Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: Ҫутҫанталӑк

Ачасем ӑсталанӑ сырӑшсем
Ачасем ӑсталанӑ сырӑшсем

Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ял тӑрӑхӗнче «Кайӑксене хӗлле тӑрантар» ятлӑ мероприяти иртрӗ. Уйрӑмах Апакассинче вӗренекен ачасем тӑрӑшрӗҫ — 1–4, 5, 7 классенчи шкул ачисем 30 ытла сырӑш ӑсталарӗҫ. Кам мӗнле пӗлет — ҫавнашкал хатӗрленӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ сырӑшсем нумаййине кура вӗсене урама ҫакиччен ятарлӑ курав та ирттерчӗҫ.

Паллах, чаплӑ ҫитеркӗчсене тӑвас ӗҫе ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ — ҫавна май шкулта вӗрентекенсемпе ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем ачасене ӗҫе вӗрентнӗшӗн, ҫутҫанталӑка упрама хӑнӑхтарнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ.

Курав хыҫҫӑн сырӑшсене шкул лаптӑкӗнче ҫакса тухрӗҫ. Вӗҫен кайӑксем валли апатне те хурса пама манмарӗҫ.

 

Хурӑнай ҫывӗхӗнчи хурӑнсем
Хурӑнай ҫывӗхӗнчи хурӑнсем

Ҫутҫанталӑк илемне кашни ҫын хӑйне май курать. Пӗриншӗн ҫуллахи лӑпкӑ та илемлӗ уяр кун кӑн-кӑвак тӳпере пӗр пӗлӗт те курӑнман чух илемлӗ пек туйӑнать, теприне хӗлле йывӑҫсем ҫине шурӑ юр сапса илем кӳни чуна ӑшӑтать, хӑшне ҫуркунне тин ҫеҫ шӑтнӑ ешӗл симӗс курӑкпа илӗртет, кӗр кунӗсем те хӑйне май илемлӗ те илӗртӳллӗ. Уйрӑмах кӑҫал кӗркунне вӑрӑма кайнӑ ӑшӑ та илемлӗ ҫанталӑкпа савӑнтарать. «Ылтӑн кӗркунне» иртсе кайрӗ тесен те юратчӗ пуль, анчах паян та вӑрмансемпе парксенчи йывӑҫсем хӑйсен ылтӑн-мерчен тумтирӗпе хӑйсем патне йыхравлаҫҫӗ. Сап-сарӑ ылтӑн тӗслӗ хурӑнсем хушшинче хӗрлӗ кӗпеллӗ вӗренесем курӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах сип-симӗс чӑрӑшсемпе хырсем тӳпене кармашса лараҫҫӗ. Унта та кунта пилеш е палан тураттисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫырлисене халь-халь ӳкерессӗн йӑтса тӑраҫҫӗ.

Ытларах ҫынсем хуласенче пурӑннӑ май вӗсем ҫак илеме курса киленме те пултараймаҫҫӗ. Ҫапах та ҫитес канмалли кунсене усӑллӑ ирттерес тӗллевпе вӗсем те ҫывӑхри скверсемпе парксене тухса ҫӗр тата тӗнче илемӗпе савӑнасса ӗненес килет.

 

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланта тата Чурпайра утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче асфальт ҫинче пӑр ташларӗ. Кунашкаллине ача-пӑча ҫеҫ мар, ваттисем те халиччен курман теҫҫӗ. Вӑйлӑ ҫил хӑшӗсен сарай ҫивиттине сӳсе урамалла пенӗ, теприсен чӳречисене ҫӗмӗрнӗ, виҫҫӗмӗшӗсен пӳрчӗсене сиенленӗ.

Ҫумӑр хыҫҫӑн та пӑрсем симӗс курӑк ҫинче шултра шӑрҫасем пек сапаланса чылай выртрӗҫ. Пысӑкскерсем ӑҫтан час ирӗлччӗр?

 

Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: Ҫӗрпӳ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата Елчӗк. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил).

Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ.

Малалла...

 

Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн сайтчӗ асӑрхаттарать: аслати тухсан тем тесен те ҫӳллӗ йывӑҫ айне ан тӑрӑр! Ҫиҫӗм-аслати килнӗ вӑхӑтра вӑрмана лекрӗр пулсан хурӑнран, юманран, хыртан, тирекрен аякрах кайӑр, пӗчӗкрех тӗмӗсем шырӑр. Шыва ан кӗрӗр, шыв хӗрринчен кайӑр. Ҫӳллӗ вырӑнта тӑратӑр пулсан айлӑма анӑр.

Ҫиҫӗм-аслати килнӗ вӑхӑтра уя лекрӗр пулсан ҫӗр ҫине ан выртӑр, чӗркуҫҫиленсе ларсан аванрах пулӗ.

Уйрӑмах алӑра тимӗр япаласем (мотоцикл, велосипед) пулсан вӗсене аяккарах хурӑр, 20-30 метра куҫсан та пӑсмӗ. Аслати кӗрленӗ вӑхӑтра телефонпа та калаҫмалла мар. Телевизор, радио, ытти электрохатӗрсене сӳнтермелле.

Килте чӳречесемпе алӑксене хупӑр, сывлӑш тухмалли шӑтӑксене питӗрӗр.

Аслати вӑхӑтӗнче машинӑра пулсан унтах юлӑр, радиоитлев антеннине антарӑр, чӳречесене хупӑр.

Аслатиллӗ ҫумӑрта инкек лекрӗр пулсан 01 номерпе (карас телефонӗпе — 112) шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтӑр.

 

ҪУ
07

Тирпейлӗх куҫа илӗртет
 jakvleva | 07.05.2012 22:01 |

Субботникри пӗр самант
Субботникри пӗр самант

Ҫуркунне ҫитсен ял хушшинче, урамсенче тирпей-илем кӗртесси пур ҫӗрте те йӑлана кӗнӗ тейӗпӗр. Ялпа ял хушшинче пухӑннӑ ҫӳп-ҫапсене пухса тирпейлесси вара пур ҫӗртре йӑлана кӗрсе ҫитмен-ха.

Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел ялӗ пысӑк ял шутӗнче мар, ҫапах та пӗчӗккисен шутне кӗртме те май ҫук. 189 кил шутланса тӑрать (50 килӗнче никам та пурӑнмасть). Вӗсенче пурӗ 500 ытла ҫын пурӑнать. Ҫак ял ачисем кӳршӗри Тури Туҫа шкулне вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ҫул Вӑтаел ачисем Тури Туҫа ялӗпе Вӑтаел ялӗ хушшинчи тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ. Унччен ку ӗҫе колхоз тирпейлесе тӑнӑ, анчах юлашки вӑхӑтра колхозӗ йӑлтах саланнӑ пирки ҫак ӗҫе ачасем хӑйсем ҫине илнӗ. Паллах, пысӑккисем вӗсен хастарлӑхне ырлаҫҫӗ, май пур таран хавхалантарса пыраҫҫӗ.

 

АКА
17

Утар тытма ҫӑмӑл-и?
 Володя | 17.04.2012 07:22 |

Кашни ялта пыл хурчӗпе ӗҫлекен ҫын пурах. Айӑкран сӑнакан пыл тӑвакансем ҫирӗп сывлӑхлӑ тата пуян тенине пурте илтнӗ ӗнтӗ. Анчах та ку ӗҫ йывӑр та канӑҫсӑр, час-часах пархатарсӑр пулнине вара пурте ӑнкарса каймаҫҫӗ пулас. Ҫавӑнпа та ӑста утарҫӑсем вӗрентнине пӗлни пӑсмӗ тейӗпӗр.

Чи малтан эсир пурӑннӑ вырӑнта пыл хурчӗ «ӗҫлеме» май пуррине пӗлес пулать. Пыл хурчӗ 4–5 ҫухрӑм таран таврипех вӗҫет иккен: килтен пушӑ, киле тулли. Таврӑнакан хурта йывӑр пулнипе вӑл аяллӑн вӗҫет, ҫавӑнпа та ун ҫулӗ ҫинче чукун е машшин ҫулӗ пулмалла мар: ҫапӑнса вилме пултарать вӑл. Пыл хурчӗ бензин е керосин шӑршине те чӑтма пултараймасть, вӑл шӑршӑ ӑна ҫултан ҫӗтерсе ярать. Сысна вити, сахӑр е эрех савӑчӗсем те юнашар лармалла мар: хурт вӗллене наркӑмӑш йӑтма тытӑнать. Утар ларнӑ вырӑнта пысӑк пӗве пулсан та сире канлӗх кӳмест теҫҫӗ утарҫӑсем. Тата ҫакна та манма юрамасть: хурт пыла ҫуркунне пуҫласа кӗр ҫитиччен чечекрен пуҫтарать, ҫавӑнпа та утарпа юнашар ҫырла е панулми пахчисем, ҫӑка, йӑмра тата кӑчкӑ йывӑҫҫисем пулсан питӗ аван. Юнашарах хуратул уйӗ пулсан вара пушшех паха пулмалла теҫҫӗ ӑстасем.

Малалла...

 

Ҫуркунне ҫитрӗ, анчах шел те, вӑл пире хӗвелӗн йӑл куллипе тата ӑшӑ кунсемпе кӑна мар савӑнтарать — хӗлӗпе юр айӗнче пытанса выртнӑ ҫуп-ҫап та сӑмса умнех туха пуҫлать. Харпӑр картиш, хӑв пурӑнакан урам илемлӗ те таса пулни кашни ҫынна та килӗшет — кунпа тавлашма ҫук ӗнтӗ. Анчах та темшӗн-ҫке эпир кунсерен пӗр-ик сехетлӗх пек те пулин юратнӑ яла тухса тасатма ӳркенетпӗр. Пӑхӑр-ха, ҫанталӑкӗ мӗнле паха тӑрать, тултан пӳрте кӗрес те килмест! Ҫӳп-ҫап ҫеҫ тулли кӑмӑла пӑсть.

Ҫӗмӗрлӗ пуҫлӑхӗсем йышӑннипе ака уйӑхӗнче хула халӑхӗн урамсене, пахчасене тата картишсене тирпей кӗртес ӗҫре хутшӑнма тиветех пулӗ. Хула пуҫлахӗн пичетпе ҫирӗплетнӗ хушувӗ тӑрӑх кашни хула хуҫалӑхӗн хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинчи тирпейлӗхшӗн явап тытма тивет иккен. Акан 21-мӗшӗнче вара, шӑматкун, урама мӗнпур хула ҫынни тухмалла теҫҫӗ. Кам мӗнпе: кӗреплепе-и, кӗреҫепе-и — пурпӗрех, ӗҫ пурин валли те пулӗ (тирпейсӗрсене пула тар тӑксах ӗҫлеме тивӗ). Пуҫарӑва хутшӑнманнисен вара штраф тӳлеме тивӗ.

 

Кӑҫал республикӑри 58 ялпа хула, 4 экономика объекчӗ, 1 кӗпер тата 847 ҫурт ҫурхи шывран шар курма пултарать. Ҫуртсене ҫӑлса хӑварас тесен паянах кирлӗ йышӑнусем тумалла. Ҫанталӑка тата юханшыв калӑпӑшне кура пӑр тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ вӑхӑтра хускалать.

Кӑҫал инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ 14 район халӑхне сыхӑ тӑма хушать: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай тӑрӑхӗсенчи ҫуртсене ҫурхи шыв илме пултарать, вӗсенче 3 пин ҫын пурӑнать. Ҫӑлавҫӑсем халӗ юр тата пӑр хулӑнӑшне виҫсе тӑраҫҫӗ, гидротехника юсавлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, пӑр аркатмалли япаласем хатӗрлеҫҫӗ. Пӑр кайнӑ вӑхӑтра 500 ытла техника ӗҫлӗ, 4 пине яхӑн ҫын сыхӑ тӑрӗ.

 

сайт пичӗ
сайт пичӗ

Нумай пулмасть пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» ача-пӑча экологи форумӗ Мускавра ирттерекен ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫӗ-лауреачӗсене пӗлтерчӗҫ. Вӗсем хушшинче Чӑаш Енрен хутшӑннисем те пур — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Михайлов Алексей (сӑмах май, вӑл «Трак ен» сайтӑн администраторӗ те). Алеша хӑйӗн «Космос тата Ҫӗр» ятлӑ сайчӗпе «Хальхи технологисем — ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫре» (экологи тата ҫут ҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа хатӗрленӗ сайтсен тата Internetри web-страницӑсен ӑмӑртӑвӗ) ятлӑ номинацире лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Ку проект ӗҫӗн ертӳҫи — ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе общество пӗлӗвне вӗрентекен Михайлов В.М.

Пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр! Малашне пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!

 

Страницӑсем: 1 ... 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, [94], 95, 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 30

1898
126
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
101
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та