Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-хулара Георги хӑйӑвне валеҫме пуҫласси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та ку акцие ирттерӗҫ. Шупашкарта хӑйӑва акан 22-мӗшӗнче валеҫме тытӑнӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ таранах тӑсӑлӗ.
Шупашкар хула влаҫӗсем хӑйӑва валеҫмели вырӑнсене палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Тӗп вырӑн — Республика лапамӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсенче те ёна тивӗҫме май пур. Ҫӗнтреӳ кунӗнче «Ҫӗнтерӳ» паркра тата Хӗрлӗ лапамра парӗҫ. Хӑшӗсем ӑна автомашина ҫине ҫыхса хураҫҫӗ, теприсем — сумка ҫумне, ҫипуҫа Георги хӑйӑвӗпе капӑрлатакан та пур.
Пӗтӗмпе Шупашкарта кӑҫал 50 пине яхӑн хатӗрленӗ. Хӑю валеҫме волонтерсене явӑҫтараҫҫӗ.
Сӑмах май, акан 22-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Ялавне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗклӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ теме пулать — ӑна акан 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна шута илсе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ открытка кӑларчӗ — чӑвашлӑхшӑн ҫунакансемшӗн вӑл кӑмӑла каясса шанатпӑр. Открыткӑна «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ ыттисен пекех — 20 тенкӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе кӑларнӑ открыткӑра Геннадий Волковӑн сӑмахӗсене вырнаҫтартӑмӑр: «Чӑваш чӗлхи ... пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ, асаннесен кӗлли, пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ, пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем, пирӗншӗн вӑл пурнӑҫ...»
«СУМ» лавккара ҫавӑн пекех ытти открыткӑсене, чӑвашла укҫа конверчӗ те туянма май пур. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тата ҫуралнӑ кун ячӗпе парнелемелли чӑвашла открыткӑсем кӑларма шутлатпӑр.
Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Культурӑпа искусство деятелӗсем чунне парса пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл пӗлтерӗшне тата вӗсем культура еткерлӗхне сыхласа упраса хушӑнтарса пырас, нацин хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе хывакан витӗмлӗ тӳпене хаклама та май ҫук. Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗр халӑха ӑс-хакӑл енчен пуянланма, гуманизм тӗллевӗсене ҫирӗплетме, обществӑна этемлӗхӗн улшӑнми хаклӑхӗсем тавра пӗрлештерме пулӑшать.
Халӑх малашлӑхӗ культурӑсӑр пулма пултараймасть. Шӑпах ҫавӑнпа Чӑваш Республикинче культура сферине аталантарасси патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать. Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилес тата ҫӗнетес ӗҫ аван пурнӑҫланса пырать. Культура учрежденийӗсем юсанса ҫӗнелеҫҫӗ, вӗсем хальхи йышши оборудованипе, музыка инструменчӗсемпе пуянланаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансен пултарулӑх вӑй-хӑватне уҫса пама, пултарулӑх анинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан профильлӗ программӑсем тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Искусство шкулӗсенче вӗренекен ачасен тӳпи республикӑри ачасен пӗтӗм йышӗнче 13,5 процентпа танлашать, ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗнчи вӑтам шайран пысӑкрах.
Ӗнер Шупашкарт Навруз уявӗ иртнӗ. Хӗвелтухӑҫ календарӗпе вӑл Ҫӗнӗ ҫул ҫитнине пӗлтерет. «Ҫуркунне пӗтӗм тӗнче чӗрӗлсе тасалнӑ вӑхӑтра тухӑҫ ҫыннисем пӗр-пӗринпе тӗл пулса уявпа саламлаҫҫӗ, каҫару ыйтаҫҫӗ, туслӑ пурӑнма тупа тӑваҫҫӗ», — ҫапла уҫӑмлатать ку уява Чӑваш наци конгресӗн прес-служби.
Пирӗн республикӑра ку уява Культура министерстви, Чӑваш наци конгресӗ тата кунти тухӑҫ халӑхӗсен автономийӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Хальхинче уяв унчченхинчен те анлӑрах иртнӗ-мӗн. Ытти ҫул пӗчӗк залсемпех ҫырлахнӑ пулсан кӑҫалхи уяв оперӑпа балет театрӗнче пулнӑ. Унта азербайджан, узбек тата таджик автономи пӗрлӗхӗсем, ют ҫӗршывран килнӗ, пирӗн вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакан студентсем тата хулара пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Уява пухӑннисене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, туслӑ ӗҫлесе савӑнма пӗлнишӗн мухтанӑ. Азербайджан, узбек тата таджик пӗрлӗхӗсен ертӳҫисене хастар пулнишӗн вӑл Тав туса Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Кун пирки вӑл ЮТВ телеканал хатӗрленӗ ҫӗнӗ передачӑра каланӑ. «Конгресс тӗпелӗ» ҫӗнӗ кӑларӑмӗн хӑни Валерий Леонидович Клементьев пулнӑ. Унччен вӑл чӑвашлӑх ӗҫӗнче ют ҫын мар пулнӑ. Сарӑту облаҫӗнчи хастар чӑвашсенчен пӗри шутланнӑ, Акатуй уявӗсене те ирттерес ӗҫе хутшӑннӑ. Геннадий Архипов чӗннипе Шупашкара таврӑннӑ хыҫҫӑн унта Акатуя урӑх ирттермен имӗш. Анчах ку ҫитменлӗхе кӑҫал пӗтересшӗн — ЧНК пулӑшнипе ҫак пысӑк уява Сарӑту облаҫӗнче ирттересшӗнех.
«Эпӗ Саратовра пурӑннӑ чухне те питӗ пысӑк Акатуйсем тӑваттӑмӑрччӗ. Кӑҫал… Сарӑту облаҫӗнче эп кайнӑранпа пулман унта. Акатуй ирттермен. Кӑҫал вӗсем ирттересшӗн. Паллах, вӗсене пулӑшас пулать», — тенӗ Валерий Клементьев интервьюра.
Ҫавӑн пекех ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Раҫҫейре тӗпленсе пурӑнакан тӑрӑхсенче ҫӗнӗ культурӑпа наци автономийӗсене йӗркелесси пирки сӑмах каланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра, тӗслӗхрен, унашкаллине Белгород облаҫӗнче туса хумалла. Культурӑпа наци автономийӗсем ҫук тӑрӑхсем тата та пур иккен, вӗсене йӗркелес тӗлӗшпе ЧНК хӑйӗн сӗнӗвӗсемпе пулӑшать.
Унсӑр пуҫне калаҫура Валерий Клементьевӑн ҫемьи пирки, унӑн бизнесӗ пирки, концертсем ирттересси пирки ыйтусем хускатнӑ.
Шупашкар ҫыннисем канализацие мӗн кӑна ямаҫҫӗ иккен! Ҫав пурлӑх шутӗнче тӗк минтер те, паяльник та пур. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсен кунӗ умӗн ҫак отрасльте ӗҫлекенсем тулса ларнӑ пӑрӑхран кӑларнӑ япаласене тележурналистсене кӑтартнӑ.
Участок маҫтӑрӗ Юрий Лебедев пӑрӑхри япаласене 2000-мӗш ҫул вӗҫӗнче пухма тытӑннине пӗлтернӗ. Сантехниксем пуҫтарма тытӑннӑ хӑйне евӗр пӗрремӗш экспонат апатланмалли вилка пулнӑ. Унтанпа техучастокра темтепӗр пухӑнма ӗлкӗрнӗ.
Кӗркунне, хӗлле валли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чух, ҫынсем пахчаҫимӗҫ юлашкине канализаци пӑрӑхне переҫҫӗ иккен. Пӗррехинче сантехниксем чӑх та туртса кӑларнӑ. Хырӑнмалли станока та, отверткӑна та, алӑк хӑлӑпӗпе ҫӑрана та пӑрӑха чӑмтаракансем пур.
Ӗнер наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем хӑйсен 12-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗ савӑнӑҫлӑ канашлу ирттерчӗ.
Ӑна официаллӑ ирттерчӗҫ пулин те унта пухӑннисем тӳре-шара чӗлхипе калаҫма тӑрӑшмарӗҫ. Чӑваш Республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саккун кӑларакан ҫын пек мар, хӑй калашле, ашшӗ тата «йӗркеллӗ ҫӗршывра пурӑнма ӗмӗтленекен ҫын евӗр» калаҫрӗ. «Сирӗн служба мар-тӑк пирӗн ҫӗршывра епле лару-тӑру пуласси пирки шухӑшлама та хӑрамалла», — терӗ. Саламланӑ май вара вӑл чӑваш наркополицейскисене карьерӑра ӑнӑҫу сунчӗ, урӑх регионсенче те яваплӑ должноҫ йышӑнма сунчӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова та амӑшӗ евӗр пуплерӗ. «Эпӗ, икӗ ывӑл амӑшӗ пулнӑ май, сирӗн тытӑма пула эпир хамӑр ачамӑрсемшӗн лӑпкӑ туйнине палӑртасшӑн», — терӗ министерствӑра яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан хӗрарӑм.
Уявра тӗрлӗ шайри наградӑсем те самай пулчӗҫ.
Сӑнсем (13)
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче професси уявне палӑртӗҫ. «Чӑваш Республикин ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх комплексӗн предприятийӗсен ассоциацийӗ» коммерцилле мар юлташлӑх вырсарникуна кӗтсе тӑрас темен, отрасльти маттур ӗҫченӗсене паянах хисеп паллипе чысланӑ. «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӳрӗ чунпа ӗҫленӗшӗн» хисеп паллине асӑннӑ ассоциаци хӑй ҫирӗплетнӗ.
Чыслава коммерцилле мар ҫав юлташлӑхӑн сӑнав канашӗн ертӳҫи Валентин Афанасьев, ассоциацин ӗҫ тӑвакан ертӳҫи Валерий Алексеев, Шупашкар хулин ҫурт-йӗр фондне тытса тӑракан управленин (вӑл муниципалитетӑн хысна предприятийӗ шутланать) пуҫлӑхӗ Валерий Григорьев хутшӑннӑ.
Хисепе республикӑри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри 111 ӗҫчен тивӗҫнӗ. Хиспе паллипе отрасльте 15 ҫул ытла тӑрӑшакансене палӑртнӑ. Вӗсен хушшинче сантехник та, ҫивитти витекен те, электрик та, рабочи те, газоэлектросварщик та, бухгалтер та пур.
Сӑнсем (21)
Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейне хӗрарӑм ҫыравҫӑсем пухӑннӑ. Кунта яланхи пекех вӗсем ҫуркуннене халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ.
Светлана Гордеева поэт ҫуркунне хавхалану кӳнине, туйӑмсене вӑратнине палӑртнӑ. Уяв каҫне Раиса Сарпи хӗрарӑма халалланӑ гимна вуласа уҫнӑ. Ытти поэтсем те — Альбина Юрату, Лидия Сарине, Валентина Маслова, Зоя Сывлӑмпи, Нина Пӑрчӑкан — ҫуркуннене, хӗрарӑмсене, юратӑва халалланӑ сӑвӑсем вуланӑ.
«Тарават» ансамбль вара хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Ирина Понаморева темиҫе юра юрланӑ. Ҫав шутра Альбина Юрату сӑввисемпе хывнӑ юрӑсем те пулнӑ.
Ҫав кун «Чечекӗсем — хӗрарӑмсене» курав уҫӑлнӑ. Хӗрарӑм ҫыравҫӑсене Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ятӗнчен Андрей Кузнецов, Алексей Московский, Андрей Думилин чӗрӗ тюльпансем парнеленӗ.
Паян Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Янӑшри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнче кунӗпех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Унта пурӑнакансем малтан пурте пӗрле пулса ӗҫленӗ, кайран сӗтел хушшине пухӑннӑ.
Ӗҫлемелли хал ҫитекеннисене пурне те ҫитнӗ. Пӗрисем кил хушшинчи юра тасатнӑ вӑхӑтра теприсем вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑма капӑрлатнӑ, теприсем апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрмашнӑ. Кайран ватӑсем те, унта пурӑнакансем те уяв кӗрекине ларнӑ. Пӗрле пухӑннин сӑлтавӗ — иртсе кайнӑ Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата ҫывхарса килекен Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ. Уйрӑм ертӳҫи Роза Васильева пурне те саламланӑ: ӗҫтешӗсене те, унта пурӑнакансене те вӑл парнепе савӑнтарнӑ.
Уяв сӗтелӗ хушшинчисем ҫамрӑклӑха аса илнӗ, юрланӑ, унтан-кунтан ыратни пирки манса ташша тухнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |