Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: элтепер

Вӗренӳ

Шупашкарта тепӗр ҫӗнӗ шкул тума тытӑнасшӑн. Вӑл «Университет» микрорайонта пулӗ.

Малтанах унта шкул строительствине 2021 ҫулта ҫеҫ пуҫлама палӑртнӑ. Анчах тӳре-шара ӑна маларах тума тытӑнччӑр тесе тӑрашать. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев пӗлтернӗ.

Халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна хӳтӗлесен строительство ӗҫне ҫур ҫулта пуҫӑнас шанчӑк пур.

«Университет» микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута кайсан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче иккӗмӗш сменӑра вӗренме пӑрахӗҫ. «Садовый» микрорайонта та шкул уҫсан хулари ачасем иккӗмӗш сменӑра пачах вӗренмӗҫ. Унта кӑҫал ҫулла шкул тума тытӑнасшӑн.

Кунсӑр пуҫне «Лента», «Кувшинка», «Акварель», «Радужный» микрорайонсенче вӗренӳ учрежденийӗсен проектированине тӑвас ӗҫ пырать.

 

Ҫурт-йӗр
altaicholmon.ru сайтри сӑн
altaicholmon.ru сайтри сӑн

Ҫитес пилӗк ҫулта Чӑваш Енри тӑлӑхсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗхӗпе тата фракци ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ чухне калаҫнӑ.

Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, республика хыснинче ку енӗпе ытларах тӑкакламаллине палӑртӗҫ. Кӑҫал республикӑри 347 тӑлӑха ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хыснаран 373 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫак укҫаран 168 млн тенки – хушма нухрат.

Олег Николаев ҫапла ӗҫлесен, федераци правительствине хастар хутшӑнтарсан пилӗк ҫулта республикӑри мӗнпур тӑлӑха ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес шанчӑк пурине палӑртнӑ.

 

Республикӑра
zen.yandex.com сайтри сӑн
zen.yandex.com сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» ҫӑмӑллӑхсем туса парас ыйтӑва ҫӗкленӗ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра ҫак категорири 70,5 пин ҫын пурӑнать. Олег Алексеевич ЧР Ӗҫлев министерствине ҫак ҫынсене мӗнле ҫӑмӑллӑхсемпе тивеҫтермелли пирки шутлама ыйтнӑ. «Чи малтанах вӗсем «вӑрҫӑ ачи» пулнине кӑтартакан статуса илесшӗн. Иккӗмӗшӗнчен, укҫан пулӑшнисӗр пуҫне урӑх пулӑшусем пур. Тӗслӗхрен, тухтӑр патне черетсӗр кӗресси», - тенӗ Олег Николаев.

Палӑртмалла: РФ Патшалӑх Думи 2006 ҫултанпа «Вӑрҫӑ ачисем пирки» федераци саккунне йышӑнма хӑтланать. Анчах ҫакна пӑхмасӑрах 30 регионта ҫак категорири ҫынсен ҫӑмӑллахсем пур.

 

Чӑвашлӑх
Марина Карягина сӑнӳкерчӗкӗ
Марина Карягина сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевран ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӑл Олег Алексеевичӑн Фейсбукри страницинче шӑрҫаланӑ.

Юрий Туринке Чӑваш Енре Раҫҫей Конституцийӗн 14-мӗш статйине пӑснипе ҫыхӑннӑ ыйту тесе палӑртнӑ. Ыйту авторӗ чӑвашсен чӑн тӗнне хӗсӗрлени пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫӗрпӳре православи чиркӗвӗ ыйтнипе чӑваш юпине ишнине асӑннӑ, Муркаш районӗнче те ҫавах-мӗн. Юрий Туринке чӑвашсен йӑли-йӗркине ирттермелли вырӑн тума Шупашкарта ҫӗр уйӑрма ыйтнӑ.

2017 ҫулта Юрий Туринке хуҫалӑхӗнче чӑваш юписен комплексне (сӑнӳкерчӗкре) уҫнӑччӗ.

 

Политика
Юрий Шакеев тунӑ сӑн
Юрий Шакеев тунӑ сӑн

Шупашкарта самбо енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пырать. Вӑл ӗнер пуҫланнӑ, ыран вӗҫленӗ.

«Шупашкар-Арена» пӑр кӗрменне ҫӗршыври 1 пин ытла самбист килнӗ. Ӑмӑртӑва тӳре-шара та курма ҫитнӗ. Общество ӗҫне хутшӑнакан Юрий Шакеев хӑнасен йышӗнче ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та унта асӑрханӑ.

Юрий Шакеев Михаил Васильевичпа сывлӑх суннӑ, вӑл халӗ ӑҫта ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ. «Хальлӗхе эп ӗҫсӗр», - хуравланӑ Михаил Игнатьев. Унтан Михаил Васильевич патне Пӗтӗм Раҫҫейри самбо президенчӗ Сергей Елисеев пынӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗрне сывлӑх сунсан куҫран кайса ҫухалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62859
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Михаил Игнатьев вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫынна пуҫлӑхран кӑларнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче влаҫ органӗсен порталӗнче Олег Алексеевич Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Марина Кадиловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушу кӑларнӑ. Хальлӗхе ун вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ мар-ха. Сӑмах май, Марина Кадилова ведомствӑна 2016 ҫулхи кӗркуннеренпе ертсе пынӑ.

Олег Алексеевич Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама тытӑнсан пур министра та тенӗ пекех улӑштарнӑ. Темиҫе министерствӑна Николай Федоров президент пулнӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62854
 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн хальхи истори архивӗ пуҫарнӑ «Халӑх астӑвӑмӗ. Ҫӗнтерӗве упрар!» акцие Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ.

Архив фондне вӑл хӑйӗн икӗ хӗрӗ аслӑ классенче вӗреннӗ чухне хатӗрленӗ видеофильма панӑ. Унта вӗсем кукамӑшӗн тата унӑн кӳршин аса илӗвӗсене ҫырса илнӗ.

Олег Николаев архив ӗҫченӗсемпе паян тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫав ватӑсем пирӗнпе юнашар тек ҫук ӗнтӗ. Сӑмах май, Олег Николаевӑн хунямӑшӗ (тепӗр майлӑ майлӑ каласан, унӑн хӗрӗсен кукамӑшӗ) те, Олег Николаевӑн хӗрӗсем ӳкернӗ тепӗр кинемей те вӑрҫа хутшӑннӑ. Вӗсем леш тӗнчере канлӗх тупнӑ пулин те ачасен тӑрӑшӑвне пула аса илӗвӗсем ӗмӗр упранӗҫ. Килте те мар, архивра.

 

Республикӑра
rossaprimavera.ru сайтри сӑн
rossaprimavera.ru сайтри сӑн

Ҫулсем иртсе пынӑ май, шел те, ветерансем сахалланса пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри вара ватлӑха, сывлӑх хавшанине пула Ҫӗнтерӳ кунӗнче парад тухса кураймасть, уявпа киленеймест.

Самар хулинче кун пек ветеренсене уявпа саламламалли мел тупнӑ. Унти ҫар ҫыннисем 92 ҫулти Зиновий Хайкина балкон айӗнче оркестрпа саламланӑ.

Ҫакна кура Чӑваш Енри ветерансене те, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче килтен тухайманнисене, савӑнтарӗҫ: вӗсен чӳречи айӗнче ятарласа вӗсем валли Ҫӗнтерӳ парачӗ йӗркелӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тума хушнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫар пурнӑҫ шкул пулнине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Олег Николаев ҫырнӑ тӑрӑх, ҫар ӑна пурнӑҫра хӑйне хӑй аллинче тытма, ҫав шутра экстремаллӑ лару-тӑрура ыйтусене виҫеллӗ татса пама вӗрентнӗ.

Хӗсметре Олег Николаев 1989—1991 ҫулсенче пулнӑ. Ҫур ҫул унта вӑл вӗренӳре пулнӑ, ҫарти пӗрремӗш звани — кӗҫӗн сержант. Кайран Олег Николаев аслӑ сержант, взвод командирӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Радиомеханик пулнӑ. Ҫарти сӑнӳкерчӗксене Олег Николаев упранине, ҫарта пӗрле пулнисемпе ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин кунӗпе те саламланӑ.

 

Политика
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

Элтепер администрацийӗ официаллӑ ҫынсемпе делегацисем валли банкетсемпе фуршетсем ирттерме аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 1,2 миллион тенкӗ.

Банкет ирттермелли менюна улма-ҫырла вази, какай тата пулӑ ассорти, пулӑ, какай, хуплу, пулӑллӑ бутерброд, пан улми кукӑлӗ тата ытти кӗреҫҫӗ. Паллах, тата сӗткенсем пур.

Аукцион ҫӗнтерӳҫи банкетсемпе фуршетсем йӗркелӗ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, [62], 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, ... 172
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи