Спорт
![]() "Контактри" сӑн Мария Мамаева мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Анчах вӑл пуҫ усмасть, спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Нумаях пулмасть хӗрача Хусанта иртнӗ ӑмӑртура «Акватлон: ишни тата чупни» дисциплинӑра тупӑшнӑ. Марийӑпа юнашар спортӑн ку тӗсӗнче палӑрнӑ Светлана Соколова ӑмӑртнӑ. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чеб.ру сайтри сӑн Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче «Ҫӗмӗрле – Вӑрнар» перегонра пуйӑс ҫынна таптаса кайнӑ. Машинист чарӑнма хӑтланнӑ, анчах ҫынна таптаса каяссинчен пӑрӑнайман. Чукун ҫул ҫинче пулнӑ арҫын вилмеллех аманнӑ. Унӑн ывӑлӗ кун хыҫҫӑн питӗ куляннӑ. Ҫавна май Чӑваш транспорт прокуратури кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ тавӑҫа пӑхса тухнӑ, «РДЖ»-на 90 пин тенке яхӑн тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку – кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тата пытарнӑшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗҫӗр республикӑра юр ҫума тытӑннӑ. Вӑл ыранччен ҫӑвӗ. Ҫӗрле ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, талӑкра 7-12 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарӗ. Ытларикун юр ҫумӗ. Кӗҫнерникун каллех юр ҫӑвӗ. Эрнекун та чарӑнмӗ, ҫил урӑх енчен вӗрме тытӑнӗ те ҫанталӑк сивӗтӗ. Эрне тӑршшӗпе 1-6 градус сивӗ пулӗ, канмалли кунсенче 5-10 градус таран сивӗтӗ, каҫхине 11-13 градус сивӗ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере кӑштах ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑвашинформ тунӑ сӑн Ку эрнерен Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев отпускра пулӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, вӑл отпуска яланхи пекех Раҫҫейре ирттерӗ. Ҫапах вӑл республикӑри пулӑмсене сӑнасах тӑрассине, ҫыхӑнурах пулассине пӗлтернӗ. Олег Николаев юлашки хутчен отпускра пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкав ялӗнчи Ульянов урамӗнче пурӑнакансем машина тепри ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗ. «Шевроле Нива» автомобиль ҫултан тухса кайса «Хендай» машина ҫине пырса кӗнӗ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнче 80 ҫулти водитель пулнӑ. Инкеке асӑрханӑ ҫын водитель патне чупса пынӑ. Ӑна япӑххине кура вӑл васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Автомобилистӑн ҫул ҫинче инсульт пулнӑ иккен, ӑна васкавлӑн пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах патшалӑхӗн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем чирленӗ вӑхӑтра руль умне ларма юраманнине аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнчи Анатри Хурасанти арҫын почтальона вӗлернӗ те унӑн укҫине пуҫтарса чикнӗ. Хӗрарӑм ҫухалнӑ хыҫҫӑн тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӑл пӗрмай пӗр арҫынпа калаҫнине палӑртнӑ. Хӑй ҫуралнӑ кун та ҫав ҫынпа калаҫнӑ иккен. Анчах 51 ҫулти арҫын туннӑ, эп ӑна пӗр ялтан тепӗр яла ҫитерсе ятӑм ҫеҫ тесе турткаланнӑ. Тӗрӗссипе, иикӗш хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Вӑл ӑна кӗленчепе пуҫӗнчен ҫапнӑ, хӗрарӑм тӗнне ҫухатнӑ. Унтан ӑна машинӑран туртса кӑларнӑ та пӑвса вӗлернӗ. Вилене вӑрманти ҫырмана пенӗ, ҫулҫӑпа тата туратпа хупланӑ. Машинӑра хӗрарӑмӑн сумки тӑрса юлнӑ, унта ялти ватӑсене памалли 200 пин тенкӗ пулнӑ. Ӑна арҫын кӑларса илнӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пульницӑна икӗ ача лекнӗ. Вӗсем Вутланти шкулта вӗренекенсем пулнӑ. Ачасем хӑйсене япӑх туйнӑ, вар пӑсӑлнине, ӑш пӑтраннине пӗлтернӗ. Вӗсене пульницӑна вырттарнӑ. Ҫавӑн пек нушаланакансем татах пулнӑ. Темиҫе ача тата шкулта ӗҫлекенсем. Вӗсем килте сипленеҫҫӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем шкулти столовӑй апачӗпе наркӑмӑшланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Атӑл Опера» театр сцени ҫинче Чайковский музыки янӑрӗ. Шупашкара «Академия Русской Музыки» (чӑв. – Вырӑс музыкин академийӗ)оркестр килӗ. Мускаври ҫав коллектив паллӑ вырӑс композиторӗн паллӑ хайлавӗсемпе – «Лебединое озеро», «Спящая красавица», «Щелкунчик» – килӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫав коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ ушкӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Федоров сенаторӑн, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн, «Контактра» халӑх тетелӗнче страница пур. Анчах ӑна хӑй сенатор тытса пымасть иккен. Ӑна кам уҫнине, постсене кам лартса пынине Николай Васильевич хӑй те пӗлмест. Кун пирки вӑл «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра каланӑ. Сенатор Роскомнадзор урлӑ страницӑна блокировка тума палӑртман. Страница ӑна нимле сиен те кӳмест-мӗн. «Ҫак интервью хыҫҫӑн ятсӑр автор туйӑнать, манпа тӗл пулма кӑмӑл тӑвать пулсан ӑна чейпе хӑналӑп, чунран «Тавах» тейӗп», – тенӗ Николай Федоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Хусанта самбо енӗпе гран-при финалӗ иртнӗ. Чӑваш Ен спортсменӗсем унта 3 медаль ҫӗнсе илнӗ. Татьяна Федорова 50 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫсе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, София Емелюкова вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Илья Алексеев 88 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |