Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсемпе пресс-конференци ирттерет.

Журналистсем ӑна хӑйне те, видеоҫыхӑну урлӑ та ыйту пама пултараҫҫӗ. Пресс-конференци 11 сехетре пуҫланать.

Эфира Чӑваш наци телевиденийӗпе, Элтеперӗн телеграм-каналӗнче, «Контактри» «Чувашская Республика» ушкӑнра, «Республика 21» телеграм-каналта курма пулать. Ҫавӑн пекех Тӑван радиопа, Наци радиовӗпе итлеме май пур.

Олег Николаев ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

 

Республикӑра

Улатӑрти депутата йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл наркотик упранӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Иван Самойлов – Улатӑр районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл – ача-пӑча спорт шкулӗн директорӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун пек ҫынсен патшалӑх тата муниципалитет управленийӗнче ӗҫлемелле маррине палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Пенза облаҫӗнче Чӑваш Енри рабочисем аварие лекнӗ: иккӗн вилнӗ, улттӑшӗ пульницӑна лекнӗ.

Авари паян ирхи 6 сехетре «Чулхула – Саратов» ҫул ҫинчи Пенза облаҫӗнчи Симанки ялӗ патӗнче пулнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен арҫыннисен машини КамАЗпа ҫапӑннӑ. 1965 тата 1967 ҫулта ҫуралнӑ арҫынсем ҫавӑнтах вилнӗ. Улттӑшӗ йывӑр тата вӑтам аманнӑ.

Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочисем Курск облаҫӗнчен Чӑваш Ене килме тухнӑ.

 

Персона
Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сайтӗнчи сӑн
Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сайтӗнчи сӑн

К.В.иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Любовь Федорована ӗмӗр тӑршшӗпе уйӑхсерен патшалӑх пособине парса тӑма йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ хушӑва 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнчи алӑ пуснӑ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки ку пособие культурӑна аталантарас ӗҫре палӑрнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Любовь Владимировна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 50 ҫул ытла ӗҫлет. Ку таранччен нумай роле калӑпланӑ. Малашне те пысӑк рольсене калӑплама сывлӑх сунатпӑр ӑна!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_7652
 

Республикӑра
memleket.com.tr сайтри сӑн
memleket.com.tr сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре пурӑнакансен газшӑн нумайрах тӳлеме тивӗ. Официаллӑ документа влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫынсем 1 кубла метршӑн 7,42 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вара ку хак 8,16 тенке ҫитӗ.

Газ счетчикӗсӗр «кӑвак ҫулӑмпа» усӑ куракансен те ытларах тӳлемелле пулӗ: хак 8,88 тенкӗ ӳссе 97,92 тенке ҫитӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ каҫмалли понтон кӗпере уҫнӑ. Ун тӑрӑх машинӑсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каҫса ҫӳреме тытӑннӑ.

Кӗпер Ҫӗмӗрле хулине Чулхула облаҫӗнчи Нават ялӗпе ҫыхӑнтарать. Кӗпер тӑршшӗ – 156 метр.

Сӑмах май, пӗлтӗр понтон кӗпере ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑна уҫнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗ нормӑран 1 градус ӑшӑрах пулӗ. Нӳрек те, нарӑс-пуш уйӑхӗсемпе танлаштарсан, ытларах пулӗ. Акан 7-10, 18-21, 26-29-мӗшӗсенче ытларах ҫумӑр ҫума пултарать.

Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче тӑрук сивӗтӗ. Иккӗмӗш декадӑра та сивӗ тӑрӗ. Акан 12-14-мӗшӗсенче 4-6 градус таран сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ӑшӑ, анчах ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш 15 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫӗрлесерен шӑнтма пӑрахӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтпе 2011 ҫултанпа черетре тӑнӑ. 2018 ҫултанпа ҫемье 5 ачаран ытлаллисен списокӗнче черетре пулнӑ. Анчах пӗлтӗр ҫемьене хваттер черетӗнчен кӑларса ҫапнӑ.

Нумай ачаллӑ ҫемьене прокуратура хӳтӗленӗ. Вӑл ҫемьене черете тӑратма хистесе суда тавӑҫпа тухнӑ.

Халӗ хула администрацийӗ ҫемьене 2,5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх ҫурт-йӗр сертификачӗ панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тунӑ. Вӗсене ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн тата сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.

2024 ҫулхи ҫулла ҫав этемсенчен пӗри 20 тата 40 пин сӗтев илсе инкек пулман ҫӗртех инкек пулнӑҫи туса хутсем шӑрҫаланӑ. Ҫав ӗҫе хӑйӗн ӗҫтешне те явӑҫтарнӑ. Суя документсемпе усӑ курса машина хуҫисем 1 миллиона яхӑн тенкӗ страховка укҫи илнӗ.

Айӑпла инспекторсенчен пӗрне халӗ 1 ҫуллӑха, теприне 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. 150 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тата «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне чӗнеҫҫӗ. Вӑл Наци библиотекинче 10 сехетре пуҫланать.

Форумра ҫамрӑк спикерсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ, проекчӗсем пирки чӑвашла каласа кӑтартӗҫ. Вӗсем – тӗрлӗ тытӑмра палӑрнӑ яш-хӗр. Форума йыхравлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/cv_forum
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 3875
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...