Пӑтӑрмахсем
![]() чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Улатӑр районӗнчи суд приставӗ суя дипломпа ҫӳренӗ. Вӑл ҫын Суд приставӗсен Улатӑр районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2004-2006 ҫулсенче ҫав ҫын (вӑл ун чухне пристав-исполнитель пулса тӑрӑшнӑ) Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илни ҫинчен диплом туяннӑ. Асӑннӑ документ арҫынна кайран ҫул уҫса пынӑ. Дипломлӑ этем пысӑкран пысӑкрах ӗҫ вырӑнӗсем йышӑннӑ. Суя диплом алӑра пулнӑран «Юриспруденци» специальноҫа та кӗске вӑхӑтра алла илнӗ. Пурӑнсан-пурӑнсан ултав ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсен пайне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче самосвалпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи тӑхӑр сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, тиев турттаракан машина светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире шар курнӑ «Хенда» автомобиль водительне, йывӑр суранланса пӗтнӗскере, больницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш арҫынни кантура ҫапса салатнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрмарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын кивҫен укҫа паракан учрежденисенчен пӗрне (ун пеккисемпе, тӗрӗссипе, ҫыхӑнмасан аван пулӗ те, мӗншӗн тесен процент ставкисем пысӑк) кайнӑ. Унта вӑл кредит илес тенӗ. Микрозайм организацийӗ арҫынна кивҫен пама килӗшмен. Ҫакӑ Вӑрмар арҫыннине уртарсах янӑ. Вӑл кӑштахран унта мӑлатук йӑтса пынӑ. Унпа пырса кӗрсе кантура аркатма тытӑннӑ. Чӳречене ҫапса ватнӑ, жалюзие йӑтса антарнӑ, сӗтел ҫинчи ноутбука илсе пенӗ. Ҫапла май вӑл фирмӑна 130 ытла пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Вӗсем пуҫтаха тытса чарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм-водитель инкеке лекнӗ. 29-ри водитель тытса пыракан «Шкода-Рапид» машина «Шӑмӑршӑ-Анат Чаткас-Хайпӑла» ҫулпа пынӑ чухне ҫулӑн сулахай енне пӑрӑнса кӗрсе кайса кювета чӑмнӑ. Салонта хӗрарӑм пӗчченех пулнӑ. Вӑл аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ. Машина вара кӑштах лапчӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 22 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Вӑл – артистка. Балерина. Театрта ӗҫлекен хӗре волонтёрсем те, йӗрке хуралҫисем те шыраҫҫӗ. Балеринӑна шырани пирки «Лиза Алерт» ушкӑн пӗлтернӗ. Милана Ишуткина балерина ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирпе ӗҫе кайма тухнӑ, анчах унта вӑл ҫитеймен. Хӗр хура майка, тӗксӗм кӑвак джинс шорты тӑхӑннӑ, урине – сандали. Хӑй вӑл хура сумкӑпа пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Улатӑр районӗнче 10-ри ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл шыва путса вилнӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ача тантӑшӗсемпе пӗрле Суйкӑн ялӗнчи пӗвене пулла кайнӑ. 10-ри ача шыва кӗме шутланӑ. Шала кӗнӗ те чыхӑнса кайнӑ. Вӑл ишме пӗлмен. Ҫывӑхра аслисем те пулман. Ача шыв тӗпне анса кайнӑ. Следовательсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" форумри сӑн Паян кӑнтӑрла Шупашкарта автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Автобус Мир проспектӗнче «Иван Яковлев проспекчӗ» чарӑнура хыпса илнӗ. Малтан хыҫалти пайӗ, мотор вырнаҫнӑ ҫӗрте, ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм хӑвӑртах сарӑлнӑ. Транспорт 10 минутра ҫунса кӗлленнӗ. Пӑтӑрмахра ҫынсем шар курни пирки пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти уҫӑ бассейнра, аквазонӑра, 5 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл унта амӑшӗпе пынӑ, аслисен бассейнӗнче вӗрсе хӑпартнӑ ҫаврашкапа ишнӗ. Шыв тарӑнӑшӗ 1 метр та 40 сантиметр пулнӑ. Тӑрук ача путнӑ. Ӑна шыв тӗпӗнчен ҫӑлавҫӑ кӑларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хальлӗхе вӑл тӑна кӗмен-ха, комӑра выртать. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Аквазонӑна вара тӗрӗслӗҫ. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫамрӑк хӗрарӑм путвала кӗрсе ӳкнӗ. 27 ҫулти хӗрарӑм хулари Лазо урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри ҫумӗпе утса иртнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унти путвала персе аннӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче пулнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑм шӑм-шакне, алли-уррине ыраттарнӑ тата суранлатнӑ. Асӑннӑ ҫурта тытса тӑракан управляющи компани шӑтӑка хупланӑ е путвала кӗмелли алӑк патӗнчи территорие карта тытса ҫавӑрнӑ пулсан пӑтӑрмах пулмастчӗ тесе пӗтӗмлетнӗ специалистсем. Управляющи компани тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ГКЧС сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шыва кӗрекенсене явап тыттарма пуҫланӑ. Хальлӗхе — 10 ҫынна. Вӗсем шыва кӗмен вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫавӑншӑн административлӑ комиссисем 10 материал шӑрҫаланӑ. Йӗркене пӑснӑ 7 ҫынна асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, 3 ҫынна штрафланӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пирӗн республикӑра ирӗк паман вырӑнта шыва кӗрекенсене явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫару авторӗ — прокуратура. Йӗркене административлӑ майпа пӑсакансене саккун асӑрхаттарма е 1000 тенкӗ штраф хурса пама ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |