Мӗнле пурӑнать-ха сӑвӑҫӑ паянхи ҫӑмӑл мар саманара? Уҫӑ эфирта тухакан «Ирхи тӗпел» передачӑра чӑваш сӑвӑҫи, Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ, Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Федорова Любовь Михайловна пулчӗ. Вӑл передачӑна ертсе пыракан Марина Карягинӑпа поэзи шӑпипе ун пуласлӑхӗ ҫинчен пуплерӗ. Шупашкарти 1-мӗш гимназире чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса вӑй хураканскер, чӑваш чӗлхи малашлӑхӗ ҫинчен те калаҫрӗ. Паллах, ӗҫе темле юратсан та йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Ҫапах та Любовь Михайловна тӑван чӑваш чӗлхи нихӑҫан та пӗтмессе шанса калаҫрӗ.
Сӑмах май, Любовь Михайловна пушӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Эпир ӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр. Ырлӑх, сывлӑх, иксӗлми, телей, ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Ҫӗрпӳ районӗн хӗрӗ Мая Егорова «Голос. Дети» проекта хутшӑнассине пӗлтернӗччӗ. Анчах вӑл эфира хӑҫан тухни ун чухне паллӑ марччӗ.
Паян, пушӑн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Ен ҫыннисене экран умне ларма чӗнеҫҫӗ. Шӑпах паян Мая Егорова конкурсра мӗнле юрланине итлеме пулать.
Ӳкерӳ вӑхӑтӗнче Майӑна чи ҫывӑх ҫыннисем пулӑшнӑ. Мая Мускавра вӗренет, «Айвенго» музыка театрӗнче ӗҫлет. Унта вӗсем ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Амӑшӗ икӗ ачипе Ҫӗрпӳрех-ха.
Мая Егорова 2002 ҫулта ҫуралнӑ. Акӑлчан чӗлхине питӗ юратать. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссенче, фестивальсенче ҫӗнтернӗ.
Мая патне наставниксенчен пӗри те пулсан ҫаврӑннӑ-и? Хальлӗхе паллӑ мар. Сенкер экран умне ларсан хӑвӑрах куратӑр.
Шупашкарта парӑнакан хӗрарӑм упӑшкипе пӗрле «Битва экстрасенсов» шоу кастингне хутшӑннӑ.
Кастинг пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Софья Аниченкова тата унӑн упӑшки Андрей хутшӑннӑ. Вӗсем ку ӗҫпе темиҫе ҫул вӑй хураҫҫӗ.
Хӗрарӑм тухатмӑш карчӑк пек хутшӑннӑ, унӑн упӑшки вара — Вӑй. Кунашкал ҫӗре вӗсем пӗрремӗш хут ҫитнӗ.
Софья каланӑ тӑрӑх, вӑл хушнӑ ӗҫӗн 75 процентне пурнӑҫланӑ. Кастинга тепӗр уйӑх ҫурӑран пӗтӗмлетӗҫ. Тен, пирӗн ентешсем шоуна хутшӑнма тивӗҫ пулӗҫ.
СТС телеканалпа «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» кӑларӑм пырать. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Шупашкара килме шухӑшланӑ. Вӗсем Шупашкарта пурӑнакан Тимуровсен ҫемйине пулӑшасшӑн.
Кӑларӑмра хӑйне евӗр хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем пирки манса ыттисем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Кӑларӑм кунашкаллисене пулӑшасшӑн.
Тимуровсем нумай ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Кил вучахӗн управҫине СТС телеканал пулӑшасшӑн. Кӑларӑм пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехетре эфира тухӗ.
Пирӗн маттур ентеше Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Вера Афанасьевна Орлова пирки журналист сюжет хатӗрленӗ.
Кӑҫал Вера Афанасьевна 83 ҫул тултарнӑ. Вӑл чунӗпе ҫамрӑк, хастар. Маттурскер «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявне хутшӑнать. 11 хутчен йӗлтӗр сырса тухнӑ вӑл.
Вера Афанасьевна йӗлтӗр сырса тухнӑ чухне наци тумне яланах тӑхӑнать. Вӑл хӑйне уҫӑ сывлӑшра лайӑх туять, килте лараймасть. Вера Орлова ӗмӗр тӑршшӗпех йӗлтӗрпе туслӑ. Виҫӗ ҫухрӑм чупасси те уншӑн нимӗн те мар. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле пӗчӗк мӑнукӗсене спортпа туслаштарать.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри хут кӑларакан пӗртен пӗр хапрӑк юбилейне паллӑ тӑвать. Улатӑрти хут хапрӑкне уҫнӑранпа 50 ҫул хыҫа юлнӑ.
Вӑл пӗр цехран ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вара вӑл — пысӑк комплекс. Хӑйсен транспорчӗ, администраци ҫурчӗ пур.
Фабрика промышленноҫ валли хут туса кӑларать: апат-ҫимӗҫ чӗркемелли, гофрокартун, гофротара. Унта вӑй хуракансен йышӗнче ҫамрӑксем те пур. Вӗсем малтан кунтах вӗреннӗ. Ӗҫ ветеранӗсем те тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Вӗсем пӗрремӗш рулона кӑларнине те астӑваҫҫӗ.
Хута мӗнрен тата мӗнле хатӗрлеҫҫӗ? Фабрикӑра тӑрӑшакансем хӑйсен ӗҫне мӗншӗн юратаҫҫӗ? 50 ҫулта мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? Кун пирки фильмра кӑтартӗҫ. Вӑл «Раҫҫей 1» телеканалпа нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехет те 45 минутра эфира тухӗ.
«Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая Шупашкарта пулни пирки чылайччен шавларӗҫ. Телеертӳҫӗ ҫитес вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкара килме палӑртнине пӗлтереҫҫӗ.
Телеканалӑн сайтӗнче хуласен списокне кӑларнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Елена Летучая пирӗн пата килессине. Ку чӑнах та пулӗ-и е ҫук-и — вӑхӑт кӑтартӗ.
Пӗлтӗр ку список кӑшт урӑхларах пулнӑ. Унта Чӑваш Енри чи ҫамрӑк хула Ҫӗнӗ Шупашкар пулман. Тен, Елена Летучая пирӗн пата килсе каллех йӗрке тӑвасшӑн?
Аса илтерер: вӑл Чӑваш Енре тӑватӑ уйӑх каялла пулнӑ. Ун чухне Летучая апатланӑшсене, хӑна ҫурчӗсене, мини-отельсене тӗрӗсленӗ. «Университетское» кафене ҫеҫ ырланӑ вӑл.
Чӑваш Енри пултаруллӑ хӗрача, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнӑскер, Пӗрремӗш каналпа ӳкернӗ «Голос. Дети» проекта хутшӑннӑ.
Мая Егорова жюри пайташӗсен умӗнче Ани Лоракӑн «Я вернусь» юррине шӑрантарнӑ. Мая 14-ра. Музыкӑпа, акӑлчан чӗлхипе кӑсӑкланать. Спортпа та туслӑ вӑл. Тӗнче, Раҫҫей шайӗнчи конкурссене хутшӑнать.
Проект нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пуҫланать. Мая унта икӗ хут та лекме хӑтланнӑ, анчах хальхинче кӑна ӑннӑ ӑна. Унӑн ашшӗ Алексей Егоров та юрлама юратать. Мая фортопиано та калать.
Чӑваш хӗрӗ виҫӗ командӑран пӗрне лекнӗ-и? Хальлӗхе калама юрамасть. Проекта курсан паллӑ пулӗ.
Леонид Якубович ертсе пыракан «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» кӑларӑма Шупашкар ҫыннисем тӑтӑшах хутшӑнма пуҫларӗҫ. Ахӑртнех, ку Леонид Якубович Чӑваш Ене час-часах килнипе, вӑл чӑвашсене юратнипе ҫыхӑннӑ.
Иртнӗ эрнере кӑларӑма Шупашкарти Евгения Десяткина хутшӑннӑ. Вӑл финала тухайман пулсан та кӑмӑллӑ юлнӑ. Ара, Леонид Якубовича вӑл питҫӑмартинчен чуптума пултарнӑ-ҫке-ха.
Евгения Десяткина пӗрремӗш хуравланӑран саспалли каланӑ. Анчах пӗлмен. Анчах тепӗр хутчен ун патне таврӑнман — сӑмаха пӗлнӗ. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗ Якубовича чуптунӑ та каялла таврӑннӑ. Вӑл кӑларӑм ертӳҫине парне панӑ, Чӑваш Енрен пысӑк салам каланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк повар Анатолий Витковский «Россия 1» телеканалпа «Оливье» салата мӗнле хатӗрлемеллине кӑтартнӑ. Вӑл 19-мӗш ӗмӗрте ҫуралнӑ салатӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ.
Анатолий Калинин районӗнче пурӑнать. Анчах чылай вӑхӑта вӑл Салехард хулинче командировкӑра ирттерет. Унта вӑл ресторанта шеф-поварта тӑрӑшать.
Маринадланӑ хӑяр, ҫӑмарта, кишӗр, ҫӗрулми, кӑлпасси, симӗс пӑрҫа, техӗмлӗх, пӑрӑҫ, симӗс сухан янӑ салат унчченхи «Оливье» мар иккен. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче деликатессем пулманнипе ҫак ҫимӗҫсене яма тытӑннӑ.
Анатолий поварта 6 ҫул ӗҫлет. Салехарда ӑна юлташӗ чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |