Канаш районӗнче юр хыракан машина электричкӑпа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмасӑр чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах электричка пынӑ, юр тасатакан машина каҫса ӗлкӗреймен.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра электричкӑра пассажирсем пулман.
Палӑртса хӑварар: юлашки кунсенче республикӑра юр хыракан машинӑсем ӗҫе тухнӑ.
Паян Ҫӗрпӳ хулинче пӑтӑрмах пулнӑ – арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кӑнтӑрла Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе тӑрринчен ҫын ӳксе вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫапларах пулса иртнӗ: кафене тара илнӗ ҫын икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчи шӑвӑҫ тимӗр вӑйлӑ ҫиле пула хӑйпӑнма пуҫланине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна ҫапса лартма тесе хӑпарнӑ, анчах аялалла персе аннӑ.
1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна йывӑр сурансемпе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртрах ҪҪХПИн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ тата миграци служби вырнаҫнӑ.
Ку уйӑх вӗҫлениччен Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухӗҫ. Транспорта илсе ҫитернӗ ӗнтӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра шӑпах кун пирки калаҫнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортсене ҫӗннипе улӑштарӗҫ, пӗтӗмпе Lotos 206 маркӑллӑ 15 автобус ҫынсене илсе ҫӳрӗ.
Хальлӗхе ҫӗнӗ автобуссем маршрута тухма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене ҪҪХПИре регистрациленӗ ӗнтӗ, ГЛОНАСС сыпӑнтармалли тата электрон табло лартмалли ҫеҫ юлнӑ.
Каласа хӑварар: ҫулталӑк вӗҫӗччен республикӑна тепӗр 15 ҫӗнӗ автобус килмелле.
Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кун тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне (ку ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман) ларнӑ, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑшӑн пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта пуҫлӑх должноҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Ара, пуҫлӑха унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн постановлени кӑларнӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «Лада-2114» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискер суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫын пулнӑ иккен.
Ҫак аҫын унччен те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн ҫакланнӑ. Ӑна куншӑн явап тыттарнӑ. Халӗ те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫыннӑн явап тытма тиветех: следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те Канаш районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 234-мӗш маршруткӑран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ирхине 7 сехет ҫурӑра транспорт Шупашкарти Гагарин урамӗнче пынӑ, «Патрис Лумумба урамӗ» чарӑнуран тапранса кайнӑ.
Маршрутка пынӑ вӑхтра ӑнсӑртран алӑк уҫӑлса кайнӑ. Салонри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫине тухса ӳкнӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пуҫӗ аманнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӑна пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Икӗ кунра суд приставӗсем парӑмҫӑсен 20 машинине арестленӗ. Ҫак ҫынсен пысӑк парӑм пухӑннӑ. Пӗчӗк парӑма кӗнисенне кӗсье телефонӗсене тата магитолӑсене арестленӗ.
Суд приставӗсем авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче рейда тухма пуҫланӑ. Вӗсемпе пӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем «Ҫул-йӗр приставӗ» аппаратлӑ программа комплексӗпе усӑ кураҫҫӗ.
Ҫак хатӗр пулӑшнипе суд приставӗсем парӑмҫӑсен машинисене тупса палӑртнӑ. Пӗрисем штраф тӳлемен, теприсем – налук… Суд приставӗсем парӑма вырӑнтах татма сӗннӗ. Ҫапла майпа вӗсем икӗ кунра 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ.
Хӑшӗ-пӗри вара парӑма вырӑнтах тӳлесе татайман. Унашкаллисен машинисене арестленӗ.
ЧР транспорт министерствин ӗҫченӗсем Канаша ҫитсе муниципалитет хушшинче ҫӳрекен транспортсене каллех тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: тӗрӗслев унччен те пулнӑ, ун чухне маршруткӑсем «заказной» ятпа ҫӳренине тупса палӑртнӑ.
Хальхинче те йӗркене пӑснӑ кунашкал тӗслӗхе тупнӑ. Икӗ микроавтобус «заказной» тесе ҫыпӑҫтарнӑ та пассажирсене турттарнӑ. Куншӑн ҫынсенчен билет укҫи илнӗ.
Ҫавӑн пекех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пӗр таксиста тытнӑ. Вӑл та пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк ҫуккине пӑхса тӑман – ҫаплипех ӗҫленӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслевсем малашне те пулӗҫ-ха.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова иномарка рулӗ умӗнче ларнӑ чухне тепӗр машинӑна пырса лекнӗ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен кайнӑ. Кун пирки пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӗҫех 32 ҫулти депутата тупнӑ, протокол ҫырнӑ. Анчах ҪҪХПИ ӗҫченӗ административлӑ ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Прокуратура вара Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗ ҫапла майпа йӗркене пӑснине палӑртнӑ.
Ӗҫе тепӗр хутчен пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн протокол ҫырнӑ, миравай суд вара Анна Спиридоновӑн водитель правине туртса илме йышӑннӑ. Депутат ӗҫе суда тепӗр хутчен пӑхса тухма панӑ, анчах усси пулман.
Шупашкар районӗнче пӗчӗк хӗрача шӑммине хуҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Шупашкара пульницӑна илсе кайма тухнӑ, анчах «пӑкка» лекнӗ.
«Пӑкӑра» ларма вӑхӑт пулман, часрах пульницӑна ҫитмелле-ҫке-ха. Ашшӗ машинӑпа ССХПИ экипажӗ патне пынӑ та мӗн пулнине ӑнлантарса панӑ.
Сергей Леонтьев, Александр Горшков тата Виталий Герасимов испекторсем кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Унтан сиренӑллӑ мигалкӑна ҫутса ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитерме пулӑшнӑ.
Тухтӑрсем 2 ҫул та тултарман ачана пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл хайне чиперех туять.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.09.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Голубева Вера Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫат хальхи ята йышӑннӑ. Маларах — «Октябрь ҫулӗ» ятпа тухнӑ пулнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |