Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта 55 ҫулти педофил 11 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт подъездӗнче хӗрачана тапӑннӑ. Ача киле таврӑннӑ чухне пулнӑ ку. Вӑл унӑн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ун тӗлӗшпе ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ. Следстви комитечӗ ҫак санӳкерчӗке лайӑх сӑнама ыйтать. Тен, вӑл тата кама-тӑр пусмӑрланӑ. Кун пирки пӗлтерекенсен информацийӗ вӑрттӑнлӑхра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ӗнер кӑнтӑрла Елчӗкре пӗр хӗрарӑм 34-ри ывӑлӗ хӑйне килпетсӗр тытни, вӗлерессипе хӑратни пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫын – унччен судпа айӑпланнӑскер. Полици вырӑна ҫитнӗ. Район прокурорӗ Александр Кудряшов та унта пынӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын пушшех те урса кайнӑ, ҫӗҫӗпе, пӑшал евӗр япаласемпе хӑратма тытӑннӑ. Полицейскисем унпа 2 сехет калаҫнӑ, лӑпланма ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна тытса чарайнӑ. Халӗ тӗрӗслев пырать, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Трак Ен района йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уяв Упири кану центрӗнче иртнӗ. Трак ҫӗрӗ виҫӗ паттӑрпа – Упи, Пипарс, Пайтул – мӑнаҫланать. Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хӑнасене ҫӗр ҫыннин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ пӑхаттирсем кӗтсе илнӗ. Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче пурӑнакан Клавдия Ижетниковӑна, 101 ҫулти ветерана, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Клавдия Гавриловнпа 1942 ҫулта фронта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, автомат ротинче Серпуховшӑн ҫапӑҫнӑ. Унта вӑл йывӑр аманнӑ – кӑкӑрне ванчӑк кӗрсе ларнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Клавдия ача чухнехи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ – вӗрентекен пулнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех педагогикӑра ӗҫленӗ вӑл. Мӑшӑрӗпе 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() lenta.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра мигрантсене хӑш-пӗр тытӑмра ӗҫлеме чаракан хушӑва алӑ пуснӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ют ҫӗршывран килнисен таксире, общество транспортӗнче ӗҫлеме юрамӗ. Мӗн тӗллевпе тунӑ-ха ҫакна? Миграци йӗркисене пӑснӑ тӗслӗх сахалрах пултӑр тата вырӑнти ҫынсен ӗҫе вырнаҫма май пултӑр тесе. Ку чару Казахстан, Армени, Беларуҫ, Кӑркӑсстан ҫыннисене тата Раҫҫейре ӗҫлеме ирӗк илнӗ пысӑк квалификациллӗ специалистсене пырса тивмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Кӑҫал республикӑра ҫуралнӑ пӗрремӗш йӗкӗреше пульницӑран кӑларнӑ. Ку – ӗнерхи савӑнӑҫлӑ пулӑм. Канашра пурӑнакан Семеновсен хӗр Александра тата ывӑл Дмитрий ҫуралнӑ. Вӗсем 38-мӗш эрнере Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ. Нинӑпа Алексейӑн 14 ҫулти хӗр Софья пур ӗнтӗ. «Эпир ҫак саманта нумай кӗтрӗмӗр, акӑ халӗ вӑл ҫитрӗ: ҫемье пысӑкланчӗ!» - свӑнӑҫӗпе пайланнӑ Нина Семенова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Павлов мичман урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫуртра пурӑнакан ҫынсем тунӑ сӑн Шупашкарта темиҫе кун каялла ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче «Водоканал» ӗҫченӗсем канализаци люкне аннӑ чухне ҫӗленсене асӑрханӑ. Ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, вӗсем унтан хурӑн пуҫлӑ икӗ ҫӗлен тата хура ҫӗлен кӑларнӑ та йывӑҫ ҫине ҫакса хунӑ. Кайран вӗсене урам шӑлакан пуҫтарнӑ. Ҫапах ҫынсем ҫӗленсене сӑн ӳкерсе юлнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫав ҫурт ҫывӑхӗнче каллех хура ҫӗлен выртнӑ. Анчах – вилнӗскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутайра икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурта, 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хута янӑскере, реставрацилеме палӑртнӑ. Кун валли хыснаран 39,6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫак шкул – регион шайӗнчи истори пӗлтерӗшлӗ культура обьекчӗ. Подрядчикӑн ҫурт фасадне реставрацилемелле, никӗсне юсамалла, инженер коммуникацийӗсене ҫӗнетмелле пулӗ. Ку ӗҫсене авӑн уйӑхӗн варриччен вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паянхи пек кун хӗл варришӗн – рекорд. Ӗнер терсометр 2,8 градус ӑшӑ кӑтартнӑ. Ахаль те сахал бр ирӗлсех пырать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхне хура ҫӗрпе кӗме пултаратпӑр. Нарӑс мӗнле килӗ? Ытти чухнехинчен ӑшӑрах. Малтанхи кунсенче сивӗ фрончӗ юр илсе килӗ. Кайран антициклон ҫитӗ. Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче хӗвеллӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ: климат нормипе килӗшсе тӑрӗ – вӑтамран 10 градус сивӗ. Уйӑх варринче ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Нарӑс уяр ҫанталӑкпа вӗҫленӗ, кӑнтӑрла хӗвел сывлӑша самаях ӑшӑтӗ: 5 градус таран ӑшӑтма пултарӗ. Нарӑсра кун пек ӑшӑ 90 ҫул пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш эстрада юрӑҫи, «Асамат» ушкӑн солисчӗ Леонид Антонова Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ертсе пыма шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Леонид Антоновӑн культура тытӑмӗнче ӗҫлес опыт пур: 15 ҫул. Вӑл ЧР Культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче те вӑй хунӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 2021 ҫултанпа концерт ӗҫӗн менеджерӗнче ӗҫленӗ. Леонид Антонов И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Филологи» специальноҫ енӗпе вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |