Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре рабочи профессине тӳлевсӗрех алла илме пулӑшакан организаци ӗҫлет. «Альма Матер» вӗренӳ центрӗ специалистсене пӗр-пӗр компани ыйтнине кура хатӗрлет. Кӑҫал центр 200 ытла ҫынна вӗрентсе кӑларнӑ. Ҫав шутран 80-шӗ — электромонтажниксем. Вӗсене «Элекком Логистик» тулли мар яваплӑ общество валли хатӗрленӗ. «Пирӗн тӗллев – регионти предприятисене кадр дефицитне ҫӗнме пулӑшасси тата ятарлӑ производствӑра кирлӗ специалистсене хатӗрлесси. Эпир куҫӑн тата куҫӑнсӑр мелпе вӗрентетпӗр», – каласа кӑтартнӑ вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Максим Алексеев. Квалификацие ӳстерме ӗмӗтленекенсем «Альма Матерпа» хӑйсем тӗллӗн те ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валентина Яковлева тунӑ сӑн Патӑрьел округӗнчи Вӑтаел ялӗнче паянтан – карантин. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ. Аса илтерер: «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Валентина Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел округӗнчи Вӑтаел ялӗнче кӑнтӑр кунӗнчех лавккана кайма тухнӑ хӗрарӑма тилӗ тапӑннӑ. Ялта уткалакан ҫын нумай пулсан та тилӗ хӑраман, хӗрарӑм ҫине сиксе ларса янахӗнчен, хулӗнчен ҫыртнӑ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кӳршӗ арҫынни пуртӑ йӑтса тухса тилле мӑйӗнчен сӗрнӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() finance.mail.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫултан республикӑра ҫемьесене пулӑшма тата ача ҫуралассине ӳстерме ҫӗнӗ пуҫарусем вӑя кӗрӗҫ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен аслӑ шкулта куҫӑн майпа вӗренекен, ача кӗтекен студенткӑсене 100 пин тенкӗ субсиди парӗҫ. Кун пек пулӑшу Чӗмпӗр облаҫӗнче те пур: унта 200 пин тенкӗ пама тытӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫитс ҫултан республикӑри амӑшӗн капиталӗ ӳсӗ: 150 мар, 200 пин тенкӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре туризма 2035 ҫулччен аталантармалли стратеги йышӑннӑ. Республика Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, стратегире пирӗн тӑрӑха малашлӑхлӑ 14 туризм территорийӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем: «Шупашкар», «Ҫӗрпӳ», «Йӑлӑм», «Сӗнтӗвӑрри», «Етӗрне», «Канаш», «Куславкка», «Вӑрмар», «Вӑрнар», «Патӑрьел», «Ҫӗмӗрле», «Улатӑр», «Йӗпреҫ», «Шӑмӑршӑ». Документра туристсене канма меллӗ услови туса парассине пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com/olegnikolaev страницинчен илне сӑнӳкерчӗк Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра ача ҫурални ҫинчен 8 667 акт ҫырса хунӑ, ҫав шутран 4 256-шӗ — хӗрача пирки, 4 411-шӗ — арҫын ача. Кӑҫал уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ ятсен хушшинче Ева тата Матвей. 1930-1940-мӗш ҫулсенче пирӗн республикӑри ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне Николайпа Мария ят хума юратнӑ. 1940-1950 ҫулсенче Валентинапа Николай анлӑ сарӑлнӑ, 1950-1960 ҫулсенче — Галинӑпа Николай, 1960-1970 ҫулсенче — Еленӑпа Владимир, 1970-1980 ҫулсенче — Еленӑпа Сергей, 1980-1990 ҫулсенче — Татьянӑпа Александр, 1990-2000 ҫулсенче —Анастасияпа Александр, 2000-2010 ҫулсенче — Анастасияпа Дмитрий, 2010-2020 ҫулсенче — Аннӑпа Кирилл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Сӑр» юханшывӗ урлӑ сарнӑ кӗпере уҫнӑ. Ӑна машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли «М-7» автомобиль ҫул валли тунӑ. Кӗпер тӑршшӗ — 2,4 километр. Сӑмах май каласан, Чӑваш Енре ку кӗпер чи вӑрӑмми иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 5 сехетре ҫӑлавҫӑсем инкеке лекнӗ пулӑҫӑ патне ҫитнӗ. Мари Элте пурӑнакан 37 ҫулти арҫын Атӑл ҫине пӗчченех пулла кайнӑ. Ҫӳхе пӑр тӗлне лексен вӑл путма пуҫланӑ. Телее, вӑл пӑр тыткӑнӗнчен хӑйех тухма пултарнӑ, тӳрех ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Йӗпеннӗ, халтан кайнӑ пулӑҫа телефонӗ ҫинчи хунар ҫути пулӑшнипе тупнӑ. Ӑшӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "PROГород" фидеовӗнчен илнӗ скриншот Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ юсаса ҫӗнетнӗ аэропорта уҫнӑ. Республика тӗп хулине вӑл хӑй килмен-ха, анчах пӗлтерӗшлӗ ҫак пулӑма вӑл видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑннӑ. Аэропорта уҫма ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Роман Старовойт тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтри терминала уҫни республикӑшӑн питех те пӗлтерӗшлӗ. Туристсем те республикӑна хаклама вокзалсенчен пуҫлаҫҫӗ. Уҫӑлнӑ ҫӗнӗ терминал — вӗҫсе каякан пассажирсем валли. Самолётпа республикӑна килекен пассажирсем валли те зала юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку вӑл строительствӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ пулӗ. 2025 ҫулта перрона тата руль ҫулне юсамалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртсен оперативлӑ дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Шупашкар округӗнчи Аркассинче хӗрарӑм ҫырмана ӳкнӗ те хӑй тӗллӗн тухайман. Вӑл аманнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫырмана анса хӗрарӑма наҫилкка ҫине хурса илсе хӑпарнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш тӑрӑхӗнчи Марина Ванюшина перманент ӑсти пулма 2018 ҫултах вӗреннӗ. Ку енӗпе хитреленес кӑмӑллӑ хӗрарӑмсем йышлӑ пулнине кура вӑл хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмне уҫӑс тенее. Бизнес-план туса вырӑнтии социаллӑ пулӑшу кӳрекен паяпӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче заявка панӑ. Унта хӗрарӑма патшалӑх социаллӑ контрактпа 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Патшалӑх уйӑрнӑ укҫапа вӑл ятарлӑ машина, кирлӗ ытти япала, ҫавӑн пекех ятарлӑ сӗтел-пукан туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |