Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӑтам професси вӗренӗвӗн кунӗпе саламланӑ. «Эсир, хастар чунлӑ та пултаруллӑ педагогсемпе наставниксем, хӑвӑрӑн тарӑн пӗлӗвӗрпе паха опытӑра ҫитӗнекен ӑрӑва парса, экономика отраслӗсене пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсемпе тивӗҫтерсе ҫӗршывӑмӑрӑн пуласлӑхне хывас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑратӑр. Сирӗн ӗҫӗр – професси ҫеҫ мар, чун туртни те. Эсир студентсене ҫи-тӗнӳсем тума хавхалантаратӑр, вӗсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама тата пурнӑҫра ӑнӑҫуллӑ пулма пулӑшатӑр», — тенӗ Элтепер республикӑн влаҫ органӗсен официалла порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра. Сӑмах май каласан, паянвӑтам професси вӗренӗвӗн тытӑмӗнче 1500 ытла преподавательпе производство вӗрентӳҫи вӑй хурать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери втатисен кунӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова отрасльти ветерансемпе тӗл пулнӑ. Уява халалланӑ ҫавра сӗтеле Шупашкар хулинчи халӑхан социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ирттернӗ. Министр ӗҫ ветеранӗсем обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса, вӗсен опычӗ социаллӑ сферӑра та кирлине асӑнса хӑварнӑ. «Эпир сирӗн эткерлӗхе хаклама тата упраса хӑварма тивӗҫ», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чи хастар кӗмӗл волонтерсене палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 хастар ватӑ хутшӑннӑ. Вӗсене 4 номинацире хакланӑ. «Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мария Кольцова «Хӑвӑн ӑшшуна ыттисене парнеле» программӑпа палӑрнӑ. «Волонтер-наставник» номинацире Элӗк тӑрӑхӗнчи Виталий Ефимов «Шахмат — ӑнӑҫу ҫулӗн шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗ» практикӑпа мала тухнӑ. Шупашкарти Ирина Александрова — чи лайӑх «Эко-волонтёр». «Социаллӑ экспресс» номинацире те Шупашкарти кинемей ҫӗнтернӗ¸ вӑл — Алевтина Степанова. Ватӑ ҫын «Ретрогварди» театр студине ҫӳрет. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтерсен республикари форумӗнче чыслӗҫ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехетре Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчи эрнере 6 кун ӗҫлеме тивӗ. Вӑл юпан 28-мӗшӗнче пуҫланӗ те чӳкӗн 2-мӗшӗнче, шӑматкун, вӗҫленӗ. Вӑл кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ. 6 кун ӗҫлесен те вырсарникунпа тунтикун кӑна канӑпӑр: чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче. Мӗншӗн тесен чӳкӗн 2-мӗшӗшӗн эпир ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каннӑ. Ҫапах савӑнӑҫли те пур: ун хыҫҫӑнхи эрне кӗске пулӗ: чӳкӗн 5-8-мӗшӗсенче ӗҫлӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
sh-kyzylyurtskaya-r91.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри вӗрентекенсене награда парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Шупашкар округӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх усителӗ» ят панӑ. Шупашкарти 3-мӗш лицей вӗрентекенӗ Марина Гордеева тата 62-мӗш шкулти Наталья Климова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн Канаш округӗнчи Янкӑлч ялӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри шыв» акци иртнӗ. Унта Янкӑлчри шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасем таврара йӑваланакан ҫӳп-ҫапа михӗсене пуҫтарнӑ. Уйӑрса панӑ территорие вӗсем йӑлтах тасатнӑ. Пӗтӗмпе виҫӗ михӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
ru.freepik.com сайтри сӑн Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен амӑшӗн капиталне индексаци тӑвӗҫ. Ҫапла вӑл 7,3 процент ӳсӗ. Ҫитес ҫул нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш ачана ҫуратнӑшӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 676 пин тенкӗ пулӗ. Иккӗмӗшӗшӗн параканни вара 893 пин тенке ҫитӗ. Хальхи вӑхӑтра амӑшӗн капиталӗ /пӗрремӗш ачашӑн/ 630,4 пин тенкӗпе танлашать. Иккӗмӗш ачана ҫуратсан вара 834 пин тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вера Иванова сӑнӳкӗрчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем хулари халӑхн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче туптаҫҫӗ. Паян, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, учрежденире ҫӗнӗ проект хута кайнӑ. Ватӑсене ӳкерме Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Фёдоров вӗрентнӗ. Пӗрремӗш занятире кинемейсене вӑл натюрморт ӳкерме сӗннӗ. Ку енӗпе, паллах, хӑй вӗрентсе, кӑтартса, пулӑшса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тахҫан тунӑ ҫӑлкуҫа ҫӗнетнӗ. Ку ӗҫе ялти хастар ҫынсем хутшӑннӑ. «Пирӗн ҫӑлкуҫсем, Ҫӗр айӗнчен тухса тӑраканскерсем, нихӑҫан та тапма чарӑнман. Ҫак ҫӑмӑлах мар ӗҫе хутшӑннӑ хастар ҫынсене пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Эпир пӗрле – вӑй!» - савӑнӑҫлӑн пӗлтернӗ мӑштавӑшсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра пынӑ «Гранта» ҫине пырса кӗнӗ. Медпулӑшу машини ҫутнӑ сигналсемпе пынӑ. Икӗ транспорт та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Медпулӑшу машининче ача кӗтекен хӗрарӑм пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 18-та, ӑна Шупашкара илсе кайма тухнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, унӑн сывлӑхӗ аванах. Фельдшерсене те медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |