Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекенсем Ҫӗнтерӳ кунне халалласа «Ҫӗнтерӳ юррисем» концерт хатӗрленӗ. Ӑна вӗсем ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, кӑтартӗҫ.

Программӑна пирӗн халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑхне палӑртса ҫырнӑ хайлавсене кӗртнӗ. Концерта вӗрсе тата ҫапса каламалли инструментсем илем кӳрӗҫ.

Концерта музыка училищин солисчӗсем, ансмблӗсем, оркестрӗ хутшӑнӗ.

Дирижёрӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Смирнов. Концерта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Элла Леонтьева ертсе пырӗ. Концертмейстерсем: Наталья Тихонова, Ирина Сысоева, Елена Ананьева, Татьяна Асламас, Нина Кульпина.

 

Пӑтӑрмахсем
vk.com/cheboksary пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/cheboksary пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехетре, Шупашкарти Мускав проспектӗнче 17 ҫулти хӗр 53 ҫулти хӗрарӑм ҫине самокатпа пырса кӗнӗ.

Инкек тротуар ҫинче пулса иртнӗ. Хӗрарӑм ҫулпа утса пынӑ, ҫав вӑхӑтра ун ҫине электричество самокачӗпе ярӑнса пыракан студент пырса кӗнӗ. Суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна ӑсатнӑ. Унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килӗнче сипленме янӑ.

Колледжра иккӗмӗш курсра вӗренекен хӗр ӗнентернӗ тӑрӑх, руле вӑл астумасӑр пӑрса янӑ. Пике тӗлӗшпе халӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru ҫӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru ҫӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра 958 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Ку цифра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 12,7 процент нумайрах. Ун чухнехи виҫӗ уйӑхра 850 мӑшӑр пӗрлешнӗ.

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Шупашкарти загсра 264 мӑшӑр ҫырӑннӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 118, хулари Калинин тата Ленин районӗсенче — 95 тата 92. Шупашкар тӑрӑхӗнче 46 мӑшӑр ҫемьеленнӗ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 26, Патӑрьел районӗнче — 21, Муркаш районӗнче — 20.

Мӑшӑрсенчен ытларахӑшӗ ҫемье ҫавӑрма заявленине патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ панӑ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫамрӑк чухне эпир пӗчченлӗхе туймастпӑр: ялан ҫын ҫинче, ӗҫӗ те нумай, унта-кунта тухса ҫӳретпӗр, ӑна-кӑна вулатпӑр. Ватӑлсан ҫын пӗчченлӗхпе аптӑрать. Телевизор пӑхса йӑлӑхать вӑл, кӗнеке-хаҫат вулама куҫ начар курни кансӗрлет.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтеркен комплекслӑ центр психологӗ Лира Саминова каланӑ тӑрӑх, ватӑ ҫынна пурнӑҫ условийӗнчен ытла ҫумра ӑнланакан ҫын пулни паха. Ҫавӑнпа та вӑл асӑннӑ учрежденире пурӑнакан ватӑсемпе тӗлпулусем-калаҫусем ирттерет.

Ватта чунтан хисеплесе калаҫни, ӑна ӑнланнине палӑртни аслӑ ҫулхисене хавхалантарать, пӑлханнине ирттерет, вӗсене хаваслантарать.

 

Раҫҫейре

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина социаллӑ технологисен «СОЦИО» пӗтӗм тӗнчери форум-куравне хутшӑнать. Мероприяти ака уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче Екатеринбургра иртет.

Унта пухӑннисем Раҫҫейре тата пирӗн ҫӗршывпа туслӑ ҫӗршывсенче халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрессине лайӑхлатас ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ, пӗр-пӗрин паха опычӗпе паллашаҫҫӗ, тухӑҫлӑрах ӗслемелли майсене тишкереҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Максим Семенов хӑйӗн дожноҫӗнче малалла ӗҫлӗ. Ӑна депутатсем отставкӑна ярайман – сасӑ ҫитмен.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хӑш-пӗр депутачӗ ӑна отставкӑна яма ыйтнӑ-мӗн. Паян пуху иртнӗ, унта журналистсене кӗртмен.

«Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пухура пулнӑ 18 депутатран 14-шӗ Семенова отставкӑна ярассишӗн сапланӑ. (Пӗтӗмпе – 25 депутат). Ку 56 процентпа танлашнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакан 34 ҫулти Артем тӑваттӑмӗш тапхӑра куҫнӑ усал шыҫҫа парӑнтарнӑ. Вӑл тӑрук хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн пӗверӗ тата лимфа тӗввисем рак клеткисемпе сиенленнӗ. Шупашкарти, Хусанти, Обнинскри тухтӑрсем пӗрле канашласа Артема операци тунӑ, ӑна вилӗмрен ҫӑлнӑ.

«Сире тупса палӑртнӑ чухне мӑшӑр ача кӗтетчӗ. Халӗ пирӗн хӗр пӗрчи — ҫулталӑк та ҫичӗ уйӑхра. Вӑл ҫут тӗнчене килнине курма, пурӑнма май туса панӑшӑн тухтӑрсене тав тӑватӑп»,

— тенӗ Артем.

Ун пирки ака уйӑхӗн 18 тата 20-мӗшӗсенче Елена Малышевӑн «Жить здорово!» тата «Здоровье» телекӑларӑмӗсенче каласа кӑтартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Пуш уйӑхӗн варринче Пӑрачкавра шкул ачисем, 13-ри икӗ арҫын ача, пӗр хӗрарӑм Сӑр юханшывӗ еннелле икӗ михӗ йӑтса утнине асӑрханӑ. Унтан сасӑ илтӗннӗ. Ачасем михӗре йытӑ ҫурисем пулнине ӑнланнӑ. Вӗсем чӗрчунсене хӑйсене пама ыйтнӑ, анчах хӗрарӑм итлемен, михӗсене шыва пенӗ.

Кун хыҫҫӑн арҫын ачасенчен пӗри пушмакне хывса пӑрлӑ шыва кӗнӗ, икӗ миххе те туртса кӑларнӑ. Анчах пӗр ҫури чӗрӗ юлайман. Теприне ачасем килне илсе кайнӑ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Владимир Степановӑн «Ӑннӑ та ӑнман кун» кӗнекине тишкернӗ.

«Аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑм кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2024 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ», — хыпарланӑ издательство сайтӗнче Ольга Австрийская.

Кӗнекене хаклама поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе критиксем, преподавательсемпе студентсем тата юрӑҫсем пуҫтарӑннӑ.

Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова алҫырупа хӑпартланса ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ. «Владимир Васильевичӑн хӑйӗн стилӗ, ҫырас мелӗ. Темиҫе предложени вуласанах ку хайлава вӑл шӑрҫаланине пӗлме пулать. Ҫыравҫӑ тӗлӗнмелле танлаштарусемпе усӑ курать, пулӑмсене час-часах пысӑклатса кӑтартма юратать, сӑнарӗсем хӑйсенчен те, пӗр-пӗринчен те тӑрӑхласа-йӗплесе илме ӑста», – тесе ырланӑ ӗҫтешне Ольга Михайловна.

Хӑтлава хутшӑннӑ ытти ҫын та кӗнекене мухтанӑ. Сӑмахран, Николай Осипов критик, Лариса Петрова, Василий Кервен, Раиса Воробьева сӑвӑҫсем те.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Муркаш округӗнче ҫамрӑк хоккеистсен наставникӗ Александр Шишкин ачасене спорта тата ҫутҫанталӑка юратма вӗрентет. Вӗсем кашни ҫуркунне шӑпӑрлансемпе шӑнкӑрч вӗллисем хатӗрлесе ҫакаҫҫӗ.

Кӑҫал ачасем наставникӗпе пӗрле 15 шӑнкӑрч вӗлли ӑсталаса йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ. Шӑпӑрлансем ҫак кайӑксем пахчасемшӗн санитар пулнине питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75757
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 3875
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...