Чӑваш Енри хуҫалӑхсенчен пӗринче хӑяра «самолётпа» татаҫҫӗ. Кун пирки «ОТР» телеканал пӗлтернӗ.
Ятарлӑ платформӑна тракторпа ҫыхӑнтарнӑ. Пахчаҫимӗҫе татакансем ҫав платформа ҫине выртса тухаҫҫӗ, трактор малалла кайнӑҫемӗн хӑяр тытса пыраҫҫӗ.
Асӑннӑ ятарлӑ хатӗр ҫӗртен 40-50 сантиметр ҫӳллӗрех. 12 хӗрарӑм выртса ӗҫлет, пахчаҫимӗҫ аври те хуҫӑлмасть.
Хӑяра васкаса татма тивет. Ӗҫ укҫи сменӑра 1000 тенке яхӑн ларать. Сезон вӗҫленсен Иван Семёнов фермер преми пама шантарать. Ятарлӑ техникӑпа хӑяр татни хӑйне те пайталлӑ. Унччен вӑл гектартан 15-20 тонна пахчаҫимӗҫ туса илнӗ пулсан халӗ, хӑяр авӑрӗ хуҫӑлса пӗтменрен, тухӑҫ гектартан 60-70 тонна тухать.
Фермерӑн хуҫалӑхӗнче – хӑяр татмалли виҫӗ трактор.
Чӑваш Енри шкулсене хамӑр ҫӗршыври офис программи ҫине куҫӗҫ.
«МойОфис Образование» преподавательсемпе шкул ачисемшӗн питӗ меллӗ, вӑл текстсем наборласа редакцилеме, электрон таблицӑсемпе презентацисем хатӗрлеме меллӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ продукт йышӗнче — XO_Fonts шрифтсен пуххи. Вӑл — ют ҫӗршыв шрифчӗсен метрика аналогӗ.
«МойОфис Образование» документсен кивӗ тата хальхи вӑхӑтри формачӗсене те ӑнланать, анлӑ сарӑлнӑ мӗнпур операци тытӑмӗпе ӗҫлет.
Вӗрентекенсем валли ҫӗнӗ офис программине ӑша хывма вебинарсем ирттерӗҫ.
Чӑваш Енре ҫӗрулми туса илекенсем асӑннӑ культурӑна квадрокоптерпа эмеллеҫҫӗ. Ҫакна «Ҫӗрулми уйӗн кунӗ» ятпа иртнӗ семинарта кӑтартнӑ. Видеопа Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Сергей Артамонов паллаштарнӑ.
Семинарта хирсене шӑвармалли, пахча-ҫимӗҫе упрамалли тата тирпейлемелли, вӑрлӑх туса илмелли, ҫӗнӗ сортсем туса кӑлармалли техникӑна кӑтартнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫӗрулми лаптӑкне пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче пӗрмаях ӳстерсе пыраҫҫӗ.
Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир ️Путин РФ Пенси тата Социаллӑ страховани фончӗсене пӗрлештересси ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснӑ. Вӗсем малашне пӗрлехи Социаллӑ фонд шутланӗҫ.
Ҫӗнӗлӗх патшалӑха социаллӑ тӳлевсене оперативлӑ, адреслӑ йӗркелесе пыма май парӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн пенси тата социаллӑ страховани фончӗ (Социаллӑ фонд) ӗҫе 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнӗ. Куҫӑм тапхӑрӗ 2 ҫула та тӑсӑлма пултарӗ.
Ҫынсен пулӑшу ыйтма унчченхи адреспах каймалла.
Чӑваш Енри учёнӑйсем купӑста касмалли техника шухӑшласа кӑларнӑ. «Центр агроаналитики» федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, нумай вариантлӑ комбайна тӗрлӗ производствӑра тата агротехника условийӗнче усӑ курма май пур.
Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн инженери факультечӗн учёнӑйӗсем ҫӗнӗ техникӑна лайӑхлатассипе икӗ ҫул ӗҫленӗ. Вӗсем купӑста пуҫне лайӑхрах касса илес, пуҫ сиенленессине чакарас майсем пирки хытах шухӑшланӑ.
2022 ҫулхи ҫуркунне купӑстана механизациленӗ майпа касмалли хатӗрӗн патентне илнӗ. Ҫав хатӗре пула купӑста касмалли ҫӗҫӗ ҫине купӑста ҫулҫи пухӑнса лармасть.
Машинӑн техника шайне те самай лайӑхлатнӑ. Халӗ чӑваш учёнӑйӗсем техникӑна хӑш заводра кӑларма тытӑнасси пирки пуҫа ватаҫҫӗ. Комбайна тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна производство валли туса кӑларма кӗркуннех пуҫӑнма май пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсен фельдшерӗсем валли ятарласа программа туса хатӗрленӗ.
Республикӑн медицинӑпа информаци тытӑмӗн ҫӗнӗ модульне хальлӗхе сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Ӑна Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш тата Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсенче тӗрӗслемелле ӗҫлеттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх тухтӑрсене хут ҫырас ӗҫрен хӑтарӗ.
Мӗнпур фельдшера компьютерпа маларах тивӗҫтернӗ, фельдшерпа акушер пункчӗсенче Интернетпа ҫыхӑнтарнӑ.
Ҫӗмӗрлери «Коммунальник» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ятарлӑ шприцемет туяннӑ. Вӑл йытӑсене тытма кирлӗ. Асӑннӑ меслете вырӑнтисем хӑрушсӑр тата чунлӑ меслет тесе хаклаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ МУПӑн директорӗ Василий Виденеев шприцемет епле ӗҫленине нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхне Валерий Шигашева кӑтартнӑ.
Сӑмах май каласан, кун пек меслетпе республикӑра тек ниҫта та усӑ курмаҫҫӗ иккен.
Шприцометпа персен чӗрчунсем шар курмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен йӗпре – килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене ҫывӑратса яракан эмел. Чӗрчунсене тытсан вӗсене усрамалли вырӑна илсе кайӗҫ.
Шупашкар администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хулари 7-мӗш тата 22-мӗш номерлӗ автобуссене пӗрлештерӗҫ.
7-мӗш маршрута «4-мӗш лицей» чарӑну патне ҫити тӑсма палӑртнӑ, 22-мӗшне — пӑрахӑҫлама. Пӗрлештернӗ маршрутпа 18 автобус хутлӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ единица техника асӑннӑ икӗ маршрутпа ҫӳрет. Кирлех пулсан транспорт шутне ӳстерме шантараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ йышӑну ҫынсене Введени соборӗ тата хулари П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больница патне ҫитме май парӗ тата Алькеш поселокне хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсемпе ҫыхӑнтарӗ.
Ранее «Правда ПФО» писала о трудностях с проведением в Чувашии конкурсов на перевозки по маршруту «Чебоксары-Новочебоксарск».
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре «Record» радио калаҫма тытӑнӗ. Ӑна 101.5 ФМ хум ҫинче итлеме май килӗ.
Асӑннӑ хум ҫинче мларах «Авторадио» калаҫнӑ. Малашне вӑл 104.2 ФМ диапазона куҫӗ, «Радио родных дорог» (чӑв. Тӑван ҫулсен радиовӗ) холдинга кӗрӗ.
Сӑмах май, «LoveРадио» та хӑйӗн хумне улӑштарӗ. Ӑна 97.3 ФМ диапазонта шырамалла.
Асӑннӑ улшӑнусем юпа уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пулса иртессине пӗлтереҫҫӗ.
«Record» радио пирки каласан, вӑл – Раҫҫейӗн ташӑ радиостанцийӗ. 1995 ҫулта уҫӑлнӑскере Раҫҫейӗн 160 ытла хулинче тата Кӑркӑстанра итлеме пулать. Унӑн тӗп музыка формачӗ — Dance CHR тата EDM.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци» хысна учрежденине оптимизацилеме шухӑшлани ҫинчен ҫӳрекен сӑмаха Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлчӗ. Республикӑн Культура министерстви ЧР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне хатӗрленӗ-мӗн.
Культурӑри тӳре-шара Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивне (асӑннӑ организаци хысна учрежденийӗ шутланать) реорганизацилесшӗн иккен. «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци» хысна учрежденине архивпа пӗрлештересшӗн. Асӑннӑ утӑма хысна учрежденийӗсене оптимизацилесси малалла пынипе ҫыхӑнтараҫҫӗ-мӗн.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «Чӑвашкинора» паян — 29 штат единици. Вӗсенчен 4-шне Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радиокомпанине парасшӑн-мӗн, 13-шне — Хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивне, 12-шне — Патшалӑх истори архивне.
«Чӑвашкино» 1926-1932 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл илемлӗ 7 тата документлӑ 3 фильм ӳкерсе ӗлкӗрнӗ. «Чӑвашкинона» «Востоккинопа» пӗрлештернӗ хыҫҫӑн хайхин кун-ҫулӗ татӑлнӑ. Темиҫе теҫетке ҫул иртнӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑра ЧР Кинематографисчӗсен союзӗ чӑмӑртанчӗ, унтан «Чӑвашкинона» та ҫӗнӗ варкӑш кӗчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |