Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть«Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ Валентина Алексеева Шупашкара килнӗ, Республикӑри ача-пӑча пульницинчи пӗчӗк пациентсемпе курса калаҫнӑ. Вӑл онкологипе гематологи уйрӑмӗнче сипленекен ачасене пӗчӗк сувенирсем парнеленӗ. Валентина Пирогов ячӗллӗ Вырӑс наци тӗпчев институтӗнче тӳлевсӗр вӗренет. Унччен Шупашкарти 5-мӗш гимназире ӑс пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
transphoto.org сайтри сӑн Шупашкарти 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене улӑштарӗҫ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкара «Горожанин» ятлӑ 40 ҫӗнӗ троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене федераци хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Пӗр троллейбус 12,2 милион тенке ларӗ. Троллейбуссен урайӗ ҫӳллӗ пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Телеграмри «Пуринчен малтан» каналтан сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре 17-ри каччӑ амӑшӗпе ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ арҫынна вӗлернӗ. Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫав яш ӳсӗр пулнӑ, амӑшӗн арҫыннипе харкашу тухнӑ. Ҫав самантра ҫӗҫӗ ярса тытса ӑна темиҫе хутчен чикнӗ. 43 ҫулти арҫыннӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Ҫул ҫитмен ҫамрӑка тытса чарнӑ, уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артисчӗ Виктор Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Театрта палӑртнӑ тӑрах, Виктор Иосифович – ят ҫеҫ мар, легенда. Сцена ҫинче 40 ҫул вылянӑ хушӑра вӑл 350 ытла роль калӑпланӑ. Вӑл театрта ӗҫленипе пӗрлех музыкант тата диктор пулнӑ. Чӑваш радиона итлекенсем ӑна «чӑваш Левитанӗ» те тенӗ. Виктор Родионов «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ» спектакльти Иван Яковлев сӑнарӗшӗн К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» регионсем хушшинчи III фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Мероприяти Чӑваш Енре паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянинапа Владимир Милютин ячӗпе хисепленет Конкурса Куславккасен ентешлӗхӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Фестивале хутшӑнма 90 заявка ҫитнӗ. Пурӗ 900-е яхӑн ташӑҫӑ хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Конкурса Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Мари Элти коллективсем те хутшӑннӑ. Конкурсра чӑваш, мари, тутар, бурят, таджик, чикан, авар, инди ташшисене кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Чернобыльти АЭСри аварие пӗтернӗ ҫӗре хутшӑннӑ Иван Алексеева «Вилекенсене ҫӑлнӑшӑн» медаль пама йышӑннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Анчах, шел те, Етӗрне округӗнче пурӑннӑ Иван Алексеев 2000 ҫулта вилнӗ. Медале унӑн йӑмӑкне панӑ. Сӑмах май, кӑҫалхи ака уйӑхӗ тӗлне республикӑра 723 чернобылец пурӑннӑ. Тӑватӑ ҫул каяллахипе танлаштарсан, 311 ҫын сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Вӑрнар округӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӗтӳ пӑхма кайсан ҫухалнӑ. Ӑна тӑватӑ кун шыранӑ. Нина Степановна Зубова ҫухални пирки юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ун патне тӑванӗсем шӑнкӑравласа ҫитеймен. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма полицейскисем, нимеҫӗсем шыранӑ. Тӑваттӑмӗш кунхине вӑл хӑйех ҫул тупса сукмак ҫине тухнӑ. Унта ӑна водитель асӑрханӑ та киле илсе ҫитернӗ. Кинемей кайран ҫапла каласа кӑтартнӑ: пӗрремӗш кун вӑл сунарҫӑ пӳртӗнче ҫӗр каҫнӑ, кайран – вӑрманта. Вӑл ӑна шыранӑ ҫынсен сассисене илтнӗ. Анчах урипе аптӑранӑран вӗсем патне ҫитеймен. Халӗ хӗрарӑм пульницӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Марина Карягина 55 ҫул тултарнӑ. Тепӗр икӗ кунтан, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче унӑн икӗ кӗнекине хӑтлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Поэта, прозаика, драматурга, тележурналиста саламлама пынисем Марина Карягинӑн «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекисене пахаланӑ. Вӗсен йышӗнче сумлӑ нумай ҫын пулнӑ. Ҫав шутра — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйӗсем те. Учреждени директорӗ, филологи наукисен докторӗ Юрий Исаев, Виталий Родионов, Альбина Мышкина, Вера Никифорова, Ирина Кириллова литературоведсем тата ыттисем Марина Карягина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
news.myseldon.com сайтри сӑн Чӑваш Енре «Чи лайӑх участковӑй» кам пулса тӑнӑ? Каллех Сергей Ипатьев. Вӑл ҫак ята тӑваттӑмӗш хут тивӗҫет. Полици майорӗ Сергей Ипатьев - Канаш округӗнчен. Вӑл – 34 ҫулта, участковӑйӗнче 12 ҫул ӗҫлет. Сӑмах май, конкурса 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗр ҫын унта 4 хут ҫӗнтерни пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
freepik сайтри сӑн Республикӑра «Ӳсӗр водитель» рейд вӑхӑтӗнче 60 ытла ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Пиллӗкӗшӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Рейдра ҫул-йӗр инспекторӗсене ахаль ҫынсем тӗ пулӑшнӑ. Акӑ тӗслӗхрен юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫынсем Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче йӗркене пӑсакан водителе асӑрханӑ. Вӑл хирӗҫ ҫулпа та пынӑ. Ӑна Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. Унӑн права та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |