Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тӗнчипе паллӑ космонавт, чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ меоприяти иртнӗ. Унта пухӑннисем А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн куҫса ҫӳрекен космонавтика музейӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Культура ҫурчӗн сцени ҫинче «53-мӗш студия» шкулти театр студийӗн «Встретимся на орбите» ӗҫне кӑтартнӑ. Ӑна Шупашкарти 53-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем хатӗрленӗ.
Ачасен ӗҫӗ чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӗ ывӑлӗн ачалӑхӗпе, ӗмӗчӗ, пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи тӗп вулавӑшра вулакансем чӑваш ҫыравҫисемпе тӗл пулнӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн наци библиотеки тата Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ йӗркеленӗ. Тӗлпулӑва Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекенсене, кӗнеке вулама юратакан ытти ҫынна йыхравланӑ.
Вулакансемпе тӗл пулма чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат; Людмила Сачкова писатель, публицист, драматург; Лидия Сарине писатель, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ; Раиса Воробъева писатель, педагог пырса ҫитнӗ.
Хӑнасене кӗтсе илме хатӗрленсе вулавӑшра чӑваш писателӗсен ҫӗнӗ кӗнекисемпе паллаштаракан «Ҫӗнӗ кӗнеке – ҫӗнӗ тӗнче» курав хатӗрленӗ.
«Чӑваш ачи чӑвашах» 8-мӗш фестиваль ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, шӑматкун, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртӗ. Уяв 9:00 сехетре вӑйӑ картипе пуҫланӗ.
Фестивале пуҫараканӗсем тата йӗркелекенӗсем – Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ, Чӑваш наци конгресӗ тата Муркаш муниципалитет округӗн Калайкасси вӑтам шкулӗ.
Фестивале тӑватӑ номинаципе хутшӑнма пулать: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнӗҫ, чӑвашла уроксем кӑтартӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ).
Паян Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ҫӗнӗ шкула ачасем вӗренме кайнӑ. Ку – пӗрремӗш кун!
Ҫынсем ачасем шкула утнине видео ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Хальлӗхе унта миҫемӗш классем вӗреннине каламан. Аса илтерер: микрорайонти 1650 вырӑнлӑх шкул 64-мӗш шкулӑн корпусӗ пулса тӑнӑ. Хальлӗхе шкула уҫни пирки официаллӑ информаци пулман.
Палӑртмалла: ку шкула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ. Унтанпа темиҫе подрядчик те улшӑннӑ.
Ҫитес тунтикун Раҫҫейри мӗнпур шкулта «Пӗлтерӗшли ҫинчен - калаҫу» класс сехетӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пирки калаҫӗҫ. Аса илтерер: ку проекта Чӑваш Ен ытти регионпа пӗрле пурнӑҫланӑ.
Ку проект мӗнле ҫуралнӑ? Ӑна мӗнле пурнӑҫланӑ? Кун пирки шкул ачисене каласа кӑтартӗҫ. Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫӗршыври халӑхсен историне, культурине тата географине вӗренмелли пособи пулса тӑрӗ. Сӑмах май, Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра та унпа паллаштарнӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул халӗ ачасене йышӑнса вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме пултарать. Нумаях пулмасть вӑл лицензи илнӗ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Шкул хулари 64-мӗш шкулӑн вӗренӳ корпусӗ пулса тӑнӑ. Санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ те килнӗ. Ҫак кунсенче ведомство ӗҫченӗсем шкул коридорӗпе утса тухнӑ, классене, акт залне, столовӑя пӑхса ҫаврӑннӑ. «Юлашки штрихсем юлнӑ», ҫапла пӗлтернӗ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров телеграм-каналӗнче.
Чӑваш Енри педагогсем «Земство учителӗ» конкурс программине хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ун пек ваканси — 15 единица.
Аякри шкулсене кайса ӗҫе вырнаҫнӑ учительсем федераци хыснинчен 1 миллион тенкӗ укҫа илейӗҫ.
Программӑна хутшӑнас тесен учительсен ялсемпе посёлоксене, 50 пинрен сахалтарах ҫын пурӑнакан хуласене кайса ӗҫлемелле.
Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен палӑртмалла.
Лидия Филиппова чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, журналисчӗ, публицисчӗ нумаях пулмасть шкул ачасемпе тӗл пулнӑ.
Лидия Ивановна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлакан Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ.
Литература тӗлпулӑвне Шупашкарти 24-мӗш шкултан пуҫланӑ. Унта, сӑмах май каласан, Лидия Филиппова ывӑлӗ Сентиер те вӗреннӗ.
«Мӗнех калам? Эпӗ кӑмӑллӑ! Шкул аталанать, коллектив анлӑн шухӑшлама пӗлекенскер, шкул ачисем питех те килӗшрӗҫ – ӑслӑ, хитре, ун пеккисем яланах ман кӑмӑла каяҫҫӗ. Флешмоб хатӗрлеме те ӗлкӗрнӗ. Ачасем, тавтапуҫ, эсир – маттурскерсем. Светлана Николаевна, тав сире...» – тесе шӑрҫаланӑ Лидия Филиппова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра, Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче «Крылатые качели» (чӑв. Ҫунатлӑ чуччу) концерт иртӗ. Ӑна ҫӗршыври паллӑ композитор Евгений Крылатов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Паллӑ композитор, Раҫҫей халӑх артисчӗ пурнӑҫран 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. 1953-1959 ҫулсенче вӑл Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче кино валли те музыка ҫырма тытӑннӑ. Сӑмахран, «Колыбельная медведицы», «Песенка о шпаге», «Лесной олень», «Крылатые качели», «Три белых коня», «Прекрасное далеко», «Кабы не было зимы» юрӑсене.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкул<h2></h2>а 2022 ҫулхи ҫулла тума тытӑннӑ. Ун чухне ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерме палӑртнӑ. Ҫулталӑкран влаҫ шкула 2024 ҫул вӗҫнелле кӑна хута ярассине каланӑ.
Анчах Министрсен Кабинечӗн пӗлтӗрхи ӗҫсен кӑтартӑвӗн отчетӗнче ҫак шкула кӑҫал утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерессине палӑртнӑ. Эппин, кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкул хӑйӗн алӑкне уҫмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |