Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ. Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. 47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ. Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн. Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ. Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухалнӑ. Сергеевсем авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ачисене — 3 ҫулхи хӗрӗпе 5-ри ывӑлне — 122-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ та унтан таҫта ҫӗтнӗ. 36-ри Наталья тата 31-ри Владимир ҫухалнине «Комсомольская правда» хаҫат ӗнер каҫхине пӗлтернӗ. Ҫухалнӑ мӑшӑр ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнӑва татнӑран йӗрке хуралҫисем Сергеевсене шырама пуҫланӑ иккен. Арҫын та, хӗрарӑм та начар кӗлеткеллӗ иккен. Владимир ҫӳллӗшӗ — 180 сантиметра яхӑн, сарӑ ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Наталья 165—170 сантиметр тӑршшӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Хӑмӑр тӗслӗ шӑлаварпа, кӑвак джинс шӑлаварне атӑ ӑшне чикнӗ. Арҫын тӗксӗм-хӑмӑр сӑран куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ. Сӑмси ҫинче суран пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнчи Хорнсор Ҫармӑс ялӗнчи пӗр килте инкек пулнӑ. Ача шӑрпӑкпа вылянине пула, хуҫалӑхри хуралтӑ чутах ҫунса кӗлленмен. Ҫак кунсенче 37 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗн иккӗмӗш классра вӗренекен хӗрачи килте пӗчченех пулнипе усӑ курса утӑ сарайӗнче шӑрпӑкпа вылянӑ. Кӗске вӑхӑтра сарайӗнчи утта ҫулӑм хыпса илнӗ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма пурӑнмалли ҫуртпа юнашарти сарай ҫине куҫма паман. Вут ҫулӑмра сарайӑн пӗр пайӗ ҫунса кӗлленнӗ. Телее, инкекре хӗрача суранланман. Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Республикӑра ачасен айкашӑвне пула 18 пушар тухнӑ. Чрезвычайлӑ лару тӑру министерствин ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшне, аслисене ачасене шӑрпӑкпа выляма юраманнине, вӑл пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнлантарма ыйтаҫҫӗ. Ачасене килте аслисемсӗр хӑвармалла маррине, курӑнакан вырӑна шӑрпӑкпа ҫунтармалли япаласене хумалла маррине тепӗр хут асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юрий Спиридонов режиссер «Чӑвашфильм» киностуди ертӳҫине Юрий Спиридонова йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ текен сӑмах-юмах ҫӳрет. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑнра юра уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Юрий Спиридонова чылайӑшӗ «Битва за Новоюжку» фильм режиссерӗ евӗр пӗлет пулӗ. «Чӑвашфильмпа» «Чеченфильм» пӗрлехи проекта пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енри делегацие Чечня Республикинче Рамзан Кадыров ӑшшӑн кӗтсе илнӗччӗ. Ушкӑн малтан Грозный хулинче пулнӑччӗ, унта пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑччӗ. Делегаци Ҫурҫӗр Осетире те пулнӑччӗ. Вӗсем Беслан хулинче 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе салтаксене пуҫ тайнӑччӗ. Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Юрий Спиридонова ултавпа аппаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳри районсен хушшинчи судпа медицина экспертизин бюро уйрӑмӗн унчченхи ертӳҫи ӗҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗ тата ҫынсене улталанӑ, уйрӑмри санитаркӑсем ӑна саккунсӑр ҫак ӗҫе тума пулӑшнӑ тесе шанмаҫҫӗ. Уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хайхи морг ертӳҫи пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпех вилнӗ ҫынсен ӳтне пытарма хатӗрленӗшӗн укҫа илме юраманнине пӗлсе тӑрсах ахаль те пысӑк хуйхӑллӑскерсенчен сӗтев илнӗ. Укҫана вилнӗ ҫын тӑванӗсем юнашар вырнаҫнӑ ритуаллӑ таварсен лавккинче панӑ, унта уйрӑм сӗтел хушшинче дежурствӑри санитарка ларнӑ, укҫана шӑпах вӑл илнӗ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавсен хапсӑнчӑклӑхне пула 19 ҫын шар курнӑ. Вӗсем пурӗ пӗрле 83 пин тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне морг ертӳҫи Ҫӗрпӳ районӗн хӗрарӑмӗнчен амӑшне пытарма хатӗрленӗшӗн улталаса 4930 тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Республикари ача-пӑча клиникинче ӗҫлекен икӗ тухтӑр тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Вӗсене ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпланӑ. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пульницӑна 4 ҫулти арҫын ачана илсе килнӗ. Унӑн хырӑмӗ ыратнӑ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ, стационара вырттарнӑ. Тепӗр кунхине ача перитонита пула вилнӗ. Следстви шухӑшӗпе, дежурнӑй тухтӑрсем ачана тӗплӗн тӗрӗслемен, рентген тата ултьтрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Ҫапла вӗсем тӗрӗс мар диагноз лартнӑ. Ачана вара часрах операци тумалла пулнӑ. Суд тухтӑрсенчен кашнин ирӗкне 1 ҫул та 10 уйӑхлӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Республикари ача-пӑча клиникин тӗп тухтӑрне дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехет те 10 минутра Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗнчен 33-ри арҫын тухса тарнӑ. Ӑна маларах Самар облаҫӗнчен тытса килнӗ. Вӑл ҫынсене улталаса пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынна тартнӑ тӑрӑх халӗ служба тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. Инкеклӗ лару-тӑру пулса иртнин сӑлтавне палӑртнӑ вӑхӑтра ШӖМӗн пайӗн пуҫлӑхне Владимир Баранова ӗҫлеме вӑхӑтлӑха чарнӑ. ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн тепӗр ӗҫченне те вӑхӑтлӑха ӗҫсӗр хӑварнӑ. Самар облаҫӗнчен тытса Чӑваш Республикине илсе килнӗ арҫына йӗрке хуралҫисем малалла шыраҫҫӗ. Сӑнпа пӑхсан таркӑн — 30—35 ҫулсенче, 160 сантиметр тӑршшӗ, начар. Арҫын тӗксӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, клеткӑллӑ кӗпепе, хӑйӑр тӗслӗ курткӑпа пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш фенри тухтӑра спортсмена допинг панӑ тесе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 230-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Чӑваш Енри тухтӑрсене ун пек статьяпа халиччен пӗрре те сехӗрлентермен. Ку вӑл — пуҫиле пӗрремӗш ӗҫ. Чӑваш Енри тухтӑр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине ТАСс информаци агентстви хыпарланӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн допингла хирӗҫ агентствин пресс-служби пӗлтернине асӑннӑ. Юраман препаратпа усӑ курма спортсмена тухтӑр ҫырса панӑ пулать. Ҫавӑн пирки спортсмен пӗлмен иккен. Усӑ курма юраман препарата ҫырса панӑшӑн 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. 2 ҫул таран ирӗкрен хӑварас хӑрушлӑх та пур. Пуҫиле кодексра ытти кӑра мера та пӑхса хӑварнӑ. Епле явап тыттарассине суд татса парӗ, халӗ тӗпчев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Пӗрремӗш каналпа «Мужское и женское» телекӑларӑмра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе явнине эпир ҫӗр каҫах пӗлтернӗччӗ. Паллӑ журналист ертсе пыракан сумлӑ телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑнах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ телекӑларӑмра каланӑ фактсемпе тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтерчӗ. Талӑкран РФ Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби те ӗҫтешӗсене тӗрӗслеме шантарса хыпарланӑ. Черетлӗ хутчен аса илтерер, чуна ҫӳҫентерекен тӗслӗх кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 35-ри Саша тата унӑн шӑллӗпе арӑмӗ тата ытти ҫывӑх ҫыннисем ҫав каҫ ҫуралнӑ кун тума каҫхи клуба кайнӑ. Пӗр сехет унта пулнӑ хыҫҫӑн вӗсем киле кайма пуҫтарӑннӑ. Ҫавӑн чухне вӗсен хуралҫӑсемпе тавлашу сиксе тухнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 35-ри арҫын хуралҫӑсем пусса лартсан хӑсӑкпа чыхӑнса кайса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вилнӗ ывлӗшӗн амӑшӗ чӑтма ҫук хурланать Ӗнер Пӗрремӗш каналпа «Мужское и женское» телекӑларӑмра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе явнине эпир ҫӗр каҫах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, чуна ҫӳҫентерекен тӗслӗх кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 35-ри Саша тата унӑн шӑллӗпе арӑмӗ тата ытти ҫывӑх ҫыннисем ҫав каҫ ҫуралнӑ кун тума каҫхи клуба кайнӑ. Пӗр сехет унта пулнӑ хыҫҫӑн вӗсем киле кайма пуҫтарӑннӑ. Вешалка номерне ҫухатнӑскерсен хуралҫӑсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Телекӑларӑма хутшӑннисем каланӑ тӑрӑх, тӗреклӗ хуралҫӑсем канма пынӑ арҫынсене урайне пусса лартнӑ. Чарма хӑтланнӑ Сашӑна та ҫавӑн пек тунӑ. Ҫӗршыври паллӑ телеертӳҫӗ Алексей Гордон тата Юлия Барановская ертсе пыракан кӑларӑма хутшӑннисем хуралҫӑсем унччен те пуҫтахланнине: пӗринне алӑ хуҫнине, теприне хӗнесе хула айккине кайса янине тата ытти те — каласа кӑтартрӗҫ. Йӗрке хуралҫисем вара хупралҫӑсенех майлӑ пулнӑ имӗш. Клубра пилӗк ҫул ытла ӗҫленӗ Виктория Стражко вӗсене пӗр пек ӑнлантарма хушнине каласа кӑтартрӗ: ҫамрӑк ҫын заведенин правилине пӑснӑ, аллипе сулкалашнӑ, усал сӑмахпа перкелешнӗ. Телекӑларӑмра илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсемпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗнерех тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |