Персона
![]() Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин «Кинопоискра» чи лайӑх актерсен ТОП-10 списокне кӗнӗ. Владимир пӗлтӗр экран ҫине тухнӑ «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта ӳкерӗннӗ. Вӑл онлайн-кинотеатрсенче лидерсен позицине йышӑнать. Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ача чухнех вӑл театрпа, литературӑпа кӑсӑкланнӑ, КВНа хутшӑннӑ. 9-мӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти культура училищине вӗренме кайнӑ, унтан Мускавра ӑс пухнӑ, «Щепкӑра» Юрий тата Ольга Соломинсем патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Куславкка округӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Валентина Чемышева паян 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчӗ вӑл токарь станокӗ умӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Иваново олаҫӗнче вӑрман каснӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кӑштахран Валентина тӑван ялне таврӑннӑ. 1947 ҫулта хӗр хӑйсен ялӗнчи Алексей Чемышевпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳсиернӗ. Халӗ кинемей 13 мӑнукпа, 22 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать Пурнӑҫӑн пысӑк пайнӗ вӑл ял хуҫалӑхне халалланӑ, выльӑх пӑхнӑ. Пенсие тухсан та ӗҫлеме пӑрахман вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Патӑрьел округӗнчи Елизавета Алексеевна Демьянова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ тумхахлӑ пулнӑ, анчах хуҫӑлса ӳкмен вӑл. 7-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти музыка училищине вӗренме кайнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан унтан пӑрахса медсестрана вӗренме шутланӑ. Кайран вӑл Чкаловри пульницӑра аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. Елизавета Алексеевна мӑшӑрӗпе 5 ача ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукпа, 8 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана халалланӑ музей кӗтесӗ уҫасшӑн. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче асӑннӑ ялта иртнӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сӳтсе явнӑ. Унта вырӑнти тӳре-шара та, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем те пуҫтарӑннӑ. Артистсенчен вара чӑваш халӑх артисчӗсем Иван Иванов тата Сергей Иванов хутшӑннӑ. Енӗш Нӑрваш ялӗнче чылай ҫул халӑх театрӗ ӗҫлет. Унта Вера Кузьминана халалланӑ музей кӗтесӗ уҫсан вӑл ҫав тӑрӑхра тӗп культура центрӗ пулса тӑрӗ. «Вера Кузьминична ҫамрӑк артистсемшӗн яланах тӗслӗх пулса тӑнӑ, унӑн ӗҫченлӗхӗ тата театра парӑнни пире хавхалантарса тӑнӑ. Музей кӗтесӗ уҫни — унӑн эткерлӗхне упарса хӑварассинче пӗлтерӗшле утӑм пулса тӑрӗ», — тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Иван Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Семён Ислюков ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ. Семён Матвеевич 26 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Семен Ислюков республикӑна 1955-1985 ҫулсенче – 30 ҫул – ертсе пынӑ, Чӑваш АССРӗн Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Аслӑ канашӗн президиумӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ӑна Ленин, Октябрь Революцийӗн тата ытти орденпа чысланӑ. Вӑл – Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн Ҫак кунсенче РФ Патшалӑх Думин депатутне Анатолий Аксакова Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн медалӗпе чысланӑ. Ку медале Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медале тивӗҫнӗ. Кунсӑр пуҫне Аксаков – Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти 50 ҫулти модель Ольга Упман хӑйне евӗр рекорд тунӑ. Вӑл ҫулталӑкра илем конкурсӗсенче 26 хутчен ҫӗнтернӗ. Унӑн рекордне тӗнчери рекордсен «Interrecord» кӗнекине тата «Раҫҫейри рекордсен реестрне» кӗртнӗ. Иккӗленӳ ҫук: Ольга илемшӗн нимӗнле чӑрмав та ҫуккине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Леонид Петров страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Александр Алимасов (02.02.1935 – 08.02.2011) портретист, живописец, график, Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, художество культурин паллӑ деятелӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Александр Никанорович пирки Леонид Петров халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «тивӗҫлипе хакласа ҫитереймен художник» тесе палӑртнӑ. «Тӑван халӑх историйӗпе тата хальхи вӑхӑтрисемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ темӑсемпе ӳкернӗскер, пирӗн шутпа чӑваш искусствине чылай ҫул хушши ҫӳлте тытса пыма пултарнӑ. Пӗр тӗслӗх ҫеҫ. Унӑн мухтавлӑ ӗҫӗсенчен пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ – 13 портрет (П.Е. Егоров, Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, Н.В. Никольский, И.Я. Яковлев, К.В. Иванов, В.И. Чапаев, А.Н. Крылов, А.А. Изотов, П.П. Хусанкай, А.Г. Николаев, Н.В. Павлова, Н.В. Федоров) – Мускаври Чӑваш Республикин представительствинче упранать. Унти чӑваш живопиҫӗн пысӑк художествӑллӑ произведенийӗсен йышӗнче (кун пек янӑравлӑ сӑмахсене критиксем каланӑ!) 14-мӗш портрет, пирӗн пурнӑҫа та хӑй ҫапларах пурӑнас хавалӗпе кӗрсе юлнӑскер, ҫук пек туйӑнать. Пулмаллах, вӑл та. Александр Алимасов (хушамачӗн ӑш-чиккинче темскерле эреш те пурах-тӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш радиовӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, музыковед, тележурналист, композитор Александр Осипов кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ. Александр Осипов Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче фортепиано класӗнче, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче теорипе композитор факультетӗнче вӗреннӗ. 1980-1984, 1990-1996 Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче те тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() kanash.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Надежда Степанова (Силпи) сӑвӑҫ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Надежда Степанова нумай ҫул Шупашкар районӗн администрацийӗнче пресс-секретарьте ӗҫлерӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра вӑл чирленӗ. Пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Надежда Силпие ыран, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, тӑван ялӗнче, Канаш районӗнчи Кӑшнаруйӗнче,юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Ҫуралнӑ килӗнче пачӑшкӑ 11 сехетре кӗлӗ ирттерӗ, 12 сехетре ялти клуб умӗнче сывпулашу митингӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |