӑр пуҫне тата Олимп кунӗн темипа асфальт ҫинче ӳкерӳ конкурсне ирттернӗ. Мини-футбол, урам баскетболӗ — тӗрлӗ тӗслӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унсӑр пуҫне «Илем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче дартс вӑййипе, сӗтелҫи тенниспа, шывра ишессипе ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫакӑнтах «Шыври хаваслӑ стартсем» те пулнӑ.

Спорт уявӗ «Урмары» ФК — «Локомотив» (Канаш) футбол командисем вӑй виҫнипе вӗҫленнӗ. Кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.

 

Паян, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, республикӑра та Олимп кунне уявлаҫҫӗ. Спорт уявне халаласа республика районӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Вӑрнар районӗ те хӑйӗн ҫыннисене сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пропагандӑлать. Ҫавӑнпа та паян Вӑрнарти «Химик» стадионта 10:00 сехетре Олимп кунне уявлама пухӑнаҫҫӗ.

Ҫак кун валли районта ятарлӑ программа та хатӗрленӗ пулнӑ. Унта ҫак спорт тӗсӗсене кӗртнӗ: мини-футбол (арҫын командисем хушшинче, 8 ҫын), пляж волейболӗ (арҫынсемпе хӗрарӑмсен командисем хушшинче), стрит-бол (арҫынсен командисем хушшинче), дартс (кӑмӑл тӑвакансем).

Вӑрамар районӗнче Олим кунне йӗркелекенсем спорт кунӗ сывлӑхлӑ, тулли кӑмӑлпа, тухӑҫлӑ иртессе шантараҫҫӗ.

 

Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, икӗ хутчен совет союзӗн геройӗ ята тивӗҫнӗ Андриан Николаев лётчик-космонавта халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑлана кӗнӗ «Хаклӑ космонавт, Андриан Николаев» ятпа виҫҫемӗш хут велосипед ӑмӑртӑвӗ иртнӗ пулнӑ.

Ир-ирех велосипедпа чупма кӑмӑл тӑвакансем Шуршӑлти мемориал комплекс ҫумӗнчи тӗп тӳремне пухӑнма тытӑннӑ.

Ӑмӑртма тухнисемпе курма пынисене Сӗнтӗрвӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев тата хӑнасем саламланӑ, яланах ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сӗнсе хӑварнӑ. Хыҫҫӑн вара Андриан Николаев косманавтӑн вил тӑпри ҫине асӑнса чечексем хунӑ.

Велочупӑва вӗренӳ учережденисемпе тӗрлӗ организаци ӗҫченӗсем, хулапа район ҫыннисем, районти администрацинче вӑй хуракансем, халӑх пӗрлӗхӗсенче тӑракансемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипед спортне кӑмӑллакансем хастаррӑн хутшӑннӑ пулнӑ.

Ӑмӑрту пӗтӗмешлӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Шӑрӑх та хӗвеллӗ куна пӑхмасӑрах ӑмӑртма тухнисем 22 ҫухрӑма тивӗҫлипех вӗҫне тарин тухма пултарнӑ, ҫапла вара спортпа туслӑ пулмаллине ҫирӗплетсе панӑ.

 

Хусанти Универсиада ҫитиччен пӗр эрне ытларах кӑна юлчӗ ӗнтӗ. Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ командине йӗркелессипе ятарлӑ суйлава та ирттернӗ пулнӑ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пирӗн 8 ентеш Раҫҫейӗн командине лекме пултарнӑ: инҫете чупаканссипе Алина Прокопьевӑпа Наталья Пучкова; хӑвӑрт утассипе — Вера Соколова, Марина Пандакова, Ирина Юманова; нумайла ӑмӑртассипе — Кристина Савицкая; кӗрешессипе — Екатерина Краснова тата теннис вӑййипе выляссипе — Антонина Савельева. Тата темиҫе спортсмен саппасра пулӗ. Пӑхатӑн та ҫак йыша, тӳрех шухӑш ҫуралать — пирӗн хӗрсем кӑна маттур иккен, каччӑсем спорт ҫитӗнӗвӗсенче вӗсенчен темшӗн каярах.

Чӑваш Енӗн вӑй-хал культури, спорт тата туризм министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх кашни спорт тӗсӗпе списока ҫитес кунсенче йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне тата республикӑри 50 яхӑн тӳре (судья) Универсиада ӑмӑртӑвӗн йӗркисене тытса пырӗ.

Хусанта иртекен тӗнче шайӗнчи ҫуллахи XXVII Универсиада утӑн 6–17-мӗшӗсенче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63540.html
 

Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫӗршывӑн пур тӑрӑхӗсенче Раҫҫей олимп кунӗ иртӗ. Кӑҫалхи спорт уявне вара 2014 ҫулта Сочире ирттерме палӑртнӑ XXII хӗллехи олимп вӑййине Раҫҫейӗн пӗрлехи ушкӑнӗ хутшӑннине халалланӑ. Вулакан ҫак сӑмахсенче йӑнӑш шырама та пултарӗ пуль, анчах чӑн та ҫапла. Ҫук-ҫук, пирӗн ҫӗршыв ушкӑнне спорт вӑййисенчен никам та пӑрма шутламан, ытти ҫулсенче те вӗсем яланах хутшӑннӑ. Тӳре-шара ҫапла йышӑннӑ пулсан вӗсен шухӑшӗпе килӗшесси ҫеҫ юлать.

Чӑваш Енте Олимп кунне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх спорт лаптӑкӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак кун республикӑра спорт енӗпе 400 мероприяти ирттерме планланӑ, унта спортпа туслӑ, ҫирӗп сывлӑхшӑн ҫунакан 10 пин ҫын хутшӑнӗ.

Спорт уявне Шупашкарти кӳлмекре хастаррӑн ирттерме палӑртнӑ. Вӑл кунхине ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Урамри баскетболпа чемпионат тата республика ӑмӑртӑвӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне велосипедпа 3 ҫухрӑм ярӑнӗҫ (кӑмӑл пур пулсан унта пурте хутшӑнма пултарать), ҫавӑн чухлех хӑварт утассипе ӑмӑртӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, [125], 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, ... 140
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та