Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкара Адыгей Республикинчи патшалӑхӑн академи халӑх ташшин ансамблӗ концертпа килӗ. Унти артистсен пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллашма май килӗ.
«Нальмэс» — халӑх ташшин академи ансамбльне 1936 ҫулта йӗркеленӗ. Вал асӑннӑ регионӑн визит карточки шутланать. Коллектива хамӑр ҫӗршывра ҫеҫ мар, тӗнчере те пӗлеҫҫӗ.
Ансамбль репертуарӗ ташӑсенчен ҫеҫ мар, тӗрлӗ трюкпа музыкӑран тӑрать. Сцена ҫине 60 ытла артист тухӗ.
Концерт 19 сехетре пуҫланӗ, 1 сехет те 30 минута пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Николай Карай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |