Шупашкарта пурӑнакан Валентина Михайлова ӗмӗрне педагогика ӗҫне халалланӑ.
Вӑл Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнче вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Вӑтапуҫӗнчи шкулта тӑрӑшнӑ. 1960 ҫултанпа Шупашкарти 15-мӗш вӑтам шкулта асла пионервожатӑйӗнче тимленӗ вӑхӑтрах пединститутра куҫӑнсӑр майпа аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унтан истори учителӗнче тимленӗ.
Валентина Михайлова упӑшкипе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
Паян 94 ҫулти кинемее Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш Енри коммунистсем Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хурапыр ялӗнче Сталин бюстне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗн Ефим Николаевич Дадюковӑн килӗ умне лартнӑ.
Бюста Николай Шемякин скульптор Дадюков мӑнукӗн укҫипе хатӗрленӗ. Округри коммунистсем те пулӑшу кӳнӗ.
Сӑмах май, Сталинӑн тепӗр бюсчӗ Канаш округӗнчи Вӑтапуҫ ялӗнче пур. Вӑл Шемякин килӗ умӗнче вырнаҫнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Тинӗс-ҫар флочӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа темиҫе ялта палӑк уҫнӑ.
Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗнче Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ.
Канаш районӗнчи Ухманта вара Раҫҫей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячӗпе палӑк уҫнӑ.
Патӑрьелсем Тинӗс-ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленӗ.
Ӗнер пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ турӗ. Канаш районӗнче те ҫак куна тивӗҫлӗ ирттерчӗҫ — районти культура ҫуртӗнче ӑсталӑх тулашӗнчи театрсен «Всегда театр» (чӑв. «Театр яланлӑха») ятлӑ фестиваль конкурсӗ иртрӗ.
Пурӗ унта районти 11 ушкӑн хутшӑнчӗ, вӗсен пултарулӑхне культура ҫурчӗн директорӗ О.С. Микушина, информаципе меслетлӗх пайӗн заведующийӗ З.С. Николаева, районти куҫса ҫӳрекен культура ҫурчӗн заведующийӗ В.В. Борисова, культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗн режиссёр-постановщикӗ Н.Ф. Антонова хакларӗҫ.
Профессилле мар театр ушкӑнӗсем пӗр пайлӑ пьесӑсем е спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Ямашри «Ямаш ен» драма ушкӑнӗ (ертӳҫи Краснова М.В.), сӑмахран, Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпҫӑнмасть» спектакль кӑтартрӗҫ. Хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайрӗ — ушкӑн «Чи лайӑх пӗр актлӑ спектакль» номинацире ҫӗнтерчӗ, Мак Макович сӑнарне вылякан Н. Павлова вара «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» номинаци лекрӗ.
Вӑтапуҫри «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн та Н. Сидоровӑн хайлавне лартрӗ — ҫак спектакле (пайне ӗнтӗ) халӑх умӗнче пӗрремӗш хут кӑтартрӗҫ пулин те премьера ӑнӑҫлӑ иртрӗ — «Чи лайӑх спектакль пайӗ» номинацире мала тухрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |