ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫул ҫинче пӗр машинӑна чарнӑ: водителӗ ӳсӗр, ҫумра докуменчӗсем ҫук. Арҫын нумай шутласа тӑман – инспекторсене сӗтев, 3 пин тенкӗ, сӗннӗ, лешсем ӑна ахалех ярасса шаннӑ. Анчах ӳсӗрскер хӑйӗн валли пӑтӑрмах ҫеҫ шыраса тупнӑ.
Ҫак арҫын Комсомольски районӗнчи Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнать. 41 ҫултискерӗн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Ӑна 1,5 ҫуллӑха водитель прависӗр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Ку кӑна мар, арҫыннӑн инспекторсене сӗтев пама тӑнӑшӑн та явап тытма тивнӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 35 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫапла майпа пӗтӗмпе – 65 пин тенкӗ.
Паян ирхине 10 сехет ҫурӑра Красноармейски районӗнче авари пулнӑ: ҫӑмӑл машинӑпа рейс микроавтобусӗ ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмах «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 41-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа Рио» «Хӑваласа иртсе кайма юрамасть» паллӑ патӗнче трактортан иртсе кайма тӑнӑ, анчах хӑйӗн ҫулӗ ҫине тӑнӑ чухне руле итлеттереймен – хирӗҫ килекен «ГАЗель Некст» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Иккӗшӗ те кювета чӑмнӑ.
«Киа Рио» водителӗ вырӑнтах вилнӗ. Микроавтобусра ултӑ пассажир пулнӑ, вӗсенчен иккӗшне медицина пулӑшӑвӗ панӑ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем Элӗкре Мускавран Казахстана кайма тухнӑ автобуса чарнӑ. Транспортра 51 ҫын пулнӑ, пурте – Казахстан ҫыннисем. Анчах вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пирӗн ҫӗршывра пулмалли йӗркене пӑхӑнман. 22 ҫын тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Вӗсене штраф тӳлеттерӗҫ, хӑйсен ҫӗршывне ӑсатӗҫ. Раҫҫее вӗсен 5 ҫул килме юрамӗ.
Тепӗр 6 ҫынна Раҫҫее мӗн тӗллевпе килнине суйса палӑртнӑшӑн явап тыттарнӑ. Вӗсене 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Икӗ водителе те явап тыттарнӑ – вӗсем Раҫҫейре ҫынсене илсе ҫӳремелли палӑртнӑ йеркене пӑхӑнман.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи аварире шкул ачи шар курнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Патӑрьел ялӗнче 13 сехет те 45 минутра «Приора» вӗренӳ автомобилӗ кустӑрми айне 3-мӗш класра ӑс пухакан хӗрача лекнӗ. Вӑл юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. Машина рулӗ умӗнче 36 ҫулти курсантка пулнӑ.
Хӗрача суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 20 минутра Шупашкарта Ленин Комсомолӗн урамӗни 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 11 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Шевроле» пырса кӗнӗ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрачана машинӑн тӗкӗрӗ лекнӗ.
Суранланнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче рейс автобусӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Пассажирсене илсе ҫӳрекен транспорт ҫӑмӑл автомашинӑпа ҫапӑннӑ.
Малтаналӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 61 ҫулти арҫын транспорта итлеттереймен, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта ҫӑмӑл автомашина пынӑ. Ку пӑтӑрмах 14 сехет те 15 минутра пулнӑ.
Аварире ҫӑмал автомашинӑн 52 ҫулти водителӗ аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Автобус салонӗнче 11 пассажир пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те суранланман.
Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
54 ҫулти хӗрарӑм, машина хуҫи, налук тата ҪҪХПИ штрафӗсене тӳлемен. Парӑм 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ.
Хӗрарӑмӑн машинине арестлесе штрафстоянкӑна илсе кайсанах парӑма татма укҫа тупӑннӑ. Суд приставӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫа парӑма татсан машинине тавӑрса панӑ.
Аса илтерер: 2018 ҫулшӑн налук тӳлемелли срок раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленет. Тӳлемесен приставсем килӗҫ, пенисем пухӗҫ – кайран парӑм нумайрах пулӗ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехет те 15 минутра Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче арҫын трактортан тухса ӳкнӗ. Шел те, 65 ҫулти арҫын вилнӗ.
Урапаллӑ трактор асфальт сарман ҫулпа пынӑ. Арҫын урапа ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӑнсӑртран ҫул ҫине тухса ӳкнӗ. Арҫын тухтӑрсем киличчен сывлама пӑрахнӑ.
Руль умӗнче 45 ҫулти арҫын ларнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хир сысни ҫул ҫине чупса тухнӑ та машина айне пулнӑ.
М-7 ҫул ҫинче 18 сехет те 25 минутра Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, «Мебельщик» коллективлӑ пахча енчен, хир сысни ҫул ҫине тухнӑ. Вӑл ҫур ҫула каҫсан «Мазда» машина кустӑрми айне лекнӗ.
Самай вӑйлӑ ҫапӑннӑран чӗрчун ҫулӑн тепӗр еннелле вӗҫсе кайнӑ. Хир сысни тӳрех вилнӗ. Водитель хӑйех ҪҪХПИ ӗҫченӗсене чӗннӗ. Машинӑн фари тата бамперӗ сиенленнӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, чӗрчун вилнӗшӗн водителӗн штраф 30 пин тенкӗ тӳлемелле.
Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ ҫул ҫинче тискер чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ та хӑй вырӑнтан тарнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 14 сехетре Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче хир качакине сапса хӑварнӑ. Ҫакна Тверь облаҫӗнчи арҫын туни паллӑ. Вӑл йывӑр тиевлӗ машинӑпа Мускав еннелле кайнӑ. Хир качаки ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
Чӗрчуна ҫапса хӑварна хыҫҫӑн машинӑн патшалӑх номерӗ хӑйпӑнса ӳкнӗ. Водитель вара чарӑнса тӑман, малалла вӗҫтернӗ. Ӑна Хыркасси поселокӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Водителӗн чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн полицие пӗлтермелле пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |