Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗ коллективра тӑрӑшакансем хӑйсене лайӑх туйччӑр тесе самай тӑрӑшать. Халӗ унта социаллӑ ӗҫченсемпе занятисен ярӑмне ирттерме тытӑннӑ. «Ҫынсем ӗҫре ывӑнса ҫитнине эпир аван ӑнланатпӑр. Социаллӑ ӗҫченсене вара пушшех те ҫӑмӑл мар. Вӗсем хӑйсем пӑхса пулӑшакан ватӑсемпе сусӑрсен ыратӑвне чӗре витӗр кӑлараҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ центр директорӗ Светлана Милкина. Ҫавна май паян учрежденире Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗпе пӗрле мероприяти ирттернӗ. Асӑннӑ канашӑн пайташӗсем кун пек мероприятие ҫак эрнере тата ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вӑрмар округӗнче пурӑнакан Мария Николаевна Михайловна ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫитнӗ. Мария Николаевна хӗрӗпе пурӑнать. Пурнаҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчӗклех вӑл тӑлӑха юлнӑ, ача чухнех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах йывӑрлӑхсем те унӑн чунне хытарман, вӑл паянхи кун та пурнӑҫпа киленме, шӳтлеме пӗлет. Мария Николаевна хӑнасене тарават кӗтсе илнӗ. Малтанах вӑл хӑйӗн патне Элтепер килнине ӗненмен те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти Пристанционнӑй урамра пушар пулнӑ. Унта вырнаҫнӑ пластик пӑрӑхсем туса кӑларакан завод ҫунма тытӑннӑ. Пушар пирки хыпар ҫӑлавҫӑсене 12 сехет те 50 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна 25 специалист тата 8 техника пырса ҫитнӗ. Вут-ҫулӑм 250-а яхӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, никам та шар курман. Заводпа юнашар пысӑк электричество станцийӗ, бензин тата газ заправкисем, тӗрлӗ производство вырнаҫнӑ, ҫывӑхрах тата вӑрман та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Канаш округӗнчи Яманкасси ялӗн старости Олег Сергеев кашни ҫулах шӑнкӑрч вӗллисем ӑсталать. Ҫак канмалли кунсенче вӑл каллех юратнӑ ӗҫне пуҫӑннӑ – ҫӗнӗ вӗллесем туса йывӑҫсем ҫине ҫӑкнӑ. Уншӑн ку ӗҫ – ӗлӗкхи ырӑ йӑла. «Юнашар пурӑнакан кайӑксем тавралӑха пулӑшаҫҫӗ кӑна мар, пире илемӗпе, хитре юррисемпе те савӑнтараҫҫӗ», - тет Олег Васильевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елчӗк округӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ялӗнче пурӑнакан Герман Герасимов «Ҫамрӑксен хаҫатне» юратса вулать. Вӑл – 82 ҫулта, чунпа ҫамрӑк пулас тесе ҫак кӑларӑмпа тахҫантанпах туслӑ. Герман Петрович хаҫатӑн кашни номерне пухса пырать. Ан хуҫлантӑр тесе линолеум татӑкӗпе ҫавӑрнӑ. Пӗлтӗрхи номерсем те ҫапла упранаҫҫӗ унӑн. Герман Петровичӑн чи юратнӑ рубрики – «Юратупа наркӑмӑш». Вӑл килте машӑрӗпе пурӑнать. Арӑмне инсульт пулнӑ, Герман Петрович ӑна пӑхать. Чунпа ҫамрӑк пулма ӑна юратнӑ хаҫачӗ пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр округӗнче икӗ ял хушшинчи ҫула «Инфраструктура – пурнӑҫ валли» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама палӑртнӑ. Ҫапла Ҫӗнӗ Эйпеҫпе Суйкӑна кӗҫех ҫӗнӗ ҫул ҫыхӑнтарӗ. Ҫак икӗ ялта 1500 пин ҫын пурӑнать. Вӗсемшӗн ку ҫул питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ку ялсенчи чиркӳсене паломниксем те нумай килеҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫула кӑҫалах туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Паянтан Владимир Гладнев Мари Эл сывлӑх сылавӗн министрӗн должноҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Ку должноҫре 2,5 ҫул ӗҫленӗ. Мари Элти министр патшалӑх службинче ӗҫлесе пенси ӳсӗмне ҫитнӗ май хӑйӗн ирӗкӗпе пушӑн 14-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Владимир Гладнева ку вырӑна лартасси пирки Мари Республикин Пуҫлӑхӗ Юрий Зайцев хушу алӑ пуснӑ. Тӗрӗслев срокӗ – ҫул ҫул. Палӑртмалла: Владимир Гладнев 1979 ҫулта ҫуралнӑ, Йошкар-Олари медицина колледжӗнче вӗреннӗ, унтан – Питӗрти И.И.Мечников ячӗллӗ патшалӑх медицина академийӗнче. Кайран Йошкар-Олари 4-мӗш поликлиникӑра, Росздравнадзорӑн регионти управленийӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Абхазире пӗрремӗш президента Владислав Григорьевич Ардзинба халалласа Пӗтӗм тӗнчери уҫӑ турнир иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Каратэ енӗпе иртнӗ турнирта 10-17 ҫулсенчи хӗрачасемпе арҫын ачасем вӑй виҫеҫҫӗ. Чӑваш Енрен 10 спортсмен кайнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ – Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗрекенсем. Андрей Петров кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ, Макар Гурьев вара пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкӗчрӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче 61 султи арҫын кӳршине вӗлернӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫав арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӳрши патӗнче хӑналаннӑ. Ҫавӑн чухне иккӗшӗ тавлашса кайнӑ та пускилне пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан темиҫе хутчен ҫапнӑ, тапнӑ. Суранланнӑ арҫын килӗнчех вилсе кайнӑ. 61 ҫулти кӳрше тӗлӗшпе халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шӑмӑршӑ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Чаткасри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 1-4-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ. Кун пирки Людмила Семёнова-Ульянова вӗрентекен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Пултаруллӑ чӑваш ачисене, вӗсене ертсе пыракансене ҫӗнтерӳ ячӗпе саламлатӑп, малалла та ҫитӗнӳсем сунатӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Улатӑрти общество банкӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Герасимов Василий Герасимович, гоелоги-минереалоги ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кармалитова Роза Николаевна, РСФСР тава тивӗҫлӗ физкультура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин журналистсен союзне йӗркеленӗ. | ||
| Петӗр Петти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |