Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «В Стране Светлого дня» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта чӑваш юмахӗсем кӗнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма тӗрлӗ ҫулта Семен Шуртаков (1918–2014), Семен Григорьев-Эсрел (1907–1996), Ольга Васильевоа, Надежда Ильина чӑвашлран вырӑсла куҫарнӑ юмахсем кӗнӗ. Юмахсене Виктор Бритвин (1955–2023) художник илемлетнӗ, кӗнеке хуплашкине — Ирина Калентьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Николай Ытарай ҫыравҫӑ, халӑх фольклорне пухнӑ, Раҫҫейри писательсен союзӗ членӗ Николай Ытарай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Курав 14 сехетре уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Степанов министр телеграм-каналӗнчи сӑн Ҫӗрпӳре пурӑнакан ҫемьере виҫӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Порфирьевсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Хальччен ачасем Президент пепкелӗх центрӗнче пулнӑ. Халӗ вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ. Пӗчӗкскерсене киле паян кӑларнӑ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов хӑй те пулнӑ. Вӑл Надежда Нкиолаевнӑпа Петр Николаевича саламланӑ. Порфирьевсен халӗ – 7 ача. Пурте – хӗрачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти гараж кооперативӗсенчен пӗринче хӗрарӑм виллине тупнӑ. 36-ри арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унӑн упӑшки. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун арӑмӗпе упӑшки гаражра пулнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнипе ӑна кӗреҫе аврипе пуҫӗнчен, кӗлеткинчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах тепӗртакран вилнӗ. Тытса чарнӑ арҫын халӗ следстви изоляторӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Елизавета Долгова ҫыравҫӑ тата педагог Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗксен патриотизм конкурсне хутшӑннӑ. Уншӑн вӑл Казахстанри «Bilim-Orkenieti» ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрне тата «Жаңа Қазақстан» пӗрлешӗве тав туса халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Вёл хыпарланӑ тӑрӑх, конкурсра ҫӗнтерни чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш тата пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Конкурса Казахстанри, Кӑркӑстанри, Узбекистанри, Азербайджанри, Туркменистанри тата Турцири хастарсем хутшӑннӑ. Асӑннӑ конкурса тӗрӗк халӑхӗсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес тӗллевпе ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() mosk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра пурӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Моя въездная группа» II конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗ ыран, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Куҫӑн тапхӑр нарӑс уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Мускаври «ЭКСПОЦЕНТРта» иртӗ. Шупашкара кӗнӗ ҫӗре стела вырнаҫтарни тата кӗмелли илемлӗ вырӑн туса хуни ҫул ҫӳрекенсене тата та ытларах илӗртессе шанаҫҫӗ. Хулана кӗмелли вырӑн епле пулмалли пирки хӑвӑр шухӑшӑра Шупашкар хулин музейпа туризм центрне пӗлтерме пултаратӑр. Унӑн телефонӗ +7 (8352) 23-20-31 и 23-20-24. Электрон адрес: tic-cheb@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пур. Вӑл – Алексей Степанов. Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ – 50 ҫулта. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан ФСБ структуринче ӗҫленӗ. Алексей Степанов Иван Даренков вырӑнӗнче пулӗ. Вӑл та ФСБра ӗҫленӗ. Халӗ Олег Николаевӑн – 6 пулӑшуҫӑ: Алексей Степанов, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Алексей Петров, Александр Шкредов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш округӗнче такамсем ҫамрӑк хурӑнсене каснӑ. Ҫакна Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче яла килнӗ ҫемье вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма кайсан асӑрханӑ. Кайран яла хатӗр вутӑ тиесе килни те пулнӑ. Ял ҫыннисем кун пирки вӑрман инспекторне пӗлтернӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ. Ҫамрӑк хурӑнсене ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчен каснине палӑртнӑ вӗсем. Ӑна тахҫан тара илнӗ, анчах халь никам та усӑ курмасть, ҫавна май хурӑнсем шӑтса тулнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче саккуна пӑснӑ тӗслӗх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Сӑнавлӑ театр 2024 ҫулта аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗ ҫине тухнӑ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче театра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Дмитрий Капустин ертсе пыма тытӑннӑ. Вал репертуара тата учрежденин фирма стильне ҫӗнетнӗ. Театра ҫамрӑксем ҫӳреме юратаҫҫӗ. Пӗлтӗр театр 8 премьера сцена ҫине кӑларнӑ. Пӗлтӗр ҫурта тултан тата шалтан юсаса ҫӗнетнӗ. Театра хальхи вӑхӑтри сасӑ, ҫутӑ, видеопроекци оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Учреждени ребрендингне ылмаштарнӑ, логотипа авангард стилӗпе хатӗрленӗ. Театр тӗрлӗ лапама тухса имерсилле стпектакльсем те лартма пуҫласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хавхалану» клуб страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Хавхалану» клубне ҫӳрекенсен черетлӗ поэзи уявне ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки клуб халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Хальхинче раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ поэтсен пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашӑпӑр», — хыпарланӑ унта. Раиса Сарпие, Владимир Андреева асӑнса хӑварнӑ, раштавра ҫуралнисене пурне те йыхравлассине пӗлтернӗ. Мероприяти вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |