Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Спорт

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти кӳлмекре ҫурма марафон иртнӗ. Кунашкалли пӗрремӗш хут пулнӑ. Ку ӑмӑртӑва виҫӗмҫулах ирттерме палӑртнӑ, анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула май килмен.

Ҫурма марафона ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна мар, вӑл 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ дистанцие парӑнтарнӑ. Ҫурма марафона пӗтӗмпе 650 ҫын чупнӑ.

Олег Николаев ҫакнашкал ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче кашни ҫулах иртессине, ӑна Андриян Николаев космонавт-летчике халаллассине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81394
 

Спорт
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

«Советская Чувашия» хаҫат каллех эстафетӑна чӗнет. Ӑмӑрту ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, иртӗ.

Эстафетӑра 14 комплект медальшӗн спортмсенсем 11 ӳсӗм ушкӑнӗнче тупӑшӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать: ачасем те, аслисем те.

Старта 10 сехетре тухӗҫ. Хаҫат журналисчӗн Александр Егоровӑн кубокне те выляттарӗҫ. Вӑл спорт журналистикин кубокӗ пулӗ.

Палӑртмалла: ӑмӑртура вакцинаци тумалли мобильлӗ пункт та ӗҫлӗ.

 

Спорт

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта ҫурмамарафон иртӗ. Спортсменсем кӳлмекре тата Мускав ҫыранӗнче чупӗҫ.

Ку ҫурмарафона 2020 ҫултах ирттерме палӑртнӑ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула урӑх вӑхӑта куҫарма тивнӗ. Акӑ тинех иртӗ вӑл.

Спортсменсем 3 дистанцие парӑнтарӗҫ: 5, 10 тата 21,1 ҫухрӑма. Ӑмӑртӑва хутшӑнма тӳлевлӗ. Хальхи вӑхӑтра кирлӗ чухлӗ спортсмен пухнӑ: 500 ҫын. Авӑнӑн 3-мӗшӗнче заявкӑсене татах йышӑнӗҫ, анчах пушӑ вырӑнсем тупӑнсан кӑна.

 

Спорт
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти А.И. Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗн воспитанникӗ, Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Егор Селиванов Раҫҫейӗн триатлон чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ, унта вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Челепи облаҫӗнче вырсарникун вӗҫленнӗ.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 200-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.

Егор 1,5 километра ишессипе, 30 километра велосипедпа (маунтинбайк енӗпе) ӑмӑртассипе тата 10 километра чупассипе пуринчен маттур пулнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Омск хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн ҫуллахи вӑййисем иртнӗ. Унта 46 регионти 1200-е яхӑн спортсмен хутшӑннӑ: ӗне сӑвакансем, утӑ ҫулакансем, механизаторсем тата ыттисем ӑмӑртнӑ.

Утӑ ҫулакансем 5х5 метр лаптӑк ҫинче ӑмӑртнӑ. Вӗсен унти утта ҫулма тивнӗ. Жюри пайташӗсем вӗсем тирпейлӗ ҫулнине, курӑка ҫӗр ҫийӗн мӗн тӑршшӗ хӑварнине хакланӑ. Ку енӗпе Чӑваш Ен спортсменӗсене ҫитекенни пулман.

Пӗтӗмӗшле зачетра вара республикӑри команда 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Спорт
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен пики Виктория Максимова Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫрӗ. 200 метра чупассипе паян ӑмӑртрӗҫ. 18 ҫулти хӗр – В. Егорова ячӗллӗ 1-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗн спортсменки.

Нарӑс уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей шайӗнчи ӑмартура 200 метра чупассипе Чӑваш Ен рекордне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне вӑл 200 метра 23,73 ҫеккунт чупнӑ. Асӑннӑ инҫӗше вӑл паян 23,13 ҫеккунтра чупса тухрӗ.

 

Спорт
Википедия архивӗнчи сӑн
Википедия архивӗнчи сӑн

Ӗнер Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳсем пур.

Анжелика Сидорова ҫӳллӗшне шӑчӑпа сиксе Елена Исинбаева 2016 ҫулта лартнӑ рекорда ҫӗнетнӗ. Ун чухне ку кӑтарту 4,90 метр пулнӑ тӑк Анжелика 4,91 метра парӑнтарнӑ.

Хальлӗхе тӗнчери абсолютлӑ рекорд Елена Исинбаевӑнах. Вӑл уҫӑ сывлӑшра - 5,06, пӳлӗмре 5,01 метра парӑнтарнӑ. Сидоровӑн вара ку кӑтартусем 5,01-пе тата 4,95-пе танлашаҫҫӗ.

Аса илтерер: чемпионат ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленет.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат иртет. Ӑна ыран саванӑҫлӑ лару-тӑрура 15 сехет ҫурӑра уҫӗҫ.

Ӑмӑртусем 15 пин ҫын вырнаҫакан «Олимпийский» стадионта иртӗҫ. Чемпионата курмашкӑн лекеймесен те кулянмалла мар. Ӑна федераци спорт каналӗсемпе онлайн мелпе кӑтартсах тӑрӗҫ.

Сӑмах май, кун пек чемпионат Шупашкарта 2016 ҫулта иртнӗ. Ун чухне ӑмӑртусене Олимп чемпионки Елена Исимбаева килнӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80437
 

Спорт
t.me/Chuv_today каналти сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ
t.me/Chuv_today каналти сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ

Чӑваш Ен спортсменӗ Владислав Поляшов Раҫҫейӗн спорт гимнастики енӗпе иртекен кубокӗнче ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Паянхи куна илсен вӑл икӗ кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Лаша ятлӑ гимнастика хатӗрӗ ҫинче хӑнӑхтару туса ентешӗмӗр кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тӳресенчен 13,900 балл пухнӑ. Ун хыҫҫӑн Владислав мӑшӑр кашта ҫинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Мухтанатпӑр ентешӗмӗрпе – маттур спорт гимнасчӗпе!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/5464?single
 

Спорт
"Известия Мордовии" телеграм-каналти сӑн
"Известия Мордовии" телеграм-каналти сӑн

Мӑкшӑ Республикинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял Сапантайӗпе килӗшӳллӗн лаша кӳлсе чупакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 1600 метра чупса пирӗн ентеш Инсур Галимзянов финиша чи малтан ҫитнӗ. Вӑл Вернблум Аш ятлӑ лашапа ӑмӑртнӑ. Инсур тӗп парнене - Лада Грантӑна - ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: пирӗн ентешпе пӗрле Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Пенза облаҫӗнчи спортсменсем хӑйсен урхамахӗсемпе ӑмӑртнӑ.

Уява 50 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр пуҫне наци вӑййисемпе конкурсӗсем иртнӗ. Хӑнасем наци апат-ҫимӗҫне тутанса курнӑ. Ҫавӑн пекех концерт, флешмоб пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, ...108
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ