Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен «Валдай» карапсен расписанийӗ ылмашӗ. Вӗсен каҫхи рейсӗсем пӗр сехет иртерех пулӗҫ.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра карапсем Шупашкартан Хусана тата Хусантан Шупашкара килме 8 сехетре тата 16 сехетре тухаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн «Валдайсен» каҫхи рейсӗсем улшӑнӗҫ, карапсем пӗр сехет маларах (хальхи 16 сехет вырӑнне 15 сехетре) хускалӗҫ.
Сӑмах май каласан, вырсарникунсерен ҫӳрекен «Свияжск–Шупашкар» маршрутра та улшӑну пулса иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн посчӗсенчен пӗринче инспекторсенчен «Ауди» автомобиль водителӗ пулӑшу ыйтнӑ. 34 ҫулти арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи «пӑкӑра» «Тойота» водителӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Шупашкара каякан ҫул ҫинче пулнӑ.
«Тойота» водителӗ «пӑкӑран» тухас тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ-мӗн, ҫакӑншӑн «Ауди» водителӗ сӗмсӗр этеме асӑрхаттарнӑ. Ҫамрӑкки аслӑрах водитель ҫине хӗҫпӑшал евӗр япала темиҫе хутчен те тӗлленӗ-мӗн.
Инспекторсем «Тойота» машнӑна тытса чарнӑ. Унта, чӑн та, травматика пистолечӗ тата пушӑ гильза пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Улатӑр хулинче каҫхи 8 сехет те 40 минутра мопедпа пынӑ ашшӗпе ывӑлӗ ҫул ҫинчи тӑпра купи ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав урамри ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пынӑ. Мопед купа ҫине пырса кӗрсен ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те шлемпа пулнӑ. Анчах ку 12 ҫулти ачан пурнӑҫне ҫӑлайман, вӑл каярахпа пульницӑра вилнӗ.
39 ҫулти ашшӗ аманнӑ. Руль умӗнче ларнӑскер урах пулнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян ирхи 4 сехет ҫурӑра Етӗрне районӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче авари пулнӑ. «Хендай Солярис» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Киа Риопа» ҫапӑннӑ.
Солярисри водитель Тутарстан ҫынни пулнӑ. Вӑл вырӑнтах вилнӗ.
Тепӗр иномаркӑри 3 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра - 15 ҫулти хӗрача. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем коммениари ҫырнӑ тӑрӑх, «Киа Рио» водителӗ пульницӑра вилнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫурҫӗре самолётсем вӗҫме тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «ЮВТ-Аэро» акционерсен обществи «Шупашкар-Сургут» авиамаршрута ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ маршрутпа самолётсем ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫӗҫ тенӗччӗ. Анчах нумаях пулмасть Шупашкарти аэропорт урӑхларах пӗлтернӗ: самолётсем ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ҫула тухӗҫ.
«Bombardier» самолётсем Шупашкартан Сургута кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен хутлӗҫ. Пирӗн патран самолёт 18 сехет те 25 минутра вӗҫсе кайӗ.
Тӗнчери тата ҫӗршыври лару-тӑрӑва пула Шупашкартан самолётсем кӑҫал кӑнтӑрти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарӑннӑ. Вӑл списокра — Симферополь, Краснодар, Минеральные Воды хулисем. Апла пулин те халӑх самолётпа вӗҫме юратать.
Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра Шупашкарти аэропорт урлӑ 200 пине яхӑн пассажир ҫула тухнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен асӑннӑ кӑтарту 2 процент нумайрах.
Аэропорта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн аэропорт сехетре 200 пассажира йышӑнма пултарӗ, ҫавна май ҫулталӑкра – 500 пин ытла ҫынна. Ку цифрӑна республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Степанов палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспорчӗн маршручӗсене улӑштарасшӑн.
Республикӑн тӗп хулинче транспорт реформи 2018 ҫулта пулса иртнӗччӗ.
Ҫӗнӗ реформа хулари 9 автобус маршрутне тата 1 троллейбус маршрутне пӑрахӑҫлама палӑртать. 14 автобус маршрутне тата 5 троллейбус маршрутне улӑштарма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 3 автобус маршручӗ тата троллейбус маршручӗ кӗртесшӗн. 2 автобус маршручӗпе 10 троллейбус маршручӗ унчченхиллех юлӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 автобус маршрутне пӑрахӑҫласшӑн, 2 автобус маршрутне тата 3 троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи 101, 101с, 220, 234, 262, 270, 331-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫласа троллейбуссем ҫӳретме тытӑнасшӑн.
Ҫул ҫӳреме юратакансем юлашки вӑхӑтра хамӑр ҫӗршыври илемлӗ вырӑнсемпе киленме кӑмӑллаҫҫӗ. Хӑш-пӗр региона хӗлле кайма уйрӑмах лайӑх, тепӗр ҫӗре — ҫулла, виҫҫӗмӗшӗсем ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те туристсене илӗртеҫҫӗ. Краснодар тӑрӑхӗ пирки те ҫавнах каламалла. Ҫулла унта шыв кӗме тата хӗвелпе хӗртӗнме аван, хӗлле — курса ҫӳренисӗр пуҫне туллӑ курортсенче йӗлтӗрпе ярӑнма.
«Nordwind» авиакомпани хӗлле те самолётсене Шупашкартан Сочие вӗҫтерме палӑртса хунӑ. Рейссене вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӗ, самолётсене унта раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫӳретӗ. Самолётсем ытларикунпа эрнекун ҫула тухӗҫ. Шупашкартан вӗсем 18 сехет те 40 минутра хускалӗҫ. Чи йӳнӗ билет хакӗ — 1,5 пин тенкӗрен пуҫласа.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен «Хусан–Чулхула–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен виҫӗ электричкӑн расписанийӗ улшӑнӗ, унсӑр пуҫне тата тепӗр рейс хутшӑнӗ.
5501-мӗш номерпе ҫула тухакан «Шупашкар–Канаш» электропуйӑс 7:18 сехетре (хальхинчен 6 минут каярах) ҫула тухса Канаша 9:48 сехете ҫитӗ.
6351-мӗш номерлӗ «Хусан–Канаш» пуйӑс 4:00 сехетре (7 минут иртерех) хускалӗ, Канаша 6:43 сехете ҫитӗ (7 минут иртерех).
6194-мӗш номерлӗ «Ҫӗмӗрле–Канаш» пуйӑс 20:00 сехетре (48 минут каярах) ҫула тухса 21:31 сехете (48 минут каярах) Канаша ҫитӗ.
Хусанпа Чулхула хушшинче тепӗр электропуйӑс ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл унтан 05:10 сехетре тухӗ те Чулхулана 11:30 сехете ҫитӗ. Чулхуларан Хусана 16:08 сехетре тухса кайӗ, вырӑна 22:28 сехетре ҫитӗ. Асӑннӑ электропуйӑс юнкунсӑр пуҫне кашни кунах ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 6 сехет те 20 минут иртӗ.
Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ икӗ хулана ҫыхӑнтаракан пуйӑссем ҫӗрле хускалса ирпе ҫитеҫҫӗ. Хусантан Чулхулана ҫитме 8 сехет те 37 минут иртет, Чулхуларан Хусана кайма — 9 сехет те 17 минут.
Паян 10 сехет те 50 минутра Элӗк-Ишек ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗ ҫывӑхӗнче, тракторпа микроавтобус ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд Транзит» микроавтобус рейсра пулман, вӑл яла кайма тухнӑ. Микроавтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МТЗ 82 тракторпа ҫапӑннӑ. Ҫав самантра трактор сулахай еннелле пӑрӑннӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире микроавтобус водителӗ аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |