Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарпти ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче Строительсен урамӗнчи 50-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте тухнӑ. Пӑтӑрмахшӑн кил хуҫи хӑй айӑпла иккен. 61 ҫулти арҫын пирус чӗртсе янӑ та ӑна сӳнтермесӗрех ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Унӑн матрасӗ ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм шӑршине сиссен кӳршисем арҫынна вӑратнӑ, пушарпа кӗрешекенсене чӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Роман Загуменный. 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче «Лексус» автомобиль пӗр кунхине светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах малалла вӗҫтернӗ. Вӑл ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ ҫынсене чутах ҫапса хӑварман. Ҫакна Роман Загуменный ятлӑ арҫын асӑрханӑ. Хӑйӗн машининчи видеорегистратор ҫинче сӑнланнӑ пӑтӑрмаха патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене ярса панӑ. «Лексус» рулӗ умӗнче 39 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ иккен. Ӑна 1500 тенке штраф ҫырса панӑ. Пӑтӑрмаха тепре лексен штраф виҫи 7500 тенке пулассине, хӑйне вара 4,5 ҫуллӑха водитель прависӗр хӑварма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче сӗмсӗр пӗр водитель кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене ҫӳремелли тротуара пӳлсе хунӑ. Асӑннӑ парковка хулари поликлиникӑсенчен пӗрин умӗнче пулнӑ. Ҫавна асӑрханисем сӑн ӳкерсе патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхен инспекторӗсене ярса панӑ. Инспекторсем «Лада Гранта» автомобилӗн хуҫи 76 ҫулти арсын пулнине палӑртнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра пурӑнакан, социаллӑ учрежденисен социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса тӑракан ватӑсене ҫак кунсенче пылак ҫимӗҫпе — зефирпа — савӑнтараҫҫӗ. Пылак парнене «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ уйӑрса панӑ. Асӑннӑ фонд ватӑсене унччен те тимлӗх кӳмен мар. Килӗсене газ кӗртмен, сахал тупӑшлисене вӑл пӗрер машина вутӑ та уйӑрса парать. Ватӑсем фонда тав тӑваҫҫӗ. «Парни мар, тимлӗх уйӑрни паха», — тенӗ, сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 86 ҫулти Александр Егоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Элтепер телеграм-каналӗнчи сӑн Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли курс уҫӑлнӑ. Вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ представительствинче вырнаҫнӑ. Чӑваш чӗлхине вӗренме тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессири ҫынсем килеҫҫӗ. Малтанхи занятисенче вӗсем чӑваш алфавитне, уйрӑм сӑмахсене калама вӗренӗҫҫӗ, вуласа та пӑхаҫҫӗ. Курс ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Анчах Мускав ҫыннисем ӑна халех тӑстарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнарти музейра ҫимелли чечек мӗнле тӑвассипе ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Кӑлпасси, сыр, мӑйӑр... – тӗрлӗ ҫимӗҫпе усӑ курса вӗсем хитре ҫыхӑ хатӗрленӗ. Мӗроприяти хыҫҫӑн пурте сӗтел хушшине ларса пылак ҫимӗҫпе чей ӗҫнӗ. Пурне те килӗшнӗ. Ҫавӑнпа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне те ҫавнашкал мероприяти йӗркелеме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ҫак кунсенче «Ҫулталӑкри инспектора» палӑртнӑ. ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн ҫул-йӗрпе патрулӗн уйрӑм батальонӗн аслӑ инспекторӗ Сергей Николаев тивӗҫнӗ. Вӑл шалти ӗҫсен органӗсенче 6 ҫул ӗҫлет. Пӗлтӗр вӑл ӳсӗр тата правсӑр 100 ытла водителе тытса чарнӑ. Ҫапла вӑл миҫе ҫынна инкекрен ҫӑлнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ӑна ЧР ШӖМӗн ертӳҫи Виктор Шметков панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Лучшие практики в изучении родного языка» (чӑв. Тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫри чи лайӑх тӗслӗхсем) фестиваль ирттерӗ. Регионсем хушшинчи IV фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркелӗҫ. Унта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен преподавательсем хутшӑнма пултарӗҫ. Хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче ӗҫлекенсене те хапӑл тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Литература музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Литература музейӗнче «Чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ» курав уҫӑлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Курава уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ Марина Карягина тележурналист асӑннӑ пулӑм пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпани сайтӗнче акӑ епле ҫырса кӑтартнӑ: «Поэт, художник, этнограф, фольклорист, куҫаруҫӑ, чӗлхеҫӗ, педагог, музыкант, фотограф - ҫакӑн чухлӗ пултарулӑх уҫма пултарнӑ ҫамрӑк Кӗҫтенттинре Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. Чире пула 25 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлман пулсан, тата мӗн чухлӗ хайлав хӑварнӑ пулӗччӗ Пушкӑртстан ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ывӑлӗ. Куравра, тӗпрен илсен, Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи экспонатсем. Ҫав шутра — Константин Иванов хӑй йывӑҫран ӑсталанӑ пичет машинки те. Паллах, «Нарспи» поэмӑна чи малтан илемлетнӗ ӳкерчӗксем те хисепре». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ» концерт иртӗ. Ӑна Чӑваш музыкин XIV республикӑри фестивальне йӗркеленӗ май ирттерӗҫ. Концерт вӑхӑтӗнче халӑх юррисем тата хальхи вӑхӑтри авторсем илемлетнӗ юрӑсем янӑрӗҫ. Программӑна, сӑмахран, чӑваш эстрадин иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче хит шутланнӑ «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм», «Куҫ харшисем»; с«Шупашкар», «Анне», «Ахаль мар», «Ырӑ сунар» хальхи эстрада юррисем янӑрӗҫ. Вӗсене Александр Сергеев, Геннадий Борисов, Николай Казаков, Андрей Галкин, Сергей Степанов тата ытти композитор хайланӑ. Концерта «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» ансамбльсем тата «Nota «G» таша ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |