2024 ҫулта Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пулӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Музей документацине 2020 ҫултах хатӗрленӗ, кун валли 4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, музей пӗр хутлӑ пулӗ. Унта экспозици тата суту-илӳ зонисем, кафетери, гардероб, туалет пулмалла.
Сӑмах май, кӑҫал республикӑра тӗрленӗ карттӑсен фесивалӗ иртӗ, унта 55 регионран кая мар хутшӑнӗ. Пирӗн Чӑваш Енӗн тӗрленӗ картти Чӑваш наци музейӗнче упранать.
Чӑваш Енри чипс туса кӑларакан савут кӑҫал кӗркунне ӗҫлесе каймалла. Ӑна юпа уйӑхӗ валли, Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне, уҫма пултарассине пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Сӑмах май, ку уява юпан иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал 8-мӗшне лекӗ.
Савут Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче вырнаҫӗ. Патшалӑх "Лук-Агро" хуҫалӑха хатӗр-хӗтӗр туянма 30 процент субсиди парать.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ ятарлӑ режима сирнӗ. Кун пирки республика правительствин сайтӗнче хыпарланӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫакна республикӑра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеленнипе тунӑ. «Ку эпир ку чире тимлӗх сахалрах уйӑратпӑр тенине пӗлтермест. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ, чирлекенсен йышӗ ӳсме пуҫласан тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӗ», - тенӗ Олег Николаев.
Аса илтерер: 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнине пула ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗ "Чӑваш Республикин Элтеперӗнчен" тесе ҫырнӑ 555 сехет туянасшӑн (ку сӑмахсене унта вырӑсла ҫырӗҫ). Кун валли 1 миллион та 568,6 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май электрон аукцион иртет.
Администраци арҫынсем валли - 25, хӗрарӑмсем валли 20 сехет туянасшӑн. Кусем - 11,3 пин тенкӗ тӑраканнисем. Теприсем 2 пин тенкӗллисем пулӗҫ: арҫынсен - 310, хӗрарӑмсен 200 сехет.
Чӑвашла ҫыракан блогерсене хавхалантарасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра палӑртса хӑварнӑ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине аталантаракан блогерсене, журналистсене, программистсене конкурс ирттерсе хавхалантарсшӑн. «Ӳлӗмрен у пек конкурссем темиҫе пулӗҫ. Ку вӑл тӗрӗс», — тенӗ Олег Николаев.
ЧР спорт министрӗн халӗ икӗ ҫум кӑна тӑрса юлнӑ. Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Алексей Чернова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Алексей Чернов асӑннӑ ведомствӑра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Халӗ спорт министрӗн Василий Петровӑн икӗ ҫум юлнӑ: Татьяна Рябинина тата Ольга Смирнова.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хӑйӗн аслӑлӑхӗпе пире паян та тӗлӗнтерекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ.
«Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ. Унӑн пурнӑҫӗн ҫулӗ Тӑван ҫӗршыва тата хӑй халӑхне чунтан парӑнса ӗҫленине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.
Паян Чӑваш чӗлхи кунне Раҫҫейри чылай регионта анлӑн уявлаҫҫӗ, унта чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине тата культура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан майсем пурнӑҫланаҫҫӗ», — тенӗ саламра.
Малашне ЧР Элтеперӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пулӗ. Ҫавна май Олег Николаев ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин ятне улӑштарасси пирки хушу кӑларнӑ. Вӑл ЧР Вӗренӳ министерстви пулӗ.
Ҫавӑн пекех "Авангард" вӗренӳпе методика центрӗ, Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ ҫӗнӗ управление пӑхӑнӗҫ.
Хальлӗхе управление кам ертсе пырасси паллӑ мар.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра агромаркет уҫма палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Унта фермерсен продукцине сутӗҫ. Кунашкал лавкка пирӗн патра хальччен пулман. Раҫҫейре те ҫук.
Агромаркетра фермерсем валли вырӑнсем пулӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра лавккан дизайн тата суту-илӳ технологийӗн концепцине хатӗрлӗҫ.
Агромаркета хута яма республика хыснинчен 41 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорне Михаил Резникова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ» ят панӑ. Хушӑва еспублка Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
2018 ҫулта Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗччӗ. Йышӑнӑва ун чухнехи Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.
Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче республика Правительствинче те тӑрӑшнӑччӗ, унта вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран транспорт министрӗнче тимлерӗ. Кайран каллех хӑйӗн унчченхи вырӑнне — Чапаев ячӗллӗ завода — куҫнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |