Шупашкарта пурӑнакан Вера Ятманова паян 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа тӗрлӗ шайри тӳре-шара килне пырсах саламланӑ. Хӑйне пӑхса тӑракан Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем те ватта чунтан хисеп тунӑ.
Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра ҫуралнӑскерӗн ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑлах пулман пулин те зоотехника вӗренсе тухма пултарнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӗсенчен пӗри ҫук ӗнтӗ (вӑл пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ), тепӗр хӗрӗ питех те аякра пурӑнать. Кинемейӗн пӗр мӑнук тата мӑнукӗн икӗ ывӑлӗ пур.
100 ҫулхи кинемей кил-тӗрӗшӗнчи чылай ӗҫе паян кун та хӑех пурнӑҫлать, апатне те пӗҫерсе ҫиет. Анчах вӑл урама тухса ҫӳремест. Пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынна хальхи вӑхӑтра Светлана Акимова социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пырать.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Мускавра Александр Хван режиссёр пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Александр Хван Шупашкарта 1957 ҫулта ҫуралнӑ.
Ӑна 1992 ҫулта ӳкернӗ «Дюба-дюба» фильм тӑрӑх нумайӑшӗ пӗлет-тӗр. Асӑннӑ ӗҫри тӗп сӑнара Олег Меньшиков калӑпланӑ. Асӑннӑ ӗҫ нумай кинофестивале ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ. Александр Хванӑн паллӑрах ӗҫӗсем хушшинче ҫавӑн пекех — «Кармен», «Умирать легко» фильмсем.
Васкавлӑ пулӑшу службин ӗҫченӗсем 48 ҫулти хӗрарӑма вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӗрарӑм Шупашкарти Ленин районӗнчи дачӑра пулнӑ. Вӑл сывлама йывӑррине, йӗпе тар тапса тухнине, юн пусӑмӗ чакса кайнине, хырӑм ыратнине пӗлтернӗ.
Васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна тухса кайнӑ, анчах кирлӗ адреса тупайман. Хӗрарӑма япӑх пулса кайнӑран вӑл тек калаҫайман, унпа тепре ҫыхӑнса адреса уҫӑмлатма май килмен. Бригада парӑнман, адреса ҫине тӑрсах шыранӑ.
Шӑнкӑрава йышӑннӑ фельдшер Наталия Князева геоданнӑй тытӑмӗ урлӑ ҫывӑхра администраци ҫурчӗ пуррине асӑрханӑ. Тухтӑрсем унта кайнӑ, хуралҫӑ вӗсене кирлӗ адреса кӑтартса янӑ.
Тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ ҫӗре хӗрарӑмӑн шок пулма ӗлкӗрнӗ. Инфаркт пуль тесе ӑна Кардиологи диспансерне илсе кайнӑ. Анчах унӑн панкреатит пулнӑ иккен. Халӗ хӗрарӑм Хулари клиника больницинче реанимаци уйрӑмӗнче выртать.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем больницӑра выртакан хӗрарӑмӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ.
Ҫулланнӑ хӗрарӑма ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти «Энергозапчасть» общество чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ. Ун ҫумӗнче документсем пулман, ҫынпа вӑл калаҫмасть.
Сӑнпа пӑхсан, хӗрарӑм 70-сенче пек курӑнать, хӑй 155-160 сантиметр ҫуллӗш, начаркка кӗлеткеллӗ, ҫутӑ ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ сӑрӑрах кӑвак тӗслӗ.
Хӗрарӑмӑн алли ҫинче татуировкӑсем пур. Ятсӑр пӳрнин шал енне «чӗре+чӗре=Л» евӗр паллӑсем ӳкерсе хунӑ.
Йӗрке хураҫисем хӗрарӑмӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ.
Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр ҫуртра юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ пушарта ватӑ хӗрарӑм шар курнӑ. Беспалов урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пурӑнакан 83 ҫулти кинемее больницӑна илсе кайнӑ.
Карчӑк тӑваттӑмӗш хутра пурӑннӑ. Пушар балкон ҫинче тухнӑ. Вут-ҫулӑм алхаснине сиссе ҫӑлавҫӑсене кинемейӗн кӳршисем чӗнсе илнӗ.
Пушара сӳнтерме 5 техника пырса ҫитнӗ, ҫуртра пурӑнакан ҫынсене эвакуациленӗ.
Кил хуҫин хваттерӗ сиенленнӗ. Пушара сӳнтерекенсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑмпа кинемей тимсӗр пулнӑран инкек тухнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашарти Мускав ҫыранӗнче Атӑлта 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ.
Ку инкек каҫхи 7 сехетре пулнӑ.
Арҫын ача виллине ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем туртса кӑларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ача юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, инеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Шупашкар тӗп архитекторӗ ҫӗнелнӗ. Халӗ унӑн пуканне Вениамин Мамуткин йышӑннӑ. Кун пирки Алексей Ладыков ҫӗртмен 30-мӗшӗнче иртнӗ пухура пӗлтернӗ.
«Вениамин Мамуткин конкурс витӗр тухнӑ, паянтан хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑнать. Унччен вӑл Йошкар-Олара архитекторта ӗҫленӗ, унӑн опыт нумай», - тенӗ Алексей Ладыков.
Шупашкарӑн унчченхи архитекторӗ Александр Шевлягин кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӑл унта 2012 ҫулхи ҫулларанпа вӑй хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |