Культура
![]() Чӑваш Енри культура отраслӗнче тӑрӑшакан тата тепӗр икӗ ҫын тава тивӗҫлӗ ята илнӗ. «Культура енӗпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» Йӗпреҫ районӗнчи Тӗп вулавӑш тытӑмӗнчи информаци центрӗн заведующине Елена Ивановӑна тата Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн директорӗн ҫумне Валентина Яковлевӑна чыслама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() наследиечувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирёв «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер¸ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. 46 ҫулти Иван Снигирев — опера юрӑҫи. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Унта преподаватель пулса та ӗҫленӗ, 2004 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшать. 2011-2012 ҫулсенче вӑл П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче соло кафедринче стажировкӑра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ӗҫченӗсем Раҫҫей шайӗнче «Ҫулталӑк инженерӗ-2024» ята тивӗҫнӗ. Виталий Егоров ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес ӗҫре производство процесӗсене сӑнамалли технологисем шухӑшласа кӑларса «Агроинженери» номинацире ҫӗнтернӗ. Антон Степанов вара «Чӑн мар ӑс-хакӑл технологийӗсем» номинацире палӑрнӑ. Доцент выльӑх-чӗрлӗхе лаборатори диагностики тумалли система шухӑшласа кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Сӗнтӗрвӑрринчи 19-мӗш ӗмӗрте тунӑ кивӗ ҫурта реставрацилеме палӑртнӑ. Саккас параканӗ – Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи централизациленӗ клуб тытӑмӗ. Ҫуртӑн тӑррине, чӳречисене юсӗҫ, фасадне ҫӗнетӗҫ, коммуникацисене, урая улӑштарӗҫ, никӗсне ҫирӗплетӗҫ. Вырӑнти ҫынсем реставраци ҫуртӑн истори сӑнне упраса хӑварасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Улатӑр округӗнчи Суйкӑн ялӗнче пурӑнакан Лысовсенчен ял ҫыннисем сӗт, ҫу, тӑпӑрчӑ тата хӑйма туянаҫҫӗ. Марина упӑшкипе пӗрле пысӑк хуҫалӑх тытса пырать. Ӗҫчен ҫемье округ шайӗнчи «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра ҫӗнтерсе республика шайӗнче хӑйсен тӑрӑхӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӗсем унта «Ӗҫчен ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Чӑн-чӑн тӗслӗх шайӗнчи ҫемье! Вӗсем ялта пурӑнса та аталанма май пуррине кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӗллен юлашки эрни мӗнле пулӗ? Паян уяр та сивӗрех ҫанталӑк тӑрать. Ыран кӑштах юр ҫӑвӗ. Юнкун каллех хӗвел тухӗ. Кӗҫнерникун циклон ҫитӗ, юр нумай ҫӑвӗ. Ку эрнери чи ӑшӑ кун пулӗ вӑл – термометр 0 градус кӑтартӗ. Анчах ҫил вӑйланнӑран сивӗрех пек туйӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫӗнче каллех антициклон килӗ, хӗвел пӑхӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӑнтӑрла – 3-5 градус, ҫӗрле 15 градус таран сивӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Канаш хулинче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Унта вара 60 кролик тата 250 путене пулнӑ. Вӗсене ҫӑлайман. Ҫулӑм 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара сӳнтерес ҫӗре 11 специалист, 3 техника хутшӑннӑ. Сӑмах май, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Муркаш округӗнче Патакассинче фермӑра пушар пулсан 30 ӗнене эвакуациленӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 137 пушар пулнӑ, вӗсенче 7 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() finance.mail.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗнче строительство таварӗн хакӗ ӳсӗ. Строительствӑн хӑй хаклӑхӗнче самай вырӑн йышӑнакан тавар 15-20 процент хакланма пултарӗ. Кун пирки «Вектор Проект» архитектурӑпа проект компанийӗн генеральнӑй директорӗ Антон Баксараев пӗлтернӗ. Эксперт шухӑшланӑ тӑрӑх, пуринчен ытла бетон, пӳрт тата ытти хуралтӑ витмелли хатӗр, кирпич, бетонтан туса кӑларна блок, минерал ватин мачӗ, шӑвӑҫ, тимӗр пӑрӑх, щебень, хӑйӑр, кабель, арматура хакланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкартан Муркаш ҫитме 200 тенкӗ тӳлемелле. М-7 ҫулпа кайсан ҫул тӑршше 45 километрпа танлашать. Транспорт унта 1 сехете яхӑн каять. Муркашран Москакассине ҫитме 70 тенкӗ тӳлемелле, Муркашран Москакассине — 80 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Справедливая Россия – Патриоты – За правду» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей — Патриотсем — Чӑнлӑхшӑн) партин регионти уйрӑмӗн председателӗ Анатолий Аксаков Игорь Моляковпа Владислав Солдатова партирен кӑларттарасшӑн иккен. Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, Моляковпа Солдатов парти тата Николаев ятне яраҫҫӗ. Суйлав ҫулӗнче ун пек туни пушшех те вырӑнлӑ мар тесе шухӑшлать иккен. Хӑйӗнпе пӗр партире тӑракан ике депутата мандастӑр хӑварма ыйтса РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков партин тӗп канашне ҫыру шӑрҫаланӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |