Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем» ятлӑ библиографи тӗслӗ кӗнеке кӑларчӗ. Хатӗрлекенӗ — Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем.

Ку кӗнекере эсир XIX-XX ӗмӗрте пурӑннӑ, тата халӗ те вӑл ӗҫпе тӑрмашакан 80 тӗпчевҫӗпе паллашма пултаратӑр. Материалсене вулавӑшӑн, Чӑваш Енӗн патшалӑх кӗнеке палатин, Раҫҫей патшалӑх вулавӑшӗн диссертаци пӳлӗмӗн фончӗсемпе тата каталогӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн текех тӗпчевҫӗсен хӑйсен архивӗсене те усӑ курнӑ.

Кӗнекене тулаш тӗпчевҫӗсене те кӗртнӗ.

Вулавӑш кӗнекене хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн уйрӑмах ҫак ҫынсене пысӑк тав каласшӑн: Г.А. Дегтярёва, Л.П. Сергеева, А.П. Хусанкая, Э. Фомина.

Кӗнекене Чӑваш наци вулавӑшӗн маркетинг пайӗнче туянма пулать. Е (8352) 62-38-12 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Шупашкар хӗрӗ Татьяна Чулах каллех хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе хаваслантарать. Хальхинче вӑл АПШра 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире чупас енӗпе (Ogden Newspapers 20K Classic Run) ҫӗнтернӗ.

www.runners.ru ҫӑмӑл атлетика сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хутӗнче ҫӗнтерӳ ҫамӑл килмен. Чупӑвӑн вӗҫӗ таранах унӑн Кэролайн Чептануи Кени спортсменкипе кӗрешме тивнӗ. Вӗҫӗнче вара вӗсен хушшинче 1 ҫеккунтлӑ уйрӑмлӑх ҫеҫ юлнӑ. Татьяна Чулах — 1:13.29, Кени чупавҫин вара — 1:13.30

Ольга Романова, тепӗр чӑваш хӗрӗ, чупӑва 1:15.34 вӑхӑтпа вӗҫленӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ 539№ Хушу кӑларса Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑшсен кунне йӗркеленӗ. 1996 ҫулта вара ку уява пӗрремӗш хут уявланӑ. Ку вулавӑшҫӑсен , библиографсен, кӗнекесене тӗпчекенсен уявӗ кӑна мар, ку уяв — пур кӗнеке юратакансен уявӗ.

XXI ӗмӗрхи вулавӑш — вуламалли вырӑн кӑна мар, информаци пухмалли, унпа паллашмалли вырӑн та. Хальхи вӑхӑтра вулавӑшсем ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлеме, вӗсене хута кертме пуҫлаҫҫӗ. Чӑваш Республика президенчӗн «Чӑваш Енре ял моделльлӗ вулавӑшсене йӗркелесси» Хушӑвӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлекен вулавӑшсен шучӗ 500 ҫитнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх думин председателӗ Борис Грызлов «Московские новости» хаҫата интервью панӑ чухне Чӑваш Енра вулавӑшсене ҫӗнӗтни, вӗсем лайӑх шайра пулнине асӑннӑ.

Вулавӑшсенче ҫӗнӗ технологисене ялсен историйӗсене, йӑла-йӗркесене сыхласа хӑвармашкӑн анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Сӑмахран, депутатсемпе тӗл пулусем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшсем хӑйсен сайчӗсене те уҫаҫҫӗ. Сайчӗсенче вара район кун-ҫулӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Малалла...

 

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче 18-мӗш моделлӗ вулавӑш уҫӑлнӑ. Вулавӑша уҫӑс умӗн унта юсав ӗҫӗсене иртернӗ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ.

Аҫӑмҫирма ял вулавӑшӗн Михайлова Надежда вулавӑшҫӑ килнӗ ҫынсене вулавӑш кун-ҫулӗпе тата вулавӑшӑн ҫӗнӗлле ӗҫлеме май пакаран информаци мелӗсемпе паллаштарчӗ. Вулавӑша уҫнӑ тӗле ҫӗнӗ «Село гордится земляками» презентаци те хатӗрленӗ.

Тав сӑмахӗсене ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петров Олег, Аҫӑмҫырми вӑтам шкул директорӗ Ильин Василий Ильич, тата ытти ял ҫыннисем каларӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элӗк салинче «Виръял шевлисем» ятлӑ XII-мӗш регионсем хушшинчи чӑваш эстрада юррисен фестивалӗ иртрӗ. Фестивале 70 ытла юрӑҫ хутшӑнчӗҫ. Вӗсен Чӑваш Енӗн 11 районӗсенчен, тата ҫавӑн пекех Тутарстанпа Чӗмпӗр облеҫӗсенчен ҫитрӗҫ.

Комсомольски районӗнчи Алина Просвирнова фестивальте «Тупатӑпах» юрра юрласа кӑтартрӗ, уншӑн вара вӑл чи пысӑк оценкӑсене тивӗҫрӗ. «Гран-при» номиницишӗн 46 хутшӑнакан кӗрӗшрӗҫ пулин те ӑна Алина Просвирнова ҫӗнсе илчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Калинин урамӗ тӑрӑх автомашинсене ҫӳреме чараҫҫӗ. Маларах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хупас шухӑш пулнӑ, анчах та каярах ку вӑхӑта ҫу уйӑхӗн 30-мӗшне куҫарнӑ.

Автомобиль ҫулне ҫӗнетнӗ хушӑра автомашинӑсем урӑх ҫулсем тӑрӑх каймалла пулӗ. Мускав проспекчӗ енчен килекенсен Николаевпа Октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗсемпе Мир проспекчӗ тӑрӑх каймалла пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар енчен килекенсен Машин тӑвакан тӑкӑрлӑкпа Ленин Комсомолӗн урамӗ тарӑх тата Мир проспектне тухакан Кабель тӑкӑрлӑкӗ тӑрӑх каймалла пулӗ. Автомобиль ҫулне Николаев урамӗнчен пуҫласа Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗ таран юсӗҫ. Юсав ӗҫӗсен авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлӗҫ.

Юсав ӗҫӗсене ирттернӗ вӑхӑтра ҫула 7 метр таран сарлакалатаҫҫӗ, Пенси фончӗ патӗнче ҫӗр айӗнчен иртекен ҫул, Калинин урамӗпе Мир проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта транспорт ҫыхӑнӑвне тӑваҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш Енре ҫӗнӗрен йӗркеленӗ 111 ял хуҫалах коперативӗсенчен 30-шӗ хӑвӑрт аталанаҫҫӗ. Кун ҫинчен Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ. «АПК аталанӑвӗ» наци проектне хута кӗртни республикӑна самай пулӑшнӑ тесе пӗлтернӗ вӑл. Ял хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсем ӳсни кӑна мар, фермерсем ҫӗнӗлле ӗҫлени те курӑнать. Тӗслӗхрен, наци проекчӗ ӗҫлеме пуҫланиччен фермерсем ӗнесене машин мелӗпе суман, халӗ вара 200 хуҫалӑх вӑл меле усӑ курать. Вал меле усӑ курнине пула уйрӑм ҫн хуҫалӑхӗсенчен туяннӑ сӗт хисепӗ 40% таран ӳснӗ. Анчах та татса паман ыйтусем те пур. Вӗсем шутне сӗте тасатасси тата сивӗтесси кӗрет.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх 18, 1 пин уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗ 2,5 млрд. тенкӗлӗх кредит илнӗ. Ку вӑхӑта вӗсенчен ҫурри ҫак укҫапа усӑ курса хӑйсен выльӑх витисене ҫӗнетнӗ, юсанӑ ӗнтӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нумай пулмасть Санкт-Петербургри хастар ҫамрӑкӗсен «Питӗр чӑвашӗсем» ятлӑ хаҫатӑн ҫӗнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗрремеш, кӑларӑмӗсем кун ҫути курӗҫ. «ПЧ» хаҫат тӗллевӗ — ку тӑрӑхри чӑваш ҫамрӑкӗсене ҫыхӑнтарасси, пӗр ҫӗре пухасси, Ленинград облаҫӗпе Санкт-Петербург хулинчи пулӑмсемпе паллаштарасси. Хаҫат уйӑхра пӗр хут А4 форматпа тухмалла.

 

Хаҫатӑн электронлӑ версине кунта тупма май пур:

http://peterchuvash.googlepages.com

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «ПЧ» хаҫат редакцийӗ

 

ҪУ
17

Кино тухать
 Karssem Т | 17.05.2007 11:19 |

Николай Сидоров драматург чӑваш театрне «Тӑлӑха хӑварса» кино ӳкерес ӗҫе кӳлӗннӗ. «Аксар» студи Сидоров сценарийӗ тӑрӑх «Кивҫен илнӗ пурнӑҫ» ятлӑ илемлӗ фильм ӳкерсе пӗтерчӗ. Рольсенче ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Полина Чамжаева, Александр Пӑртта, Ольга Михайлова, Дмитрий Михайлов, Валентина Сурикова, вырӑс драма театрӗн директорӗ Валерий Лукьянов, чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Александр Яковлев тата ыттисем выляҫҫӗ.

 

ҪУ
04

Курав
 Alina Sosayeva | 04.05.2007 16:59 |

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2007-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 16 сехетре Георгий Геннадьевич Фомиряков (Кенин) ӳнерҫӗн «Юрату ҫыру ҫуратать» ятпа курав уҫӑлать. «Хура ещӗк» хупӑ аукцион пулать. Пурне те йыхравлатпӑр.

Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче институтра ҫавӑн пекех «Ӳнерти наци эстетики» ятлӑ пресс-конференципе ҫавра сӗтел иртӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3845, 3846, 3847, 3848, 3849, 3850, 3851, 3852, 3853, 3854, [3855], 3856, 3857, 3858, 3859, 3860, 3861, 3862, 3863, 3864, 3865, ... 3875
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...