Культура
![]() Иртнӗ ҫул Чӑваш кӗнеке издательстви вырӑссен аслӑ поэчӗ А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 225 ҫул ҫитнине халалласа «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамӗ ҫав самантӑн…» сӑвӑ пуххине икӗ чӗлхепе пичетлесе кӑларчӗ. Чӑвашла ӑна Василий Кошкин-Кервень сӑвӑҫ куҫарнӑ. Кӗнеке тухнӑ ятпа йӗркеленӗ хӑтлавра, хаҫат-журналти рецензисенче, радиопа телевидени передачисенче асӑннӑ издание пысӑка хурса хакларӗҫ. Куҫаруҫӑ вырӑссен аслӑ поэчӗн сӑввисен тарӑн шухӑшне тата санарлӑхне чӑвашла вырӑнлӑ та виҫеллӗ куҫарнине, сӑвӑсен формине пысӑк ӑсталӑхпа тытса пынине палӑртрӗҫ. Ҫак кунсенче асӑннӑ кӗнекене Раҫҫӗй ҫыравҫисен Союзӗн секретариатӗнче сӳтсе явнӑ, вырӑс генийӗн пултарулӑхне халӑх хушшинче сарас ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Василий Кошкин-Кервене Пушкин ылтӑн медальне памалла тунӑ. |
Республикӑра
![]() Нумай ӗҫ тӑвакан центр сайтӗнчен илнӗ скриншот «Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центр» автономи учрежденине Марина Романова ертсе пыма тытӑннӑ. Кун ҫинчен калакан йышӑнӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Асӑннӑ учреждени республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре глэмпингсем тӑвассине япӑх мар йӗркеленӗ. Вӗсенчи йӗркелӗхпе сыхлӑх пирки те манмаҫҫӗ. «Аван» ятлине, сӑмахран, йӗри-тавра карта тытса ҫӑвӑрнӑ, унта видеосӑнӑв вырнаҫтарнӑ. Росгвардипе васкавлӑ ҫыхӑнмалли кнопка пур. Глэмпингсене тискер чӗрчунсем, сӑмахран, кашкӑрсем, пырса кӗресрен йытӑсем хураллаҫҫӗ. Алабайсемпе хаскискем вӗсене вӗрсе хӑратаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канашра вырнаҫнӑ «Аркто» компани унти индустри паркӗн резиденчӗсенчен пӗри. Федераци тата регион шайӗнче панӑ ҫӑмӑллӑхсене пула асӑннӑ организаци холодильниксен производствинче хӑйӗн вырӑнне тупма пултарнӑ. Канашра туса кӑларакан сивӗтмӗшсене паян Чӑваш Енпе Раҫҫейре ҫеҫ мар, ют ҫӗршывра та пӗлеҫҫӗ. Компани ҫулсерен ытларах та ытларах сутать. Предприятин техника директорӗ Александр Чурип пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта кӑтартӑва унчченхи ҫулхинчен икӗ хут ӳстерме пултарнӑ. Продукцин 10 ытла проценчӗ чике леш енне, ҫав шутра Казахстана, Беларуҫе, Кӑркӑстана ӑсанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» архивӗнчи сӑн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» йӗркелесе янӑ ырӑ йӑлана малалла тӑсать: «Поэзи баттлӗ» конкурс кӑҫал та иртӗ. Ӑна кӑларӑм кун ҫути курма тытӑннӑранпа 100 ҫул тултарнине халаллаҫҫӗ. Поэзи тупӑшӑвӗ пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, эрнекун, Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче (И.Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт) пулӗ. Хаҫат вулаканӗсене, чӑваш поэзине юратакансене унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас тесен чӑвашла 5 сӑвӑран кая мар вӗренмелле. Хӑвӑр ҫырнӑ сӑвӑсене те калама юрать. Жюри членӗсем ӑсталӑха, хайлава илемлӗ вуланине, хӑйне евӗрлӗхе хаклӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене сертификатпа хавхалантараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе вара парнепе чыслаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ятарлӑ парне выляттараҫҫӗ. Заявкӑсене ҫак номерпе йышӑнаҫҫӗ: 8-967-470-13-38. Сӑн ӳкерчӗкре: пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи — Элӗк округӗнчи Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӗренекен Семен Семенов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Геннадий Исаков тунӑ сӑн Ӗнер, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енре сӑвӑрсем вӑраннӑ. Ҫак пулӑма Геннадий Исаков биолог сӑн ӳкерсе халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницине выранҫтарнӑ. Сӑвӑрсем вӑранни – ҫуркунне ҫитнин палли. Пӗлтӗр ҫак чӗрчунсене пушӑн 19-мӗшӗнче асӑрханӑ, 2023 ҫулта – пушӑн 12-мӗшӗнче. Сӑвӑрсем ытти чух та шӑпах ҫак вӑхӑтра, пушӑн 12-30-мӗшӗсенче, вӑранаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкарта кураксене те асӑрханӑ «Погода 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫуркунне 3 эрне маларах килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗр пирен республикӑри хӑна ҫурчӗсем, хотселсем, халӑха вырнаҫтармалли ытти организаци 3 миллиард тенкӗ ытла ӗслесе илнӗ. Кун пек цифрӑна республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Чӑваш Енре глэмпингсем тӑвассине халалланӑ пресс-конференцире асӑнса хӑварнӑ. Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫа нумайрах ӗслесе илни республикӑна туристсем ытларах килнипе ҫыхӑннӑ. 2024 ҫулта гостиницӑсем, хостелсем тата санаторисем 475 пин ытла хӑнана йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Контактри" сӑн Ӗнер каҫхи 8 сехетре Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Тури Туҫа ялӗнче ҫынна машина ҫапса хӑварнӑ. Шел те, вилмеллех. Ҫак арҫын Елчӗк округӗнчи Кушкӑ ялӗн ҫынни пулни паллӑ. Ӑна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑри патшалӑх служащийӗсем валли ҫӗнӗ вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта тӳре-шара хӑйӗн професси шайне ӳстерме пултарӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнчи тунтикунхи канашлура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнӗсене хамӑр ҫӗршыври программӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. Ку вӑл патшалӑх тата муниципалитет шайӗнче ӗҫлекен 4700 ытла ҫынна пырса тивӗ. Кӑрлач уйӑхӗ тӗлне республикӑри 1271 ӗҫ вырӑнӗнчен 641-шне «Windows» операци тытӑмӗнчен хамӑр ҫӗршыври программистсем шухӑшласа кӑларнӑ «Astra Linux» программа ҫине куҫарнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ порталӗ «Astra Linux» тата «P7-Офис» программӑсемпе ӗҫлеме вӗрентет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Артем Дзюба – чӑваш тымарӗллӗ футболист. Вӑл Раҫҫей футбол историйӗнче чи лайӑх бомбардир пулса тӑнӑ – карьеринче чи нумай гол кӗртсе рекорда ҫӗнетнӗ. Ку ҫитӗнӳ «Крылья Советов» командӑна хирӗҫ вылянӑ Раҫҫей премьер-лигинче палӑрнӑ. Унта Артем 9-мӗш минутра гол кӗртнӗ. Ҫапла вӑл ку таранччен 234 гол кӗртсе Александ Кержаковран та ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |