Чӑваш Енӗн Правительствинче ӗҫленӗ тата тепӗр виҫӗ ҫын министр портфелӗсемсӗр юлнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсенче улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн кадр ылмашӑвӗсем пирки те ҫине-ҫинех пӗлтереҫҫӗ. Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, виҫӗ ҫын — пурте министрсем — ӗҫсӗр юлнӑ.
Указсене Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документсене республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Олег Николаев культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ Константин Яковлева, ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Иван Исаева тата ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Димитриева Правительство ҫуртӗнчи ҫемҫе пукансемсӗр хӑварнӑ.
Маларах Юрий Васильева тата Светлана Енилинӑна ӗҫрен кӑларнӑччӗ.
«Звезда» канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Кремль элчи Дмитрий Песков «Мускав. Кремль. Путин» программа эфирӗнче Чӑваш Ен Элтеперне отставкӑна яни пирки комментари панӑ. Президентӑн пресс-секретарӗ Владимир Путин кун пирки мӗн шутланине пӗлтернӗ.
«Эпир чӑнах та питех те хитре мар, тӗрӗсрех каласан, питӗ хитре мар пулӑмсене куртӑмӑр. Президент влаҫ ҫынсене хиеплеменнине палӑртни пулмалла марри пирки темиҫе хутчен те каланӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, кун пекки пуҫа вырнаҫман япала», - тенӗ Дмитрий Песков.
Аса илтерер: Михаил Игнатьева РФ президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче отставкӑна янӑ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне телеграмма янӑ. Аса илтерер: Олег Николаев ку тивӗҫе кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Михаил Игнатьева отставкӑна ярсан, пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Николай Васильевич телеграммӑна вырӑсла янӑ ҫавӑнпа текста ҫаплипех илсе кӑтартар: "Искренне желаю Вам успехов в многотрудном служении, призванном помочь нашей родной Чувашии воспрять духом и преодолеть накопившиеся сложности. Надеюсь, что чувство ответственности, деятельная любовь к родному краю, опора на настоящих профессионалов и нравственно здоровые силы помогут Вам достичь поставленных целей, а жителям республики – обрести уверенность в завтрашнем дне. Крепкого здоровья, неиссякаемой созидательной энергии, стойкости и силы духа Вам и Вашим соратникам".
Ӗнер, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтерерӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ИТАР-ТАСС информаци агентствин, «Комсомольская правда – Москва» хаҫатӑн тата «Мир» телерадиокомпанин Шупашкара, ЧР Правительство ҫуртне, килнӗ журналисчӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
МИХсенче ӗҫлекенсене республикӑн ҫӗнӗ ертӳҫи команда йӗркелессипе тата регионта туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсем кӑсӑклантарнӑ.
Олег Николаев Правительствӑн хальхи структурине тӗплӗн тишкерсе хаклама палӑртнине пӗлтернӗ. Ҫак ыйтӑва вӑрах тӑхтамасӑр татса парасшӑн.
Аса илтерер: ӗнер ЧР Правительствине отставкӑна ячӗҫ. Ӗнерех ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева тата Светлана Енилина министра ӗҫрен кӑларнӑ. Хушусенче палӑртнӑ тӑрӑх хакласан, ҫемҫе пукансене вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпе пушатнӑ.
Паян, карлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫине – ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне Юрий Васильева хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен яни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ тин кӑна пӗлтерчӗ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – финанс министрне Светлана Енилинӑна та ӗҫрен кӑларасси пирки хушу тухнӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл та хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева отставкӑна янӑ хыҫҫӑн ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти) шаннӑ.
Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствине отставкӑна янӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫакӑн пирки хыпарланинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышне туса ирттернӗ ӗҫсемшӗн тав тунӑ.
Правительствӑна отставкӑна ярасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Асӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йыша ҫирӗплетиччен унчченхи йышпах ӗҫлӗҫ. Ҫак шухӑша Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура та палӑртнӑ. «Ҫӗнӗ йышӑну тӑвиччен сире пурсӑра та тивӗҫӗре пурнӑҫлама ыйтнӑ пулӑттӑм. Сирӗнтен чылайӑшӗнпе малашне те ӗҫлӗпӗр», — тенӗ Олег Николаев.
Паян 10 сехет те 50 минутра ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинче пост тупӑннӑ: вӑл унта ӑна пулӑшса пынӑ тата критикленӗ ҫынсене тав тунӑ.
Михаил Васильевич вырӑсла ҫырнӑ цитатӑна илсе кӑтартар: «Хочу обратиться со словами благодарности ко всем жителям любимой Чувашии! За понимание, за участие, за совместную работу на протяжении всех этих лет на благо родной Республики, за вашу активную гражданскую позицию, за ваши предложения и критику. Хочу сказать спасибо и всем вам, уважаемые подписчики, за внимание и к официальной хронике, да и к личным фото.
Желаю всем вам крепкого здоровья, мира и благополучия в ваших семьях, дальнейшего процветания и развития нашей родной России!
С уважением, Михаил Игнатьев».
Аса илтерер: ӗнер РФ президенчӗ Владимир Путин Михаил Игнатьева отставкӑна янӑ, ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Олег Николаева шаннӑ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперне хӑҫан суйласси паллӑ: смуйлав авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.
Ыран, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнчи Пысӑк залра Олег Николаевпа паллаштарӗҫ. Унта журналистсене йыхравлаҫҫӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн хушӑвӗпе Олег Николаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма лартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Игнатьева ҫӗршыв Президенчӗ ӗҫрен кӑларнӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн информациме аналитика управленийӗн пресс-службинче паян каҫпа пӗлтернӗ тӑрӑх, ыранхи паллаштарӑва хутшӑнма журналистсене аккредитацилеҫҫӗ. МИХсенче ӗҫлекенсен заявкисене ag-press@cap.ru электрон почтӑпа ыран 11 сехетчен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: (8352) 39-35-71, 39-35-72.
Владимир Путин хӑйӗн хушӑвӗпе Олег Николаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма лартнӑ. Вӑл хушупах Игнатьев Михаил Васильевича шанӑҫа ҫухатнӑ тесе ӗҫ вырӑнне пушатма хушнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама лартнӑ ҫынпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ те ӗнтӗ.
Олег Николаев — Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Патшалӑх Думин VII чӗнӗвӗн депутачӗ, нумаях пулмасть ӑна Патшалӑх Думин наци ӗҫӗсен комитечӗн председательне лартнӑччӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ваттисен Канашӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ.
«Президиум ларӑвӗн кун йӗркинче юлашки вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ телеканалӗсен эфирӗнче тата интернет уҫлӑхӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗлӗшӗпе килӗшмелле мар информаци панӑ пирки пӑхса тухрӗҫ. Ҫакӑ чӑваш халӑхӗшӗн кӳренӳллӗ пулнине сӳтсе явса йышӑну турӗҫ», — тесе хыпарланӑ Чӑваш наци конгресӗ Фейсбукра.
Ларӑва пухӑннисем Михаил Игнатьев тавра пулса иртекен лару-тӑрӑва вӑраха ямасӑр сӳтсе явмаллине палӑртнӑ. Ҫав йышӑнӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне ҫитерме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |