Персона
![]() "Контактри" сӑн Етӗрне округӗнчи Уйкас Асламас ялӗнче пурӑнакан Валентина Васильевна Константиновна 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттерме тивнӗ. Вӑл Сӑр хӳтӗлев чиккине те чавнӑ. Валентин Васильевна ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра мӑшӑрӗпе ӗҫленӗ. Вӗсем 3 ача ҫуратса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паянхи кун кинемей ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Валентина Васильевнӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Гладков урамӗнчи тавар илмелли пунктра пӗр каччӑ 100 пин тенкӗ тӑракан курткӑна тӑхӑнса пӑхатӑп тесе каланӑ та таваршӑн тӳлемесӗрех тухса утнӑ. Курьер службинче ӗҫлекен хӗрарӑм каччӑна хӑваласа тытайман. Хаклӑ курткӑна ҫав каччӑ ют ҫын ячӗпе саккас панӑ иккен. Йӗрке хуралҫисем каччӑна шыраса тупнӑ. Вӑл Хусантан пулнӑ, унта IT-сферӑра ӗҫленӗ. 22 ҫулти каччӑ йӗрке пӑтӑрмаха унччен ҫакланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти Дмитрий Князев социаллӑ контрактпа усӑ курса хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ – чехол тата накладка ҫӗлемелли автоателье уҫнӑ. Патшалӑх уйӑрнӑ укҫапа вӑл машинка, оверлок, материал туяннӑ. Унӑн мастерскойӗнче халӗ машинӑри ларкӑчсем валли чехол, йывӑр тиевлӗ машина валли кавир ҫӗлеҫҫӗ. Саккассем Чӑваш Енрен кӑна мар, ытти регионтан та пур. Ку кӑна мар-ха, вӑл маркетплейсра лавкка уҫса таварне унта сутать. Сӑмах май, кун пек пулӑшӑва «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсем юрлӑ пулӗҫ. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать, Шупашкарта – 3-5 сантиметр. Шӑматкун ҫил майӗпен вӑйланӗ. Вырсарникун 17-22 градус таран сивӗ пек туйӑнӗ. Тунтикун 22-27 градус таран сивӗтнӗ пек туйӑнӗ. Ҫитес эрне ку хӗллехи чи сивӗ эрне пулмалла. Шупашкарта кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 20 градус. Хӑш-пӗр районта тата сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн пресс-секретарьне Борис Краснова ӗҫрен кӑларни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку вырӑна ҫын шыраҫҫӗ. Ваканси пирки «Раҫҫейри ӗҫ» федераци порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, 2021 ҫулта Элтепер валли HeadHunter рекрутер урлӑ шыранӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ вырӑнне килекен ҫынна 127-142 пин тенкӗ шалу шантарнӑ. Ҫак вырӑна юриспруденци, филологи, истори, ют чӗлхесен, журналистика енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынна шыраҫҫӗ. Граждан службинче е специальноҫпе ӗҫлесе 4 ҫултан сахал мар стаж пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Валентина Михайлова ӗмӗрне педагогика ӗҫне халалланӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнче вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Вӑтапуҫӗнчи шкулта тӑрӑшнӑ. 1960 ҫултанпа Шупашкарти 15-мӗш вӑтам шкулта асла пионервожатӑйӗнче тимленӗ вӑхӑтрах пединститутра куҫӑнсӑр майпа аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унтан истори учителӗнче тимленӗ. Валентина Михайлова упӑшкипе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Паян 94 ҫулти кинемее Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культурӑпа ӳнер институтӗнче нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Звенящая россыпь талантов» (чӑв. Пултаруллисен янӑравлӑ сасси) концерт кӑтартнӑ. Ӑна Чӑваш музыкин XIV фестивалӗ иртнӗ май йӗркеленӗ. Культура институчӗпе культура училищи фестивале темиҫе ҫул ӗнтӗ хутшӑнать. «Кашни концертрах эпир пирӗн преподавательсемпе студентсем чунтан тӑрӑшса хатӗрленнине асӑрхатпӑр», – тесе палӑртать аслӑ шкулӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Рустам Саиткулов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев отставкӑна каймасси пирки пӗлтернӗ. Аса илтерер: сесси ӗнер иртнӗ. Олег Алексеевич хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Енри халӑхӑн шанчӑкне тӳрре кӑларнӑ, малашне те вӑл ҫапла ӗҫлесшӗн. Аса илтерер: Олег Николаевӑн срокӗ авӑн уйӑхӗнче тухать, ун чухне суйлав пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Кӗҫех Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус ҫула тухӗ. Ку нарӑсри уяв кунӗсенче пуласса шантарать тӳре-шара. Хальлӗхе троллейбуссем обкатка тӑваҫҫӗ, водительсем стажировка тухаҫҫӗ. 61-троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайса Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Маршрут ҫинче пӗтӗмпе 16 транспорт пулӗ. Сӑмах май, унччен ку маршрут пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() zivil.cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти ҫамрӑк воспитательница, 28 ҫултискер, ултавҫӑсен аллине лексе 1,2 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Кӑрлач пуҫламӑшӗнче вӑл тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ. Вӑл хӑй Самарӑра ҫуралса ӳснӗ, Финляндире пурӑнать имӗш. Хайхискер хӗрарӑма инвестицие укҫа хывса тупӑш тума сӗннӗ. Арҫын хӑй ҫапла ӗҫлесе илнине ӗнентернӗ. Воспитательница, икӗ ача амӑшӗ, аппӑшӗнчен кивҫен, банкран кредит илсе укҫана лешӗ каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Кайран, пӗр уйӑхран, хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ та ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |