Персона
![]() Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн Ҫак кунсенче РФ Патшалӑх Думин депатутне Анатолий Аксакова Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн медалӗпе чысланӑ. Ку медале Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медале тивӗҫнӗ. Кунсӑр пуҫне Аксаков – Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӑлкуҫ: Следстви комитечӗ Чӑваш Республикипе ӗҫлекен Россельхознадзор управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «Центр» ТМЯП ӗҫӗнче кӑлтӑксем тупнӑ. Аса илтеретпӗр, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Кӳкеҫ лицейӗнче ачасем наркӑмӑшланнӑ: пӗрине пульницӑна хунӑ, ултӑ ачан килте сипленме тивнӗ. Лицейри ачасене вӗри апатпа «Центр» ТМЯП тивӗҫтерни паллӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗрӗслев органӗсем хӑйӗн ӗҫне пуҫӑннӑ. Чӑваш Республикипе ӗҫлекен Россельхознадзор управленийӗ «Меркурий» ФГУП урлӑ иртекен электронлӑ хутсене тӗрӗсленӗ те 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшпе 20-мӗшӗнче Кӳкеҫри лицея 177 килограмм аш кӳрсе килнине (ӑна Комсомольски тӑрӑхӗнчи Зарифзянов И.Р. фермер хуҫалӑхӗнче туса илнӗ, Соловьев Н.М. усламҫӑ тирпейленӗ) асӑрханӑ. Ку аша «Proteus йӑхӗнчи бактерисем» кӑтарту тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемен иккен. Ҫапла май, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен «Апат-ҫимӗҫ продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» техника регламенчӗ ыйтнине пурнӑҫламан. Ҫакӑншӑн айӑплисен явап тытма тивӗ. |
Культура
![]() Елена Деведерова тунӑ сӑн «Лайм НD» телекурав онлайн сервис мелодрама тата романтика камичӗ жанрӗсемпе кӗске сериалсем ӳкересшӗн. Ӳкерӗнме Шупашкарти темиҫе паллӑ ҫынна чӗннӗ. Вӗсен йышӗнче – Наци телекуравӗн журналисчӗ пулнӑ Сергей Качинский актер та. Вӑл сериалсен режиссерӗ пулӗ. Проект продюсерӗ – Екатерина Морскова. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кастинг иртнӗ. Унта модель евӗр 18-50 ҫулсенчи ҫынсене чӗннӗ. Унта 130-ӑн хутшӑннӑ. Сериала нарӑсӑн 10-12-мӗшӗсенче ӳкермӗ тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн строительство экспертизин тата хаксене йӗркелекен центрӗн директорне Ольга Ахмеевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республикӑн ертӳҫи Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Асӑннӑ учреждени республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта хуҫасӑр йыта пӗр хӗрачана тапӑннӑ та ӑна хулпуҫҫинчен ҫыртса илнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн вырӑнти администрацие явап тыттарма суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд администрацие хӗрачан ҫемйине 15 пин тенке тӳлеттерме йышӑннӑ, мӗншӗн тесен хуҫӑсӑр йытӑсемшен администраци яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Ольга Паланӑн « Уй варринче» фильмӗ Новороссийскри «Ҫӗнтерӳҫӗсен еткерӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри кинофестивальте ҫӗнтернӗ. Унта 300 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш колоричӗллӗ кинокартинӑна «Истори еткерлӗхӗ пирки ӳкернӗ чи лайӑх музыка фильмӗ» ятарлӑ номинацире палартнӑ. Ольга Палан – Чӑваш Енри кинематонграфистсен пӗрлӗхен пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти 50 ҫулти модель Ольга Упман хӑйне евӗр рекорд тунӑ. Вӑл ҫулталӑкра илем конкурсӗсенче 26 хутчен ҫӗнтернӗ. Унӑн рекордне тӗнчери рекордсен «Interrecord» кӗнекине тата «Раҫҫейри рекордсен реестрне» кӗртнӗ. Иккӗленӳ ҫук: Ольга илемшӗн нимӗнле чӑрмав та ҫуккине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫын машина туянас тесе улталаннӑ. 2021 ҫулта туса кӑларнӑ «Шевроле Малибу» машина хакӗн пӗр пайне тӳлетӗп тесе вӑл 665 пин тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Ултавҫӑсен капкӑнне 24 ҫулти каччӑ лекнӗ. Вӑл тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче «Шевроле Малибу» машинӑна килӗштернӗ. Сутаканни автомобиль Польшӑра тесе пӗлтернӗ. Суту-илӳ килӗшӗвне ӑна мессенджерсенчен пӗринпе ярса панӑ. Шупашкар каччи машинӑшӑн икӗ ӑстрӑмпа 665 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тепӗр темиҫе кунтан ун патне «Арсен» шӑнкӑравланӑ, машинӑшӑн тӳлесе татма ыйтнӑ, мӗншӗн тесен ҫавна пула таможньӑра йывӑрлӑх сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Кун пек юптарнине илтсен каччӑ хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кӗҫнерни кун, Наци вулавӑшӗнче поэие юратакансен «Хавхалану» клубӗн черетлӗ поэзи каҫӗ иртӗ. Вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, поэзие юратакансене Галина Кӗмӗл (Серебрякова) хӑйӗн пултарулӑхӗпе тарӑнрах паллаштарса сӑввисене вуласа парӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнӑ ытти поэта те поэзи уявӗнче хапӑл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫӑлкуҫ» кӑларӑм кун ҫути курнӑ. Унӑн авторӗ – Владимир Кузьмин ҫыравҫӑ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене «Ҫӑлкуҫ» роман, очерксем тата калавсем кӗнӗ. Роман вулакана Шупашкарта промышленность тракторӗсен заводне тунипе паллаштарать иккен. «Ҫӑлкуҫ» романра 5-мӗш стройтреста ертсе пынӑ В.П. Демин; Р.И. Томашов парторг, «Тракторострой» идеологӗ И.В. Львов; СССР строительство министрӗн ҫумӗ А.Е. Якубанец; КПСС обком секретарӗ П.А. Чичикин; И.И. Долгушин – трактор заводне ертсе пыракансенчен пӗри; Э.А. Аблякимов, А.Г. Щекин, В.К. Горобец инженерсем; В.Н. Николаев, А.М. Захаров, Е.И. Сергеев, В.Н. Земченков, А.Е. Шариков, Ю.Б. Яковлев, О.Н. Кузьмина бригадирсем сӑнарланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |