Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тилӗрен текех хӑрамаҫҫӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл енче пӗр ҫыннӑн уйрӑм хушма хуҫалӑхӗнче вилнӗ тилле асӑрханӑ. Выльӑх тухтӑрӗсем лабораторире анализ ирттернӗ те вилнӗ тилӗ урнӑ чир ертнине палӑртнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшенчи йышӑнӑвӗпе унта карантин тесе йышӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари служби урнӑ чире сарас мар тесе комплекслӑ план хатӗрленӗччӗ. Вилнӗ тилле тупнӑ тӑрӑхра урнӑ чире сарас мар тесе специалистсем ятарлӑ мероприятисем ирттернӗ.
Урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑх пӗтнине кура паянтанпа вӑл тӑрӑхра карантин мерине пӗтерме йышӑннӑ. Ҫынсен вӑл чиртен текех хӑрамалла мар.
Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче карантин тесе йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, унта урнӑ чирпе аптӑракан чӗрчуна тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ятарлӑ хушу кӑларсах вӑл тӑрӑхра асӑрханулӑх мерисене ҫирӗплетрӗ.
Ҫак йӗркесен авторне карантинпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхе пӗлме май килчӗ. Пӑтӑрмахӗ асӑннӑ тӑрӑхра авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Унта кабель хуракан арҫынна урнӑ тилӗ тапӑннӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗрле ӗсленӗ тепӗр ҫын та шар курнӑ. Ӑна урнӑ чиртен вакцина тума тивнӗ.
Чирлӗ чӗрчун тапӑннӑ вырӑнта ветеринарсем дезинфекци ирттернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫынсене хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалли пирки ӑнлантарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ялӗнче урнӑ чире сарас мар тесе карантин йышӑннӑ. Ҫапла тума паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари служби урнӑ чире сарас мар тесе комплекслӑ план хатӗрленӗ.
Кӗлӗмкассинче карантин тесе палӑртма асӑннӑ ялти пӗр ҫыннӑн уйрӑм хушма хуҫалӑхӗнче вилнӗ тилле асӑрхани хистенӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, чӗрчун урнӑ чирпе чирлени. Ҫакна выльӑх тухтӑрӗсем лаборатори анализӗ туса палӑртнӑ.
Вилнӗ тилле тупнӑ тӑрӑхра урнӑ чире сарас мар тесе специалистсем ятарлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби паян хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫавна республикӑн Патшалӑх ветеринари служби те хыпарланӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан ахаль те нушаллӑ ҫемье тата хур курнӑ. Ачине хаклӑ йышши операци тутарма укҫа пухнӑ ҫак ҫемьене ултавҫӑсем ҫаратнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи ҫемье операци валли укҫа пухса пама пулӑшу ыйтса интернетри халӑх тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен — вӗсем патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, 300 пин тенкӗ куҫарса пама пултарассине пӗлтернӗ. Анчах укҫана криптовалютӑпа куҫармашкӑн тӳлевӗн электронлӑ тытӑмӗнче счет уҫмалла-мӗн. Ачин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакан ҫемье операци часрах тутарма май килессине шанса арҫын хушнине пурнӑҫланӑ. Хайхи программа часах 300 пин тенкӗ счет ҫине куҫнине пӗлтернӗ, анчах ку укҫана илме хӑйсен те нухрат хумалла имӗш. Ҫемье 18 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Темиҫе ҫеккунтран компьютер программи ҫухалнӑ, унпа пӗрлех укҫа та.
Халӗ йӗрке хуралҫисем путсӗрле ҫак ӗҫе кам тунине тишкереҫҫӗ.
Ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Кӑмӑл пуррисем пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсемпе, ытти специалистпа канашлама пултарӗҫ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, республикӑри кардиологи диспансерӗнче кардиологсем тата чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗсем ҫынсене 8 сехетрен пуҫласа 13-ччен йышӑнӗҫ. Кирлӗ пулсан тухтӑрсем ҫавӑнтах электрокардиографи тата чӗрепе юн тымарӗсен ультрасасӑ тӗпчевӗ ирттерӗҫ.
Республикӑри наркологи диспансерӗн специалисчӗсем вара «Психотроплӑ япаласемпе усӑ курассипе кӗрешес ӗҫри ҫемье пӗлтерӗшӗ» ятпа калаҫу йӗркелӗҫ. Психиатрсемпе наркологсемпе, социаллӑ ӗҫченсемпе ҫынсем диспансерӑн Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери поликлиникисене ҫитсе канашлама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин алӑкӗсем те ыран пациентсемшӗн уҫӑ пулӗҫ.
Аса илтеретпӗр, тухтӑр патне кайма пуҫтарӑннисен хӑйсемпе пӗрле медполис, паспорт тата СНИЛС илме манмалла мар.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пилӗк сыватӑш Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Хальхинче пациентсене Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульници, Республикӑри наркологи диспансерӗ, Республикӑри кардиологи диспансерӗ, Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиники тата 1-мӗш клиника пульници йышӑнӗҫ.
Наркологи диспансерӗн специалисчӗсем халӑха Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере консультаци парӗҫ. Шӑл тухтӑрӗсем ҫынсене тӗп хулари 2-мӗш тата 7-мӗш поликлиникӑсенче йышӑнма палӑртнӑ. 1-мӗш клиника пульницинче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсенчен тата ытти врачран сӗнӳ-канаш ыйтма май пулӗ. 2-мӗш ача-пӑча больницинче вара педиатр, невролог, офтальмолог, кардиолог тата отоларинголог медицина пулӑшӑвӗ парӗҫ.
Шупашкара ҫитес вӑхӑтра йывӑр чирлӗ ачасене ҫӑлӑнӑҫ пама ятарлӑ аппаратсем кӳрсе килӗҫ. Ҫав аппаратсене ытти чухне усӑ курнӑ оборудовани пулӑшайми пулсан ҫеҫ парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен ПТРК пӗлтерет.
Раҫҫейӗн ача-пӑча тӗп реаниматологӗ Сергей Степаненко Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулнӑ май республикӑри тухтӑрсем валли йӗркеленӗ вӗренӳ семинарне хутшӑннӑ тата сывлӑх сыхлавӗн министрӗпе Владимир Викторовпа тӗл пулнӑ. Сергей Степаненко республикӑра ачасене ҫӑлмалли ҫӗнӗ меслетпе усӑ курма сӗннӗ. Вӑл ӳпкене искусствӑлла майпа нумай вӑхӑт сывлаттаракан аппарата ылмаштарма май парать.
«Пирӗн респираторлӑ пулӑшу меслетне аталантармалла. Чӑваш Енре ӗҫе чунӗпе парӑннӑ тухтӑрсем вӑй хураҫҫӗ. Меслете ӗҫе кӗртме условисем пур», — тенӗ Раҫҫейӗн ача-пӑча тӗп реаниматологӗ.
Пушкӑртстанра ящур чирне тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри ветеринарсемпе эпизоотологсем те ыйтупа ҫивӗчрех ӗҫлеме пуҫланӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура та выльӑх-чӗрлӗх чир-чӗрӗпе кӗрешессине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енри Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов палӑртнӑ тӑрӑх, ветеринари ӗҫченӗсем республикӑра выльӑх чирӗсем анлӑ ан сарӑлччӗр тесе тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ, профилактика ӗҫне сахал мар пурнӑҫлаҫҫӗ.
Мӑйракаллӑ шултра выльӑха лейкоз чирӗнчен сыхлама тӑрӑшаҫҫӗ. Килти сыснасене, хир сыснисене ҫивӗч тӗрӗслеҫҫӗ. Уртаракан чир выльӑхсем хушшинче ан сарӑлтӑр тесе ятарлӑ вакцинӑсем туса ӗлкӗрнӗ. Патшалӑхӑн ветеринари службин, Ветеринари тата фитосанитари надзорӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин специалисчӗсем республикӑра хӑрушлӑх ҫуккине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Роспотребнадзор Турцири Анталья тата темиҫе курорт туристсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтерет.
Ку – Коксаки вируса пула. МИХсем ҫырнӑ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыннисем вируса пула Турцирен каялла таврӑнаҫҫӗ. Анчах ҫав курортсенчен вирус сарӑлнине Ростуризм ҫирӗплетмен.
Коксаки – энтеровирус, вӑл хырӑмлӑхпа пыршӑлӑхра сарӑлать. Вирус ерсен ӳт температури хӑпарать, вар-хырӑм пӑсӑлать, алӑ тупанӗ ҫине шатрасем тухаҫҫӗ.
Чир 7-10 куна пырать. Унпа ытларах шкул ӳсӗмне ҫитмен ачасем чирлеҫҫӗ.
РФ Сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнче ВИЧ-инфекци пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнине пӗлтернӗ.
Роспотребнадзор тытӑмӗнчи федерацин СПИДпа кӗрешекен ӑслӑлӑхпа методика центрӗн ӗҫченӗ Наталья Ладная «Коммерсант» кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар, Свердловск, Кемӗр, Иваново, Иркутск, Тӗмен, Ленинград, Челябинск, Оренбург облаҫӗсем тата Пермь крайӗ яланхиллех ку енпе малта. Унтан та ытларах — списока ҫирӗм регион таран кӗртме пулать. Ун йышшисен шутне Ази ҫӗршывӗсенчен наркотик килекен субъектсем кӗреҫҫӗ.
ВИЧ-инфекци наркотикпа айкашнӑ чух та, гетеросексуаллӑ ҫыхӑну вӑхӑтӗнче те пӗр пек вӑйлӑ сарӑлать иккен. Ҫакна сывлӑх сыхлав специалисчӗсем кӑҫалхи кӑтартусем тӑрӑх пӗтемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |