Шупашкарти хула стоматологийӗнче ҫак уйӑхра цифра шӑл техникин лабораторийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.
Лаборатори — хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 3-мӗш поликлиникӑра.
Хулари стоматологин йышӗнче ортопеди стоматологийӗн 7 уйрӑмӗ, 2 зуботехника лабораторийӗ, Хальхи вӑхӑтри ортопеди технологийӗсен центрӗ ӗҫлет.
Улатӑрта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна тухтӑрсем икӗ клиника вилӗмӗнчен ҫӑлнӑ. Шурӑ халатлисем тӑрӑшнипе унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Ӑна санавиаципе Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Сӑмах май, санавиаци республикӑра 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа Улатӑр округӗҫчен Шупашкара 200 ытла пациента илсе ҫитернӗ.
Нумаях пулмасть«Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ Валентина Алексеева Шупашкара килнӗ, Республикӑри ача-пӑча пульницинчи пӗчӗк пациентсемпе курса калаҫнӑ. Вӑл онкологипе гематологи уйрӑмӗнче сипленекен ачасене пӗчӗк сувенирсем парнеленӗ.
Валентина Пирогов ячӗллӗ Вырӑс наци тӗпчев институтӗнче тӳлевсӗр вӗренет. Унччен Шупашкарти 5-мӗш гимназире ӑс пухнӑ.
Чӑваш Енре 17-ри каччӑ амӑшӗпе ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ арҫынна вӗлернӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫав яш ӳсӗр пулнӑ, амӑшӗн арҫыннипе харкашу тухнӑ.
Ҫав самантра ҫӗҫӗ ярса тытса ӑна темиҫе хутчен чикнӗ. 43 ҫулти арҫыннӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑка тытса чарнӑ, уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт патӗнче ҫул ҫинчи инкекре икӗ ҫын аманнӑ, 4 ҫулти ачана пульницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмах 15 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ. «Фольксваген Поло» рульне тытса пынӑ 49 ҫулти водитель малта пыракан «Лада Веста» тата «ГАЗ 3009» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ.
«Вестӑн» 32 ҫӳлти водительне тата 31 ҫулти хӗрарӑм-пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Салонта пулнӑ 4 ҫӳлти хӗрача сывлӑхне те тухтӑрсем терӗсленӗ, вӑл йывӑр шар курман.
«Фольксваген Поло» водителӗ урӑ пулман-мӗн.
Чӑваш Енре малярипе чирленӗ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Вӑл ӑна Кӑнтӑр Судана командировкӑна кайсан ертсе килнӗ.
Хӗрарӑма Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе килнӗ. Ун чухне унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ: ӳт температури хӑпарнӑ, пуҫӗ вӑйлӑ ыратнӑ. Вӑл тухтӑрсене пӗлтӗртенпе Кӑнтӑр Суданра командировкӑра пулнине каласа кӑтартнӑ. Шупашкара таврӑнма тухсан чир паллисем палӑрнӑ, вӑл Африкӑрах туяннӑ эмелсене ӗҫме пуҫланӑ. Анчах ку пулӑшман, сывлӑхӗ япӑхлансах пынӑ. Шупашкара ҫитсенех вӑл тухтӑрсене чӗннӗ. Анализсем унӑн маляри пулнине палӑртнӑ.
Тухтӑр тӗрӗс препарат ӗҫме хушсан унӑн сывлӑхӗ лайӑхланма тытӑннӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗ ҫывӑхӗнче грузовикпа микроавтобус ҫапӑннӑ.
Грузовик 242-мӗш маршрутпа хутлакан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Автобус салонӗнче 21 ҫын пулнӑ, 13-ӗн аманнӑ, ҫав шутра 13-ри тата 9-ти ачасем те пулнӑ. Шар курнисенчен хӑшӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрах, маршрут автобусӗ чарӑнӑва ҫитнӗ чухне пассажирсене каҫса ҫӳремелли ҫул тӗлӗнче чарӑннӑ, ҫав вӑхӑтра ун ҫине груз турттаракан машина пырса кӗнӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗ ҫывӑхӗнче грузовикпа микроавтобус ҫапӑннӑ.
Грузовик 242-мӗш маршрутпа хутлакан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Автобус салонӗнче 21 ҫын пулнӑ, 13-ӗн аманнӑ, ҫав шутра 13-ри тата 9-ти ачасем те пулнӑ. Шар курнисенчен хӑшӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрах, маршрут автобусӗ чарӑнӑва ҫитнӗ чухне пассажирсене каҫса ҫӳремелли ҫул тӗлӗнче чарӑннӑ, ҫав вӑхӑтра ун ҫине груз турттаракан машина пырса кӗнӗ.
Улатӑрта 76 ҫулти арҫынна санавиаципе Шупашкара илсе килнӗ. Ку унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ.
Ирхине арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Ӑна Ҫӗмӗрлери медцентра илсе ҫитернӗ. Унӑн каллех миокард инфаркчӗ пулнӑ иккен.
4 ҫкл каялла унӑн ишеми чирӗ пулнӑ, ӑна стент лартнӑ. Медбригада хальхинче те унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ - тромба ирӗлтернӗ. Кайран пациента Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашарта 8 ҫулти арҫын ача килте вылянӑ чухне ручкӑпа шӑлне чакаланӑ. Ӑнсӑртран вӑл ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, вӗҫӗ вара шӑлӗ ӑшӗнче юлнӑ.
Ача амӑшӗпе пӗрле стоматологи поликлиникине Алексей Аверьянов тухтӑр патне килнӗ. Пациента тӗрӗсленӗ, рентген тунӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тунӑ: шӑла кӑлармалла. Юрать-ха, вӑл сӗт шӑлӗ кӑна пулнӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Тухтӑрсем кайран тухмалли шӑл тымарне упраса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |