Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Йӗпреҫ округӗнчи Хумпуҫ Патӑрьел ялӗнчи Федотовсем 65 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Василий Федоровичпа Вера Андреевнӑн ҫулӗ ҫинче йывӑрлӑх сахал мар пулнӑ. Иккӗшӗн те ачалӑхӗ вӑрҫӑ тӗлне лекнӗ. Василий Федотович ҫемьере асли пулнӑ, ҫавна май йывӑр ӗҫ ытларах ун ҫине тиеннӗ. Ашшӗ-амӑшӗ колхозра тӑрӑшнӑ. Ҫартан таврӑнсан Василий Йӗпреҫ пульницин куҫ уйрӑмӗнче ӗҫлекен Верӑпа паллашнӑ. Кайран ҫемье ҫавӑрнӑ вӗсем, виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Етӗрне тӑрӑхӗнчи арҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ теме пулать. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл ӗҫе кайма тухнӑ. Ӑнсӑртран кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма тытӑннӑ, сывлама йывӑр пулнӑ. Вӑл тӳрех машинине чарнӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анатолий Мурзин фельдшер, Марина Гаврилова медсестра, Алексей Ломоносов водитель вырӑна часах ҫитнӗ. Тухтӑрсем пациентӑн инфаркт пулнине ӑнланнӑ, часрах тромболезис тунӑ. Ҫак препарат юн тымарӗнчи тромба ирӗлтерет. Кун хыҫҫӑн арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Инфаркт чухне пӗрремӗш сехет – чи пӗлтерӗшли. Тромболезис вӑхӑтра тусан чӗрене ҫӑлма пулать. Ҫавӑнпа кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине туйсанах васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравлӑр», - теҫҫӗ тухтӑрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Эсир «Чӑваш Ен» ятлӑ планета пуррине пӗлнӗ-и? Ӑна 1977 ҫулта физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.С.Черных Крым обсерваторийӗнче уҫнӑ, каярахпа ӑна шӑпах ҫавӑн пек ят панӑ. Вӑл 28 ҫухрӑм диаметрлӑ, Хӗвел тавра 474 млн ҫухрӑм аякра ҫаврӑнать. «Чӑваш Ен» ята вӑл 1982 ҫулта, СССР йӗркеленнӗренпе 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ чухне, тивӗҫнӗ. Ҫавӑн чухне ҫӗршыври республикӑсем ячӗпе космосри объектсене ят пама пуҫланӑ. Паянхи кун ҫак планетӑна 2670 номерпе регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем малашнехи ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Паллах, ку ҫирӗп прогноз мар, ҫанталӑк мӗнле пулассине 100 проценчӗпех калама ҫук. Ҫу тата ҫурла уйӑхӗн, ытти ҫултипе танлаштарсан, ӑшӑрах пулӗ. Ҫу уйӑхӗн типӗ килӗ, ҫурлара вара ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн варриччен сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Утӑ уйӑхӗ те нӳрӗ пулмалла. Ҫулла тӑтӑшах аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ. Утӑ уйӑхӗ чи шӑрӑххи пулӗ. Авӑн уйӑхӗнче сивӗтсе пырӗ. Аслатиллӗ ҫумӑрсем те пулкалӗҫ. Юпа уйӑхӗнче шӑнтма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Абилимпикс» професси ӑсталӑхӗн чемпионачӗ пулӗ. Унта сывлӑх енчен хавшак ҫынсем хутшӑнӗҫ. 180 ҫын хӑйсен ӑсталӑхне 33 компетенцире тӗрӗслӗ. Кӑҫал ҫӗнӗ профессисем те пулӗҫ, флористика, адаптаци физкультури, психологи, массаж, горничнӑй, вокал, библиотека ӗҫӗ. Чемпионата хутшӑнакансен ӑсталӑхне 171 эксперт хаклӗ. Ӑмӑрту республикӑри 11 техникумра иртӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр чемпионатра Шупашкарти экономикӑпа технологипе колледжӗн студентки «Портной» компетенцире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Татьяна Вашуркина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш ҫыравҫисем Екатеринбурга тухса кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн директорӗ Татьяна Вашуркина пӗлтернӗ. «Чӑваш Енӗн Культура министерстви — майсемпе аталану министерстви тесе эпӗ пӗрре ҫеҫ мар ҫырнӑ. Хальхинче хисеплӗ чӑваш ҫыравҫисем пирӗн министерство пулӑшнипе регионсем хушшинчи ача-пӑча литературин кунне хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче: чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Светлана Гордеева, Ольга Федорова, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем», — хыпарланӑ вулавӑш директорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов иртнӗ эрнере Хусанта форума хутшӑннӑ. Унта «Нумай чӗлхеллӗ Раҫҫей: культурӑсен хутшӑнӑвӗнчен пуҫласа паха вӗренӳ таран», пӗтӗм тӗнче шайӗнчи форум иртнӗ. Александр Морисович форум хыҫҫӑн килнӗ шухӑшсемпе халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ӑна вӑл икӗ пунктпа палӑртаса хӑварнӑ. «1. Нумай ҫул каялла Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗнче пуҫламӑш класра ачасене темиҫе чӗлхе вӗрентнин моделӗ хӑйӗн кирлӗлӗхне ҫирӗплетет. 2. Республикӑра нумай чӗлхеллӗ вӗренӗве аталантармалла!» — кӗскен пӗтӗмлетнӗ вӑл. |
Культура
![]() Юрий Жуков страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш районӗнчи Турайри вулавӑшра Юрий Жуков композитора халалласа курав уҫнӑ. Кун пирки композитор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Турайри культура ҫуртӗнче пулса иртнӗ «Юратсан юрлас килет» фестиваль-конкурса килсессӗн кунти библиотекӑра та пулса куртӑм. Ман ҫинчен те манман иккен кунта... Тавах», — тесе ҫырнӑ вӑл. Юрий Нестерович композитор, баянист, педагог 1950 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнч Янӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни. Вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) музыкӑпа педагогика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем ҫинчен фильм ӳкереҫҫӗ. Ку ӗҫе ачасене те явӑҫтарнӑ. Хулари шкулсенче вӗренекен, асӑннӑ социаллӑ центрпа туслӑ ҫыхӑну тытакан хастар ачасем вӑрҫа хутшӑннӑ ветерансемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсенчен интервью илеҫҫӗ, хӑйсен аллипе ӑсталанӑ открыткӑсемпе савӑнтараҫҫӗ, сӑвӑ вуласа параҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле центрӑн пресс-секретарӗ ҫӳрет. Кайран ҫав кӗске видеосенчен та видео хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ. «Ку ӗҫ питех те калӑпӑшлӑ та яваплӑ. Хамӑр та пӑлханатпӑр», — теҫҫӗ центрта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() stroitelsport.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен диктантне ҫырӗҫ. Кӑҫал йӑлана кӗнӗ акцие Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халаллӗҫ. Диктанта 13 сехетре ҫырма пуҫлӗҫ. Ӑна аудиторире е дистанци мелӗпе ҫырма май пулӗ. Кӑҫал чӑваш халӑх ҫыравҫин Василий Алентейӗн хайлавӗнчи пӗр сыпӑк пулӗ. Кӑҫал акци сӑн-сӑпатне суйланӑ. Вӑл – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан офицерӑн мӑшӑрӗ Кристина Егорова. Вӑл салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ леҫме ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |