Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Экономика

Экономика

Ӗҫ тата кадрсем шыракан hh.ru сайтӑн тӗпчев служби Чӑваш Ен ҫыннисем урӑх региона тухса кайма хатӗррине тӗпченӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 35 проценчӗ ют ҫӗре кайма хатӗр, 40 проценчӗ кун пирки шухӑшлать. 19 проценчӗ ҫеҫ тӑван кӗтесрех юласшӑн.

Ыйтӑма хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫыннисенчен 24 проценчӗ Мускава пысӑк шалу, Краснодар тӑрӑхне лайӑх климӑт, Питӗре хӑтлӑ хула шыраса каяс кӑмӑллӑ. Пирӗн республика ҫыннисене ҫавӑн пекех Ленинград облаҫӗ (7%), Мускав облаҫӗ (6%), Крым (5%), Калининград облаҫӗ (4%), Тутарстан (2%), Тӗмен облаҫӗ (1%), Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗ (1%) илӗртеҫҫӗ.

 

Экономика

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Туркменистанӑн генеральнӑй консулӗ Атадурды Байрамов тӗл пулнӑ. Вӗсем суту-илӳпе экономика пӗрлӗхне аталантарас, ҫавӑн пекех вӗренӳ сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев цифрӑсем хальлӗхе пысӑках мар пулин те пур-пӗрех динамика ырӑ енне куҫса пырать, ӳсӗм вара тӳрех темиҫе енпе палӑрать тенӗ.

Генеральнӑй консул Раҫҫейри рынок Туркменистаншӑн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ.

 

Экономика

Паян Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Улатӑр хулинче пурнӑҫламалли ыйтусене сӳтсе явнӑ. 2020-2025-мӗш ҫулсенче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине Комплекслӑ аталантармалли программине кӗртнӗ мероприятисене пӑхса тухнӑ.

Улатӑрти завод чукун ҫул вакунӗсем валли продукци туса илессипе ҫӗршывра малта пыракан предприятисенчен пӗри шутланать. Унта вакунсене пысӑк хӑвӑртлӑхпа илсе ҫӳреме май паракан урапасем туса кӑларма палӑртаҫҫӗ.

«Тӗслӗх продукци туса кӑлартӑмӑр, ӑна тӗрӗслеве ӑсатрӑмӑр. Тепӗр ҫул валли те саккассем пур. Пӗтӗмпе 1200 урапа тума йышӑннӑ», – тенӗ савутӑн генеральнӑй директорӗ Сергей Калинин.

 

Экономика

Ҫӗмӗрлери «Проект-техника» корпораци «Арктика», «Ҫӗпӗр» тата «Урал» проектсенче усӑ куракан атом пӑр ҫӗмренӗсем валли трансформаторсем кӑларать. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен вице-премьерӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов «Контактра» социаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Пӑр ҫӗмренсем валли трансформатор кӑларасси ҫинчен корпораци нумаях пулмасть ятарлӑ килӗшӳ тунӑ. Министр ҫав хыпара хавхаланса пӗлтернӗ май пирӗн республикӑри предприятисем карапсем тӑвакансен тӗнчери шайне тухнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-196941370_520
 

Экономика

Чӑваш Ен тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ укҫа-тенкӗ тытассин пахалӑхӗпе Раҫҫейри малта пыракан регионсен шутне кӗрет. Республикӑн Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул регионсем епле ӗҫленине ҫӗршывӑн Финанс министерстви пӗтӗмлетнӗ.

Иртнӗ ҫула тишкерсе специалистсем 7 енӗн 81 кӑтартӑвне хакланӑ. Сӑмахран, бюджета планланине тата ӑна епле тултарнине, парӑмпа епле татӑлнине, патшалӑх пурлӑхӗпе епле усӑ курнине. Мӗнпур кӑтартӑва тишкернӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен укҫа-тенке тытма пӗлекен регионсен йышне кӗнине пӗтӗмлетнӗ.

 

Экономика

Чӑваш Енре атӑ-пушмак ҫӗлекенсем, ҫӑматӑ йӑвалакансем Мускаври курава хутшӑннӑ. Курав авӑн уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртнӗ. «MosShoes» пӗтӗм тӗнчери курава хутшӑнма ентешӗмӗрсене Экспортҫӑсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центр май туса панӑ.

Курава пирӗн республикӑри пилӗк компани хӑйӗн продукцине тӑратнӑ. Ҫав шутра ҫӑматӑ та, ача-пӑчапа аслисен пушмакӗ те пур. Тӑватӑ кунта производительсем хӑйсен пулас клиенчӗсемпе паллашнӑ, вӗсемпе усӑллӑ калаҫусем ирттернӗ, маркетинг енӗпе епле ӗҫлемеллине вӗреннӗ, экспертсен сӑмахне ӑша хывнӑ.

 

Экономика

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» савут «Союз-5» ракета-носитель валли оборудовани кӑларӗ. Ҫакӑн пирки авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикине «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн генкюеральнӑй директорӗ Дмитрий Рогозин килсен калаҫса татӑлнӑ. Ырӑ хыпара корпорацин пресс-служби пӗлтернӗ.

Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» заводра пулнӑ чух Дмитрий Рогозин асӑннӑ предприятин хӑватне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫавна май енсем савут «Союз-5» ракета-носитель валли оборудовани кӑларма тытӑнассине тишкернӗ, ӗҫе пуҫӑнма май пуррине палӑртнӑ.

 

Экономика

Паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «ВНИИР» акционерсен уҫӑ обществинче пулнӑ. Вӑл электротехника оборудованийӗн производствипе паллашнӑ, электроэнергетика тытӑмӗсене йӗркелекен центра пӑхса ҫаврӑннӑ.

Отрасле кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Олег Николаев уйрӑм предприятисем валли специалистсене тӗллевлӗн вӗрентсе кӑларас тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне аслӑ шкулсенче хысна вырӑнӗсен шутне ӳстересшӗн.

«ВНИИР» предприятин пуҫлӑхӗ Павел Литвиненко хӑйсен ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Мӑнаҫланмалӑх, чӑн та, пур. Предприятире туса кӑларакан цифра комплексӗсене энергетикӑн тӗрлӗ объекчӗнче усӑ кураҫҫӗ.

 

Экономика

Ҫӗмӗрле районӗнчи Пысӑк Улхаш ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем «Сычуань-Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн ферма тума пуҫланӑ. Анчах вӗсен лицензине каялла туртса илнӗ.

Промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗн ертӳҫи Александр Спиридонов каланӑ тӑрӑх, Китай ҫыннисем хӑйсен тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламан. Строительство саккуна пӑсса пурнӑҫланса пынӑ. Инвестор пӗтӗм комплекса мар, сооруженине ҫеҫ тума ирӗк илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем фермӑн проектпа смета документцине кӑтартайман.

Халӗ фонд ку лару-тӑрӑва тишкерет. Китай енчисем саккуна пӑсса ӗҫлесен строительствӑна чарса лартӗҫ.

 

Экономика
чувашинформ.ру сайтри сӑнӳкерчӗк
чувашинформ.ру сайтри сӑнӳкерчӗк

Паян пирӗн республикӑра ҫӗнӗ канаш йӗркеленӗ. Унӑн ячӗ — Инвестици тата усламҫӑсен пуҫарулӑхне аталантарас, предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ.

Указа республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Документра каланӑ тӑрӑх, канаша инвестицин пӗрлехи политикине йӗркелес тата пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе туса хунӑ. Асӑннӑ канаш республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӗпе хурса ӗҫлемелле.

Ҫӗнӗ канашӑн ертӳҫи республика Элтеперӗ хӑй пулӗ. Канаш йышне те вӑл хӑех ҫирӗплетӗ. Кун пирки те Указра палӑртса хӑварнӑ.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ...56
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.09.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 28

1928
96
Голубева Вера Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1943
81
Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1991
33
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫат хальхи ята йышӑннӑ. Маларах — «Октябрь ҫулӗ» ятпа тухнӑ пулнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй