Культура
afisha.cheb.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарти Трактор тавакансен культура керменӗн пысӑк залӗнче тӳлевсӗр концерт иртӗ. Ӑна Чӑваш Енри композиторсен союзӗ йӗркелет. 17 сехетре пуҫланакан концерта Чӑваш Енри хуткупӑсҫӑсен оркестрӗ, ача-пӑчан музыка тата ӳнер шкулӗсенчи ҫамрӑк юрӑҫсен тата инструментсен ансамблӗсен коллективӗсем, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑхӗн керменӗ, вӑтам тата професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен ансамблӗсемпе солисчӗсем, клубсемпе кану учрежденийӗсен халӑх коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Никита Бичурин ҫинчен спектакль хатӗрлени ҫинчен эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫав ӗҫӗн премьерипе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллашма май килӗ. Спектакльти тӗп сӑнар — Раҫҫее Китайпа паллаштарнӑ ӑсчах, Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ Никита Бичурин. Спектакле Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, писателӗн тата драматургӑн Николай Сидоровӑн «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» драми тӑрӑх хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Пушкӑртстан тата Тутарстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов. Художник-постановщикӗ – Татарстан Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Булат Ибрагимов, тумсене Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лариса Комиссарова хатӗрленӗ. Музыки — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Лолита Чекушкинан, хореографийӗ – Андрей Петровӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче шкул театрӗсен «АСАМ» фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ иртет. Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗсенчи тата Ҫӗмӗрлери коллективсен спектаклӗсене хакланӑ. Ыран сцена ҫине Муркаш, Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗсенчи тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири коллективсем тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗ Мускавра иртнӗ «Золотой Витязь» XXI пӗтӗм тӗнчери форумӗнче диплома тивӗҫнӗ. Унта чӑваш артисчӗсем «Шурҫамка» ӗҫе кӑтартнӑ. Ӑна Юхма Мишшин драми тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев хатӗрленӗ. Спектакле «Ҫынлӑха, ҫынпа ҫутҫанталӑк ҫураҫуллӑн пурӑннине аталантарнишӗн, Раҫҫей халӑхӗсен культура хӑйне евӗрлне упраса хӑварнишӗн» дипломпа чысланӑ. Тӗп сӑнарсене калӑпланӑ Сергей Никитинпа Антонина Казеевӑна чи лайӑх дуэт тесе йышӑннӑ. Повесть авторне Юхма Мишшине те палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ok.ru/cheb.cson страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Калинушка» ансамбле ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем хулара тата республикӑра иртекен мероприятисене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗсем Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн ҫулталӑкри пухӑвне ҫитнӗ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. «Калинушка» ансамбле Валентина Телей ертсе пыма тытӑннӑранпа унта чӑваш ушкӑнне те йӗркеленӗ. Тава тивӗҫлӗ канури артистсем халӗ вырӑсла та, чӑвашла та юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакансем паян ӗҫе чӑваш эрешӗллӗ тумпа пынӑ. Ятарлӑ ҫипуҫ ҫуккисем хӑйсен тумне тӗрленӗ алшӑллисемпе илемлетнӗ. «Ӗҫе тӗрӗпе» республика акцине эпир хаваспах хутшӑнатпӑр. Ҫипуҫ ҫумне илемлӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ пӗчӗк сӑмса тутри те илем кӳрет, сӑн ҫуталсах каять», — тенӗ центрта ӗҫлекен Татьяна Ильина. Унсӑр пуҫне центра куравсем те уҫӑлнӑ. Унта учреждение ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем ӑсталанӑ хитре япаласемпе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай Кондрашкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра пӑлхар тата чӑваш ученӑйӗсен халӑхсем хушшинчи ӑсталӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Мероприятия «Пӗрлӗхре — вӑй» ят панӑ. Унта нумай нациллӗ Раҫҫейри Сохранение халӑхсен историлле астӑвӑмне упраса хӑварасси, Раҫҫейпе Болгарире пурӑнакан халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетесси ҫинчен калаҫнӑ. Кун пирки Николай Кондрашкин скульптор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑсталӑхӗсен институтӗнче Михаил Кондратьев музыковедӑн «Избранное. Т. 1. Полвека музыкальной жизни Чувашии» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑ. Анонсра хыпарланӑ тӑрӑх, кӗнекепе искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫе хакласа Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лолита Чекушкина, истори наукисен кандидачӗ Геннадий Николаев, искусствоведени кандидачӗсем Ирина Данилова тата Антонина Мордвинова, педагогика наукисен кандидачӗ Наталья Иванова, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев, истори наукисен кандидачӗ Иван Бойко, Чӑваш халӑх художникӗ Николай Енилин, Мария Митина тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» пьеси тӑрӑх «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драмӑна лартнӑ. Асӑннӑ хайлава автор 1848-1850 ҫулсенче Парижра пурӑннӑ чух ҫырнӑ иккен. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче ӑна цензура усӑ курма та чарнӑ пулнӑ. Пӗрремӗш хут Мускаври Пӗчӗк театрта ку пьесӑпа 1872 ҫулта спектакль кӑтартнӑ. Спекталкь режиссерӗ – Дмитрий Миронов, художникӗ – Светлана Зверева, режиссера пулӑшаканӗ – Валерий Карпов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинацире палӑртнӑ. Ӗпхӳри «Нур» патшалӑхӑн тутар театрӗн «Фатима» спектакльне «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире Тутарстанри Г. Камал ячӗллӗ академи театрӗн «Пепел» спектаклӗшӗн Айдар Заббарова чысланӑ. Ҫармӑссен наци драма театрӗн «Китайская бабушка» спектаклӗнче вылянӑ Антонина Антоновӑна «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар» номинацире палӑртнӑ, Ӗпхӳри «Нур» театрӗн артисткине Чулпан Раяновӑна — «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире; Тутарстанри Галиасгар Камал ячӗллӗ театрӑн актёрӗсене Эмиль Талипова тата Алмаз Бурганова — «Актёрсен чи лайӑх ансамблӗ» номинацире; Калмӑк Республикинчи Баатр Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗн артистне Очир Такаева — «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире; Тутарстанри Галиасгар Камал ячӗллӗ театрӑнчи Айдар Заббарова — «Чи лайӑх режиссер» номинацире. Чӑваш академи драма театрне вырӑс классикине чӑваш сцени ҫинче лартнӑшӑн палӑртса хӑварнӑ. Аса илтерер: фестивале чӑваш артисчӗсем Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драмӑпа хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ. | ||
| Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |