Республикӑра юлашки вӑхӑтра агроклассем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Пӗрремӗшне Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче уҫнӑччӗ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче. Паян, раштавӑн 29-мӗшенче, тӑваттӑмӗшне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ.
Вӗренӳ класне уҫма Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев, экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова, Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, ЧР Элтеперӗн советникӗ Михаил Петров, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев хутшӑннӑ.
Агрокласс естествӑлла ӑслӑлӑх тата инженери енӗсемлӗ пулӗ. Унта 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем ял хуҫалӑх академийӗ хатӗрленӗ программӑсемпе вӗренӗҫ.
«Танлаштарӑм» информаци коммуникацийӗсен центрӗ регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта 85 ертӳҫӗ кӗнӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсен йышӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл пӗрремӗш ушкӑна лекнӗ. Вӑл вара 25 ертӳҫӗрен тӑрать.
Танлаштарӑма Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов чи малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи хыҫалти йӗркесене вара Алтай тӑрӑхӗнчи, Карели тата Бурят республикисенчи ертӳҫӗсем йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: танлаштарӑма куҫӑн мар майпа анкетировани ирттерсе хатӗрленӗ. Эксперт обществисем ирттернӗ ыйтӑма та шута илнӗ.
Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкассипе Тури Тимӗрчкассине пӗрлештерекен ҫула уҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май унта Хӗл Мучипе Юрпике ҫитнӗ.
Ҫавӑн пекех унта ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Мансур Калмыков, Комсомольски районӗн пуҫлӑхӗ Хасиятулла Идиатуллин, Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Воддорстрой элчисем те хутшӑннӑ. Ҫула Воддорстрой сарнӑ. Пӗтӗмпе 33,895 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫула 4 уйӑхра сарса пӗтернӗ.
Килӗшӳре палӑртнӑ тарӑх, ҫул 6 метр сарлакӑш. Ӑна асфальтлӑ бетонпа витнӗ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ямалли Ҫырӑва хатӗрлеме тытӑннӑ. Ку ӗҫре республика ҫыннисем те сӗнӳсем пама пултарӗҫ.
Ҫырӑва паян хатӗрлеме тытӑннӑ. Ӑна ҫырнӑ чухне республикӑра пурӑнакан ҫынсен, организацисемпе предприятисен шухӑш-кӑмӑлне шута илеҫҫӗ. Халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесен мӗн тумалла? Ҫырӑва сирӗн мӗн кӗртес килет? Республикӑна, сирӗн шухӑшпа, мӗн лайӑхлатма пулӑшать? Хӑвӑрӑн шухӑша пӗлтерме пултаратӑр.
Сӗнӳсене pres5@cap.ru электронлӑ почтӑсене «Ҫыру валли» тесе ҫырмалла.
Депутатсем ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн. Вӗсем йывӑр ҫамрӑксен воспитателӗ пуласшӑн.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, пӗтӗмпе 23-ӗн, ҫул ҫитмен йывӑр ҫамрӑксемпе ӗҫлеме хатӗр. Кун пирки раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен куратор Анна Спиридонова пӗлтернӗ. Шупашкар хула мэрӗ Ирина Клементьева куншӑн депутатсене ырланӑ, вӑл та ӳсекен ӑрӑва пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ.
Станислав Львов, Сергей Лебедев, Евгений Андреев, Дмитрий Никоноров, Алексей Пивоваров, Елена Турханова, Валерий Антонов, Евгений Кадышев, Петр Мишин, Андрей Федоров, Владимир Радин, Антон Ковалев, Юрий Попенов, Владимир Кузин, Ильяс Калмыков, Наталья Ванеркина, Олег Скворцов, Анна Спиридонова, Елена Нестерова, Максим Ладилов, Виктор Горбунов, Сергей Антонов тата Сергей Муравьев депутатсем йывӑр ҫамрӑксене воспитани парӗҫ.
Раштавӑн 28-мӗшӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев регионти тата вырӑнти хыснасене 2017–2019 ҫулсенче укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси пирки канашлу ирттернӗ. Кӑҫал Чӑваш Ен хӑйне лайӑх партнер пек кӑтартнӑ. Ҫавна май республикӑна ҫитес ҫул федераци хыснинчен 1,5 миллиард тенкӗ килӗ.
Дмитрий Медведев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултанпа грантсем ӳсӗҫ. Вӑл 20 миллиард тенкӗпе танлашӗ. Анчах ӑна хӑйсене налук потенциалне ӳстерес енӗпе лайӑх кӑтартнӑ регионсене ҫеҫ парӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсене 900,8 миллион тенкӗлӗх панӑ. Ҫитес ҫул вара ку 993,6 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Раҫҫейре спирт хутӑшне сутма чарнине, ку тӗлӗшпе Дмитрий Медведев премьер-министр ятарлӑ йышӑну тунине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каярах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑша яма юраман спирт шӗвекӗсене, унта этил спирчӗ 25 процентран ытларах пулсан, вӑхӑтлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку йышӑну парфюмерипе машина чӳречине тасатмалли шӗвеке пырса тивмест. Чару 30 кун вӑйра пулӗ.
Ӗҫмелли мар спиртлӑ хутӑша сутакансене Роспотребнадзор та тӗрӗслесе тӑрӗ. Ку органӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн номерӗсем — 58-25-95, 58-17-19. Йышӑнӑва пӑхӑнманнисем пирки ҫӑхавлакансен шӑнкӑравне ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.
Шупашкарти «Акконд» кондитер хапрӑкӗ Тӑвай районӗнче ял хуҫалӑхне ҫирӗп аталантарать. «Акконд Молоко» (чӑв. Акконд сӗт) ят панӑ хӑйӗн предприятине кӑҫал кӑна 50 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ. Ӗнер предприяти 250 пуҫ пӑрулӑх ҫӗнӗ вите уҫнӑ.
Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал предприяти пӑру вити иккӗ тунӑ, тырӑ хранилищи, утӑ хранилищи хута янӑ, ӗне сумалли зала юсаса ҫӗнетнӗ, сӗт цехне анлӑлатнӑ.
«Акконд Молоко» продукцие тӗрлӗ хутаҫпа кӑларать, ҫав шутра — кӑкшӑм евӗрлине те. Ҫимӗҫ предприятин лавккисене кӑна мар, ытти суту-илӳ точкисем тӑрӑх та саланать.
Ҫӗнӗ пӑру вити уҫнине кура сӗт туса илессин калӑпӑшӗ предприятире малашне те ӳсессе шанаҫҫӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма тӗрлӗ тӳре-шара, ҫав шутра Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, хутшӑннӑ.
Шупашкарти «Акконд» кондитер хапрӑкӗ Тӑвай районӗнче ял хуҫалӑхне ҫирӗп аталантарать. «Акконд Молоко» (чӑв. Акконд сӗт) ят панӑ хӑйӗн предприятине кӑҫал кӑна 50 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ. Ӗнер предприяти 250 пуҫ пӑрулӑх ҫӗнӗ вите уҫнӑ.
Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал предприяти пӑру вити иккӗ тунӑ, тырӑ хранилищи, утӑ хранилищи хута янӑ, ӗне сумалли зала юсаса ҫӗнетнӗ, сӗт цехне анлӑлатнӑ.
«Акконд Молоко» продукцие тӗрлӗ хутаҫпа кӑларать, ҫав шутра — кӑкшӑм евӗрлине те. Ҫимӗҫ предприятин лавккисене кӑна мар, ытти суту-илӳ точкисем тӑрӑх та саланать.
Ҫӗнӗ пӑру вити уҫнине кура сӗт туса илессин калӑпӑшӗ предприятире малашне те ӳсессе шанаҫҫӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма тӗрлӗ тӳре-шара, ҫав шутра Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, хутшӑннӑ.
Иркутск облаҫӗнче ҫынсем «фанфурик» ӗҫсе вилни ҫынсене сисчӗвлентернӗ. Тӳре-шара та ку тӗлӗшпу йышӑнусем тунӑ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре спирт хутӑшне сутма чарнӑ. Ку тӗлӗшпе саккун йышӑннӑ.
Ҫакна РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев йышӑннӑ. Унпа пӗрле патшалӑх тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова документа алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейре ӑша яма юраман спирт шӗвекӗсене, унта этил спирчӗ 25 процентран ытларах пулсан, вӑхӑтлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку йышӑну парфюмерипе машина чӳречине тасатмалли шӗвеке пырса тивмест.
Ку йышӑну 30 кун вӑйра пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |