Харпӑр шухӑш
Хӗсмет
… 1941-мӗш ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак тарана ҫити, 80 ҫул, хӑрушӑ инкеклӗ вӑрҫӑн ахрӑмӗ халь те ырату туйӑмӗпе чунсене витерет… 2015-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗнче ман Белорусси ҫӗрӗнче, Брест крепоҫӗнче пулма тӳр килчӗ. Эпӗ Брест ҫывӑхӗнчи «Буг» ятлӑ санаторире канатӑп, анчах та кунта канма кӑна мар, ятарласа Брест крепоҫӗнче пулса курма килнӗ. Буг вӑл — кунтан инҫех мар юхса иртекен юханшыв ячӗ, Брест крепоҫне ҫитиех юхать. Июнӗн 20-мӗшӗнче санаторирен Брест крепоҫне йӗркеленӗ экскурсине каятпӑр, малтан музейра шалта пулса куратпӑр, унтан крепоҫ тӑрӑх утса экскурсовод пире кӑтартса тата каласа панисене итлетпӗр. Хальхи музей вырнаҫнӑ ҫурта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗппипех аркатнӑ, 1956-мӗш ҫулта ӑна юсаса ҫӗнӗрен хӑпартнӑ, ҫав ҫулхи февралӗн 23-мӗшӗнче кунта малтан музей-пӳлӗм, ноябрӗн 8-мӗшӗнче — музей уҫнӑ. Ишӗлчӗксен айӗнче тупӑннӑ экспонатсем, ҫынсем пырса панӑ документсем 1956-мӗш ҫултанпа халь ку музейра 4 пине яхӑн. Эпӗ те «Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ» кӗнекене музея парнелетӗп. Ун ҫине «Ман атте Степанов Мефодий Степанович Брест крепоҫне хӳтӗленӗ. |
Хӗсмет
kirov.kp.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ салтака кайманшӑн явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта раштав уйӑхӗнче ҫак каччӑ ҫара каймашкӑн повестка илнӗ. Анчах вӑл палӑтнӑ кун тата кайран та Шупашкарти ҫар комиссариатне пыман. Суд пулнӑ. Каччӑ ҫара каясран тарса ҫӳренӗ те йышӑннӑ, куншӑн явап тыттарнӑ. Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
2planeta.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ салтака каяс мар тесе сӗтев панӑ. Анчах куншан суд сакки ҫине ларма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи чӳкрен пуҫласа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗччен вӑл салтака каясран пӑрӑнса ҫӳренӗ. Хайхискер Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пӑхӑнакан ведомствӑн должноҫри ҫыннине 130 пин тенкӗ панӑ. Куншӑн ҫук чире тупса ҫырма, пульницӑна вырттарма шантарнӑ. Ҫапла унӑн салтака каясран хӑтӑлса юлмалла пулнӑ. Палӑртмалла: каччӑ унччен те ҫара каяс мар тесе тарса ҫӳренӗ, куншӑн ӑна штрафланӑ. Сӗтев илнӗ ҫын тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче икӗ артиста хӗсмете ӑсатнӑ. Салтак ячӗ Александр Игнатьев тата Григорий Петров ҫамрӑк ӑстасен тухнӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме каякан ҫамрӑксене театр коллективӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Яшсене ырӑ сунса театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров, РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Аркадий Андреев тата Николай Сергеев сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
Елчӗк районӗнче пурӑнакан икӗ каччӑ салтака каяссишӗн хыпса ҫунман. Халӗ вӗсене ҫавӑншӑн суд тусах явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 тата 22 ҫулсенчи икӗ каччӑ ҫар ретне тӑма юрӑхлӑ пулнӑ. Сывлӑх ҫирӗппине, ҫӗршыва хӳтӗлеме пултарнине тухтӑрсем палӑртнӑ. Салтака юрӑхлӑ каччӑсене 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар комиссариантне чӗнсе повестка тыттарнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитнӗ, анчах каччӑсем ҫар комиссиариатне пыман. Салтакран тарса ҫӳреҫҫӗ тесе вӗсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫартан пӑрӑнма пӑхнӑ каччӑсене суд 20 тата 25-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Маларах Ҫӗмӗрлери каччӑна явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
POSREDI.RU сайтри сӑн Ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан «Посреди России» (чӑв. Раҫҫей тӑрӑхӗнче) информаципе аналитика журналӗнче «Дембельские альбомы жителей Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен халӑхӗн дембель альбомӗсем) статья пичетленсе тухнӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫӗ рашчин директорне Валерий Андреева сӑмах панӑ. Ӑна институт хыҫҫӑн салтака илнӗ пулнӑ. Сарӑту хулинче службӑра тӑнӑ чух увольнение кайсан тата арӑмӗ курма килсен вӑл уйрӑмах сӑнӳкерчӗк нумай тутарнӑ. Ҫав хулари Александр Иванов стрелок-радист пулса Ту-16 самолетпа вӗҫнӗ. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен ӑна Вьетнама командировкӑна янӑ. Сарӑха пуҫланӑ фотоальбома алла илсен аса илмелли ун та сахал мар. Статьяра ҫавӑн пекех Дмитрий Стафик, Вячеслав Шувалов, Вячеслав Перов, Андрей Сергеев (пурте Ҫӗнӗ Шупашкартан) тата ыттисен асаилӗвӗсене тата сӑнӳкерчӗкӗсене илсе кӑтартнӑ. Салтак альбомӗсене ӗнерхи салтаксем типтерлӗ упраҫҫӗ, сӑнӳкерчӗксем ҫар пурнӑҫне асра упрама, пурнӑҫа туллин ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Асӑннӑ журналта маларах чӑвашсене мӑсӑльман тӗнне йышӑнтарни пирки ҫырнӑччӗ («Исламизация чуваш», 15.02.2020). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
amic.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӗрхи призывра Чӑваш Енри 1057 каччӑ салтака каймалла. Ку - юлашки вӑхӑтри чи пӗчӗк кӑтарту. Аса илтерер: кӑҫал Канашри сбор пунктне ишсе антарма йышӑннӑ, ҫавна май призывниксене вӑхӑтлӑха Шупашкарта унччен кадет шкулӗ пулнӑ ҫуртран ӑсатӗҫ. Сӑмах май, пӗлтӗр кӗрхи призывра – 1325, ҫуркуннехи призывра 1359 ҫын салтака кайнӑ. Пӗтӗмпе – 2684 салтак. Ҫакна та каласа хӑвармалла: республикӑра ҫара каймалли каччӑсен 73 проценчӗ салтак атти тӑхӑнма юрӑхлӑ тесе палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе аптӑрать. Иккӗмӗш вырӑнта – апат ирӗлтерекен тытӑм чирӗсем, виҫҫӗмӗшӗнче – неврологи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
cheb.ru сайтри сӑн Канашри призывниксен сбор пунктне юсава юрӑхсӑр тесе палӑртнӑ. Кун пирки ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ. Ҫавна май пункта ишсе антарма йышӑннӑ. Ҫакна республикӑра «Кӗркунне – 2019» призыв капманине йӗркелес ыйтӑва тишкерекен канашлура пӑхса тухнӑ. Канашри ҫурт юрӑхсӑррине кура канашлу пайташӗсем призывниксем валли Шупашкарта вӑхӑтлӑх пӳлӗм уйӑрма сӗннӗ. Сӑмах май, унччен Канашри сбор пунктне юсама палӑртнӑ. Укҫа-тенке РФ Хӳтӗлев министерствин уйӑрмалла пулнӑ. Анчах Строительство департаменчӗ тӗп конструкцисем кивелнине, тӑрри япӑхланнине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
Чулхула облаҫӗнчи Истомино ялӗнче ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан «Гвардеец» центр уҫӑлнӑ. Вӑл — федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче ӗҫлекенскер. Ун пек центрсене Раҫҫейре халиччен уҫман-ха. Ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан центр ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта робот техникин, парашют ӗҫӗн, авиамоделированин, программӑлассин, радиоэлектроникӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хывтарӗс тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе ӗҫлеме вӗрентӗҫ. Ҫар специальноҫӗсене те хӑнӑхтарӗҫ. Педагогсем унта хӑйсен професси пӗлӗвне тарӑнлатайӗҫ. Округри вӗренӳ центрӗ Чулхулари В.Ф. Маргелов ячӗллӗ кадет корпусӗн подрзаделенийӗ шутланать. Патриот воспитанийӗ паракан центра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
«Советская Чувашия» сайтӗнчен илнӗ сӑн Призыв малалла пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен ҫамрӑксен тӑваттӑмӗш партийӗ ҫара кайнӑ ӗнтӗ. Хальхинче ултӑ каччӑна Балтика флотне службӑна янӑ. Пулас салтаксене иртнӗ вырсарникун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Ҫамрӑксене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова та ӑсатма килнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Ашшӗсен канашӗн элчисем, депутатсем те пынӑ. Балтика флотне кайнӑ каччӑсен Ҫӗнӗ Шупашкара хисеплесе панӑ тральщик ҫине лекес шанчӑк пур. Палӑртмалла: хальхи призывра Ҫӗнӗ Шупашкартан 70 каччӑ ҫара каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Чебанов Анатолий Софронович, чӑваш драматугӗ, сӑвӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |