Шупашкарти стоматологи поликлиникин тухтӑрӗсем 2024 ҫулта 51 пин ачана пулӑшнӑ.
Асӑннӑ поликлиникӑн тӗп направленийӗсенчен пӗри — ача-пӑча стоматологийӗ. Стоматологсем сакӑр подразделенире — пилӗк уйрамра тата 3 сиплевпе профилактика пӳлӗмӗнче — пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне шкулсенче те стоматологи пӳлӗмӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ун пеккисем хулара — 42.
Улатӑрти район пульницинче чӗрепе юн тымарӗсен центрӗ уҫӑлнӑранпа икӗ эрне иртнӗ. Унта инсульт тӳссе ирттернӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ. Пациентсенчен пӗрне тромболизис процедури туса ирттернӗ те.
Хальхи вӑхӑтра ҫав уйрӑмра 8 ҫын сипленет иккен, тепӗр иккӗн реанимаци уйрӑмӗнчи ятарлӑ палатӑра выртать. Асӑннӑ центра неврологи уйрӑмӗнче уҫнӑ.
Пуҫ миминче юн начар чупнипе нушаланакансене маларах Улатӑртан Ҫӗмӗрлене илсе кайнӑ. Ун пек чирпе вара кашни минучӗ хаклӑ.
Раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 39 ҫулти Алексей Прокопьев офтальмологи пульницине машинӑпа кайнӑ чухне ӑнсӑртран тӑнне ҫухатнӑ. Юнашар 13-ри ывӑлӗ Арсений ларнӑ.
Арҫын ача ҫухалса кайман, руле ярса тытса тимер карта еннелле пӑрнӑ, чарӑнсан часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Арсение пула тухтӑрсем ашшӗне вӑхӑтра пулӑшнӑ, инсульт пуласран ҫӑлса хӑварнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов Арсение Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнепе хавхалантарнӑ.
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев «Раҫҫӗй Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» ята тивӗҫнӗ.
Николай Станиславович асӑннӑ центр уҫӑлнӑранпах ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Общество пурнӑҫне те хастар хутшӑнать.
Улатӑрта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна тухтӑрсем икӗ клиника вилӗмӗнчен ҫӑлнӑ. Шурӑ халатлисем тӑрӑшнипе унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Ӑна санавиаципе Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Сӑмах май, санавиаци республикӑра 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа Улатӑр округӗҫчен Шупашкара 200 ытла пациента илсе ҫитернӗ.
Ҫак кунсенче республикӑри икӗ тухтӑра сумлӑ ят пама йышӑннӑ.
Сывлах сыхлас ӗҫре тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе Канашри район пульницин педиатри уйрӑмӗнче врач-педиатр пулса ӗҫлекен Валентина Герасимовӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ят панӑ.
Ҫӗрпури район пульницин хирурги уйрӑмӗнче операци медсестри пулса тӑрӑшакан Нина Сергеевӑна «Чӑваш Республикин сывлах сыхлас ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ.
Чӑваш Енре малярипе чирленӗ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Вӑл ӑна Кӑнтӑр Судана командировкӑна кайсан ертсе килнӗ.
Хӗрарӑма Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе килнӗ. Ун чухне унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ: ӳт температури хӑпарнӑ, пуҫӗ вӑйлӑ ыратнӑ. Вӑл тухтӑрсене пӗлтӗртенпе Кӑнтӑр Суданра командировкӑра пулнине каласа кӑтартнӑ. Шупашкара таврӑнма тухсан чир паллисем палӑрнӑ, вӑл Африкӑрах туяннӑ эмелсене ӗҫме пуҫланӑ. Анчах ку пулӑшман, сывлӑхӗ япӑхлансах пынӑ. Шупашкара ҫитсенех вӑл тухтӑрсене чӗннӗ. Анализсем унӑн маляри пулнине палӑртнӑ.
Тухтӑр тӗрӗс препарат ӗҫме хушсан унӑн сывлӑхӗ лайӑхланма тытӑннӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра ӗҫлекен Лариса Прокопьева 70 ҫул тултарнӑ. Лариса Семёновна — психиатр-тухтӑр. Юратнӑ ӗҫӗнче вӑл 40 ҫула яхӑн тӑрӑшать. Юбилейпа тухтӑра Владимир Викторов тӗп тухтӑр саламланӑ.
Лариса Семёновна пысӑк квалифициллӗ врач ҫеҫ мар, ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ та тимлӗ пулнӑран ӑна ӗҫтешӗсем те, пациентсем те хисеплеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашарта 8 ҫулти арҫын ача килте вылянӑ чухне ручкӑпа шӑлне чакаланӑ. Ӑнсӑртран вӑл ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, вӗҫӗ вара шӑлӗ ӑшӗнче юлнӑ.
Ача амӑшӗпе пӗрле стоматологи поликлиникине Алексей Аверьянов тухтӑр патне килнӗ. Пациента тӗрӗсленӗ, рентген тунӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тунӑ: шӑла кӑлармалла. Юрать-ха, вӑл сӗт шӑлӗ кӑна пулнӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Тухтӑрсем кайран тухмалли шӑл тымарне упраса хӑварнӑ.
Вӑрнар округӗнчи тӗп пульницӑна ҫӗнӗ ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килнӗ. Нумаях пулмасть унта рентгенолог Дмитрий Куликов тата Юлия Ефимова терапевт ӗҫе вырнаҫнӑ.
Дмитри диплом илнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу пульницинче ӗҫленӗ. Ординатурӑра рентгенологи енӗпе икӗ ҫул вӗренсен тӑван поселокне таврӑннӑ.
Юлия вара университет хыҫҫӑн «Ял тухтӑрӗ» программӑпа усӑ курса Вӑрнар поселокне ӗҫлеме килнӗ. Унӑн участокӗнче 2 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |