Шупашкарта 32 ҫулти усламҫӑ регистрацилемен эмелсене «Контактра» халӑх тетелӗ урлӑ сутнӑ. Ҫавӑнпа ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак арҫын «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче икӗ страница уҫнӑ. Вӗсенче вӑл эмел сутни пирки пӗлтернӗ. Эмелӗсен вара патшалӑх регистрацийӗ пулман, патшалӑх реестрӗнче пулман.
Хайхи арҫын вӗсене Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен сутнӑ. Ҫак вӑхӑтра вӑл 150 пин ытла тупӑш тунӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Полицейскисем унӑн хваттерне ухтарнӑ, 850 ытла эмел туртса илнӗ. Пӗри 100 тенкӗ тӑрать. Халӗ следовательсем эмелсем ӑҫтан тупӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти хӑш-пӗр аптекӑра эмел вырӑнне ун курупкине сутаҫҫӗ имӗш. Ку хыпара vistanews.ru Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ. Ӑна вара Вячеслав Михайлов халӑх корреспонденчӗ евитленӗ-мӗн.
Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑс районӗнче пурӑнакан ҫав ҫын республикӑн тӗп хулинчи аптекӑсенчен пӗринче ацетилсалицил йӳҫекне туяннӑ. Киле ҫитсен эмел курупкине уҫать те вӑл пуш-пушшине асӑрхать. Ӳркенменскер аптекӑна вӗҫтерет. Лерисем арҫын эмеле хӑй кӑларса илмен-ши тесе иккӗленнӗ-мӗн. Ҫакӑн пирки вӗсем темиҫе хутчен те ыйтнӑ иккен.
Вячеслав Михайлов ятлӑ ҫав ҫын маларах ҫавӑн пек пӑтӑрмах Ленин проспектӗнчи пӗр аптекӑра сиксе тухнине ӗнентернӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем те аптекӑра пуш курупка туянса курнӑ пулать.
«РИА Новости» агентство хыпарланӑ тӑрӑх, Копенгаген университечӗн ӑсчахӗсем халӑх анлӑ усӑ куракан, ӳт температурине чакаракан тата ыратнине ирттерекен «Ибупрофен» арҫынсен ар тытӑмне сиенлӗ витӗм кӳнине ҫирӗплетнӗ. Хайхи эмел, ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна йӑх тӑсӑмӗсӗр те хӑварма пултарать. Кун пирки вӗсем «Proceedings of the National Academy of Sciences» журналта статья пичетлесе кӑларнӑ.
Сӑнава 18-35 ҫулсенчи 31 арҫын хутшӑннӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайланӑ: пӗрисене ултӑ эрне хушши кунсерен 600 мг «Ибупрофен» панӑ, теприсене плацебо (эмел хурӑмлӑ тӳме) ӗҫтернӗ.
Икӗ эрнерен пӗрремӗш ушкӑнри арҫынсен организмӗ лютеинлакан гормон кӑларма тытӑннӑ. Вӑл вара ар вӑрлӑхне пултаракан тестостерен синтезне витӗм кӳрет иккен. Ҫӳлерех асӑннӑ гормон вара тестостерен шайне чакарса ар вӑрлӑхне ҫие хӑварма юрӑхсӑр тӑвать.
Ӑсчахсем асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, ку эмеле тахҫан пӗрре ӗҫни сывлӑхшӑн сиенлӗ мар, анчах ӑна ӑша тӑтӑш яни организма хавшатма пултарать. Ҫавӑнпа та ученӑйсем спортсменсене (ыратнине ирттерекен эмелсене вӗсем ыттисенчен тӑтӑшрах ӗҫеҫҫӗ) «Ибупрофенран» сыхланма сӗнеҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре больничнӑй хутсене электронлӑ майпа пама тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Ку ыйтӑва паян, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн, больничныйсене тата эмел препарачӗсен рецепчӗсене электронлӑ майпа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пама тытӑнӗҫ.
Элтепер администрацийӗн пресс-служби тата акӑ мӗн пӗлтерет: наркотиклӑ е психотроплӑ препаратсене пырса тивекен йӗрке 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑнӗ.
Юлашки ҫур ҫулта ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кашни эрнинчех аптекӑсем тӑрӑх рейд ирттерсе эмел хакӗсене мониторингне тӑвать. Ведомство ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 50 ытла эмел хакне тӗрӗслесе тӑрать. Вӗсем шӑнса пӑсӑлнинчен, вар-хырӑм валли, ыратнине ирттерекеннисем.
Авӑн уйӑхӗн вари тӗлне эмелсен хакӗсем 2 процент чакнине палӑртнӑ. Пенсионерсем кӑмӑлсӑр мар. Пенси укҫи пӗчӗк пулсан та эмелсен хакӗсем ӳсменнине палӑртаҫҫӗ вӗсем.
Топ-50 эмелсен йышне пурнӑҫшӑн хаклӑ эмелсем кӗмеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ведомство ӗҫченӗсем тата волонтерсем аптекӑсенче 18 рейд ирттернӗ. Пурнӑҫшӑн хаклӑ эмелсен хакӗсем ниҫта та ӳсменнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, пациентсене ҫӑмӑллӑхпа парас эмелсем валли ҫулсерен 60 ытла миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра ветаптекӑсем йышланса пыраҫҫӗ. Анчах пахалӑхсӑр тата суя эмел сутни Чӑваш Енре те тӗл пулать.
Хӑш-пӗр производительсем кӑларнӑ иммунобиологи хатӗрӗсемпе усӑ курнӑ хыҫҫӑн лайӑх мар пулӑмсем пулса иртнине асӑрханӑ. Хӑшӗсем сертификаци тӗпчевӗ витӗр тухайман. Хрантсуссем хатӗрленӗ «БТВПУР АлСап8» вакцинӑна реестртан та кӑларнӑ.
Хӑш-пӗр препарат инструкцине улшӑнусем кӗртнӗ тӗслӗхсем те пурри пӗлтереҫҫӗ Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗнче. Сӑмахран, «Кэтл-мастер Голд FP5 L5» вакцина хыҫҫӑн пӑрусем вилӗ ҫуралнӑ тата хырӑм ӳкнӗ тӗслӗхсем нумайланнӑран ку эмеле пӗтӗ ӗнесене мӗнле памалли пирки улшӑнусем кӗртнӗ.
Сӑмах май, иккӗленӳллӗ эмелсем пирки Россельхознадзор сайтра пӗлтерсех тӑрать.
Пурнӑҫра кирлӗ эмелсен йышне кӗрекен препаратсене малашне хаклӑрахпа сутлӑха кӑларма тытӑнӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ТАСС ирттернӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ списока кӗрекен эмелсен чи йӳнӗ хакӗ хальлӗхе 50 тенкӗрен йӳнӗрех, вӑтам хаклисем — 50 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӑраҫҫӗ.
«Улшӑнӑва ҫирӗплетнӗ, тивӗҫлӗ саккуна кӑларнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра правительство йышӑну кӑлармалла. Чи пӗчӗк хаклисем 30 процент таран хӑпармалла, вӑтам сегмента кӗрекеннисем — 11,4 процент», — ӑнлантарнӑ сывлӑх министрӗ.
Пурнӑҫра кирлӗ эмелсен переченьне кӗрекен эмелсене кӑларасси хальхи вӑхӑтра тӑкаклине кура вӗсене пачах та кӑларма пӑрахӑҫласран шикленнипе хака ӳстерме йышӑннӑ-мӗн.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, эмелсене тӳлевсӗр илме тивӗҫ ҫынсен списокне чиновниксем тӑснӑ. Ҫакна РФ Президенчӗ Владимир Путин пушӑн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, кун валли хыснаран 10 миллиард тенкӗ кирлӗ. Хушупа килӗшӳллӗ, кӑҫал пушӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа эмелсене тӳлевсӗр е ҫур хакпа ҫаксем илме пултараҫҫӗ: Президент администрацийӗн ӗҫченӗсем, федераци министрӗсем, правительство аппарачӗн ӗҫченӗсем, Федераци Канашӗн сенаторӗсемпе ӗҫченӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсемпе ӗҫченӗсем, Конституци тата Аслӑ судсен судйисем, Раҫҫейӗн чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ посолӗсем, субъектӑн аслӑ должноҫри ҫынсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ҫумӗнчи Раҫҫей элчисем, Тӗп суйлав комиссийӗн элчисемпе аппаратчикӗсем, ҫынсен правине хӳтӗлекен элче тата унӑн аппарачӗ, Генпрокуратурӑри, Следстви комитетӗнчи, Шут палатинчи аслӑ должноҫсене йышӑнакан ӗҫченсем тата вӗсен ҫемйисем.
Ҫавӑн пекех ҫӳлерех асӑннӑ должноҫсенчен пенсие кайнӑ чиновниксем те ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Унччен ку ҫӑмӑллӑхсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем, ҫапӑҫу ветеранӗсем, «Ленинград блокадинче пурӑннӑ ҫынна» паллӑна тивӗҫнисем, Ленинградри госпитальсемпе пульницӑсен ӗҫченӗсем, Чернобыльти радиацие тӳснисем, СССР, РФ Геройӗсем, концлагерьте пулнисем, ШӖМ ӗҫченӗсем ҫеҫ усӑ курнӑ.
Юлашки вӑхӑтра аптекӑсенче эмелсем ҫӗпре пек хӑпарни халӑх сехрине хӑптарчӗ. Ара, эмел темиҫе хут хакланнине кам лӑпкӑ йышӑнтӑр? Ҫитменнине, халӗ ОРВИпе грипп сарӑлать. Эмелсӗр ниепле те сипленеймӗн. Шӑла ҫырта-ҫырта укҫа кӑларса хума тиветех.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР Сывлӑх министерствинче лару иртнӗ. Унта импорт эмелсем вырӑнне Раҫҫейре кӑларнисемпе, йӳнӗреххисемпе, тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ларура халӑха чи кирлӗ эмелсемпе чӑрмавсӑр тивӗҫтерес ыйтӑва та хускатнӑ.
Ларӑва аптека учрежденийӗсен ертӳҫисем, тӗрӗслекен органсем, Алла Самойлова министр хутшӑннӑ. Алла Самойлова аптекӑсенче ҫынна чи кирлӗ эмелсен сентрисене йӗркелеме, унта пирӗн ҫӗршывра кӑларнисене, йӳнӗреххисене, чи мала вырнаҫтарма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл аптека ӗҫченӗсене халӑха чи малтан Раҫҫейре кӑларнӑ эмел сӗнмеллине асӑрхаттарнӑ.
Лавккасенче хаксем ӳсме тытӑнсан аптекӑра та ҫак лару-тӑру пуласран пӑшӑрханнӑ халӑх. Ҫакна ЧР Сывлӑх министерстви сӑнасах тӑрать. Ҫапах хаксене унчченхи шайра сыхласа хӑварма май пур-и?
Ҫынсен сывлӑхӗ ытларах чухне куллен ӗҫекен эмелсенчен килет. Вӗсем кирлӗ препаратсен йышне кӗреҫҫӗ. ЧР Сывлӑх министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «хӗрӳ лини» ҫине эмел хакланни пирки тӑтӑшах пӗлтереҫҫӗ.
Министерство ӗҫченӗсем волонтерсем пулӑшнипе хаксене тӗрӗсленӗ. Аптекӑсенче хаксем ытлах ӳсмен-мӗн. ТОП-30 эмелсен хакӗ авӑн уйӑхӗнчи пекрех-мӗн. ТОП-30 эмел йышне валериана настойӗ, пустырник, пуҫ ыратнине ирттермелли эмелсем кӗреҫҫӗ. Вӗсене аптекӑра рецептсӑрах туянма пулать. Вӑтамран ку медикаментсем 11 процент хакланнӑ.
Ытларах йӳнӗ эмелсем хакланнӑ иккен. Тӗслӗхрен, валидол. Ҫавӑн пекех БАДсен хакӗ ӳснӗ. Вӗсем эмел шутне кӗмеҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх министерствине эрнесерен хаксем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |