Хулара
![]() Шупашкарти троллейбуссем ҫинче валидаторсем вырнаҫтарнине эсир асӑрханӑ пулӗ. Чӑваш Енри ҫул укҫине аллӑн мар укҫапа илекен регионти оператор, пӗрлехи транспорт карти (ЕТК), асӑрханӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр валидатор йӗркеллӗ ӗҫлемен иккен. Ҫавна май ҫынсен банк картти ҫинчи укҫа ҫийӗнчех тытӑнса юлман. Хале ҫав укҫана тытса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() https://vk.com/wall-90291590_22285 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти парксенчен пӗринче арҫын выртнине ҫулпа иртсе пыракан ҫын асӑрханӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машинине часрах чӗнсе илнӗ, хӑй вара бригадӑна кӗтсе илнӗ. Тӑнне ҫухатнӑ арҫынна васкавлӑ пулӑшу машининчех пӗрремӗш пулӑшу пама тытӑннӑ, унтан ӑна Хулари клиника пульницине илсе кайнӑ. Арҫын юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать иккен. Иртсе пыракан ҫын васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илмен пулсан вӑл вӑрмантах вилсе каятчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Витрина закупок Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин туянакансен витрини) информаци порталӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна республикӑн Конкурентлӑ политикӑпа тариф патшалӑх служби ӗҫлеттерсе янӑ. Унта патшалӑх тата муниципалитет закупкисемпе ҫыхӑннӑ хыпара вырнаҫтараҫҫӗ. Платформа тӗллевӗ – туянса илнине усӑмлатасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра иртнӗ «Пыл хурчӗ тата ҫын» конгресра чӑваш пылне тивӗҫлипе хакланӑ. Леонид Кудряшовӑн пылӗ 35 ҫӗршывран илсе килнӗ пылсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн тути ҫемҫе, паха. Ку жюрие чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Леонид ӑна Етӗрне округӗнчи Сӑрҫум вӑрман хуҫалӑхӗнче туса илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Ен спортсменки Екатерина Андреева Атӑлҫи федераци округӗнче спорт гимнастики енӗпе иртнӗ чемпионатра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Йошкар-Ола хулинче иртнӗ. Екатерина Андреева нумай енлӗ кӗрешӳре вӑй виҫнӗ. Вӑл пурне те ҫӗнсе малти вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Екатерина Олимп резервӗсен 6-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Раҫҫейри шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑрӗ, шкулпа сывпуллашмалли куна вара ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тесе палӑртнӑ. Ҫакӑн пек сӗнекенни — Раҫҫейӗн ҫутӗҫ министерстви. Шкулсенче савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттернӗ чухне асӑрханулӑх пирки манмалла маррине халех аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() respublika21.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцена ӑстине, оркестр артистне, Марианна Архиповӑна, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Марианна Германовна – скрипка ӑсти. Вӑл Шупашкарти Ф.П. Павло ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Кайран ӑсталӑхне Хусанти консерваторире туптанӑ. Унта унӑн вӗрентекенӗсем Георгий Ходжаев тата Борис Каплун пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Артамонова шаннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче Сергей Геннадьевич Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ пулнӑччӗ. Унччен вӑл ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк ӑшӑ, термометр 12 градус кӑтартать. Анчах ҫил вӑйлӑ, вӑл ыран кӑна лӑпланать. Ыран кӑштах сивӗтӗ, 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Кайран темиҫе кун хӗлпе ҫуркунне кӗрешӗ. Шӑматкун каҫхине йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Термометр «минус» кӑтартӗ, ҫулсем шуҫлак пулӗҫ. Вырсарникун хӗвел пӑхӗ. Каҫхине каллех юр ҫӑвӗ. Чи сивӗ кун ытларикун пулӗ. Каллех ҫил вӑйланӗ. Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурри хӗвеллӗ пулӗ, сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан Роман Решнов социаллӑ контракт пулӑшнипе хӑйӗн мастерскойне уҫнӑ. Унта арҫын ятарлӑ техникӑна юсать. Роман Решнов патшалӑх панӑ укҫапа усӑ курса уҫнӑ мастерскойра ял хуҫалӑх, вӑрман тата ҫул-йӗрпе строительство техникин саппас пайӗсене туса кӑларать тата вӗсене юсать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Улатӑрти общество банкӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Герасимов Василий Герасимович, гоелоги-минереалоги ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кармалитова Роза Николаевна, РСФСР тава тивӗҫлӗ физкультура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин журналистсен союзне йӗркеленӗ. | ||
| Петӗр Петти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |