Чӑваш чӗлхи
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ чӑваш классикӗсемпе хальхи авторсен хайлавӗсене чи лайӑх тӗслӗхӗсене упраса хӑварассишӗн нумай тӑрашать. Электрон вулавӑшра республикӑри театрсен артисчӗсем вуланӑ 100 ытла аудиокӗнеке упранать. Литература хайлавӗсене илемлӗ вулас текенсен «Тӑван сӑмах» конкурса хутшӑнма май пур. Конкурса чӑваш чӗлхине сарас тата чӑваш ҫыравҫисен пуян эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 10 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен вулавӑшӑн «Чувашская детская литература» («Проза на чувашском языке» ярӑм) электрон коллекцийӗнчи хайлава вуламалла. Авторсем хӑйсен хайлавӗсене те вулама пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 13-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Чӑваш Енри художниксен союзӗн графика хайлавӗсен «Графика - 2025» куравӗ уҫӑлӗ. Курава йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, графика кирек мӗнле ӳнер енӗн никӗсӗ пулса тӑрать. Графика – сӑнарлӑ ӳнерӗн чи авалхи тӗсӗ-мӗн. Художниксем паян та графикӑна кӑмӑллаҫҫӗ. Куравра тӗрлӗ техникӑпа тата жанрпа хатӗрленӗ ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсен авторӗсем чӑваш тата Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗсем, Раҫҫейӗн художество академийӗн член-корреспонденчӗсем тата ҫамрӑк авторсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин «Кинопоискра» чи лайӑх актерсен ТОП-10 списокне кӗнӗ. Владимир пӗлтӗр экран ҫине тухнӑ «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта ӳкерӗннӗ. Вӑл онлайн-кинотеатрсенче лидерсен позицине йышӑнать. Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ача чухнех вӑл театрпа, литературӑпа кӑсӑкланнӑ, КВНа хутшӑннӑ. 9-мӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти культура училищине вӗренме кайнӑ, унтан Мускавра ӑс пухнӑ, «Щепкӑра» Юрий тата Ольга Соломинсем патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унта ҫитме шантарнӑ. Ыттисене те кайса курма сӗннӗ. Пуйӑса тӳлевсӗрех лекме пулать. Анчах малтан проект сайтӗнче регистрациленмелле. Вӑл нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, пуҫланӗ. Анчах билетсем питӗ хӑвӑрт пӗтеҫҫӗ. Сӑмах май, «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Шупашкарта икӗ хутчен пулнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Куславкка округӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Валентина Чемышева паян 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчӗ вӑл токарь станокӗ умӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Иваново олаҫӗнче вӑрман каснӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кӑштахран Валентина тӑван ялне таврӑннӑ. 1947 ҫулта хӗр хӑйсен ялӗнчи Алексей Чемышевпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳсиернӗ. Халӗ кинемей 13 мӑнукпа, 22 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать Пурнӑҫӑн пысӑк пайнӗ вӑл ял хуҫалӑхне халалланӑ, выльӑх пӑхнӑ. Пенсие тухсан та ӗҫлеме пӑрахман вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Лица Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ сӑнӗсем) сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернеренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ Сӑнӳкерчӗксенче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем сӑнланнӑ. Вӗсен ҫамрӑк чухнехи тата хальхи сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Курава аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн логотипӗпе илемлетнӗ. Кашни ветеран ҫинчен кӗскен каласа кӑтартнипе пӗрлех вӗсен кунҫулӗпе тӗплӗнрех паллашас текенсен QR-кодпа усӑ курма май пур. Курав ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Белов. chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче республикӑри тата тепӗр пуҫлӑха ӗҫрен кӑларнӑ. Маларах эпир Чӑваш Енӗн строительство экспертизин тата хаксене йӗркелекен центрӗн директорне Ольга Ахмеевӑна ӗҫрен кӑларнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара Республикӑн Пӗрлехи заказчикӗн службин директорне Олег Белова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Асӑннӑ организаци республикан Стройминне пӑхӑнса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Патӑрьел округӗнчи Елизавета Алексеевна Демьянова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ тумхахлӑ пулнӑ, анчах хуҫӑлса ӳкмен вӑл. 7-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти музыка училищине вӗренме кайнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан унтан пӑрахса медсестрана вӗренме шутланӑ. Кайран вӑл Чкаловри пульницӑра аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. Елизавета Алексеевна мӑшӑрӗпе 5 ача ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукпа, 8 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра тӗтреллӗ ҫанталӑк паян тата ыран пулӗ. Юнкун ҫил вӑйланӗ, тӗтре сирӗлме тытӑнӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Шупашкарта 5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче Арктика енчен сывлӑш килме пуҫлӗ. Тинех хӗвел тухӗ. Каҫсерен 20 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне тӑршшӗпех сивӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗлтӗр «Пушкин карттипе» культура учрежденийӗсем 162 миллиона яхӑн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Пӗтӗмпе 161,8 миллион билет сутнӑ. Ҫамрӑксем ытларах театра тата кинотеатра ҫуренӗ. Чӑваш Ен, Раҫҫейӗпе илес тӗк, «Пушкин карттипе» усӑ курассипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна ҫамрӑксене паспорт илнӗ чухне пама сӗннӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденийӗсем «Пушкин карттипе» 500 миллиона яхӑн тенкӗ ӗҫлесе илме пултараҫҫӗ. Хальлӗхе 30 процентне кӑна ӗҫлесе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |