Хӗсмет
cheb.mk.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланнӑ. Кӑҫалтан 30 ҫула ҫитнисене те ҫара илме пуҫланӑ. ЧР ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи призыв 10 процент ытларах пулать - ҫара 1110 яша илме палӑртнӑ. Вӗсем службӑра 12 уйӑх пулӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑна юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӑсатӗҫ. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑран салтака кайнӑ каччӑсен йышӗ 1 пинрен кӑшт ытларах Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
"Чеб.медиа" сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанине интервью панӑ, авӑн уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Олег Алексеевичран вӑл хӗл валли пахча ҫимӗҫ консервлани пирки ыйтнӑ. Вӑл ку ӗҫпе мӑшӑрӗпе пӗрле аппаланнине каланӑ. Элтепер ялта тӑванӗсем патӗнче пахча ҫимӗҫ пуҫтарнине, хӑйсен килӗнче те йӑрансем пуррине каланӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк ҫурӑ каялла тӳрӗ линире Олег Алексеевич чи юратнӑ апачӗ хуппипе пӗҫернӗ ҫӗрулми пулнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар округӗнче юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пушар пулнӑ: пилорама ҫуннӑ. Карачура ялӗнче пилорамари пӗр цехра ҫулӑм тухнӑ. Пушарта йывӑҫ, хӑма типӗтмелли хатӗр ҫунса кайнӑ. Пилорама пӳлӗме йӑлт хӑрӑмланса ларнӑ. Пушар электросеть йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ тесе палӑртнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1132 пушар пулнӑ, вӗсенче 42 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн кӑнтӑртан ӑшӑ сывлӑш килме пуҫланӑ. Ытларикун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, 17-22 градус пулӗ. Анчах ыран каҫхинех сивӗ ҫывхарӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Аслати авӑтма та пултарать. Ҫавӑнтанпа сивӗтме пуҫлать: юнкун 5 градус таран кӑна ӑшӑ пулӗ, анчах 0 градус пек туйӑнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май пӗлӗтленӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникунран ҫурҫӗр енчен антициклон килме тытӑнать. Канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ. Ҫавна май юпа уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ, ҫил лӑпкӑ вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ, каҫсерен 4 градус таран сивӗтме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Контактри" сӑн Чӑваш Енре вӑрманта пӗрремӗш экологи сукмакӗ уҫӑлнӑ. «Вӑрман историне – ҫулҫӳрев» экомаршрут Вӑрнар лесничествинче вырнаҫнӑ. Сукмак тӑршшӗ – 1,3 ҫухрӑм. Унта 7 чарӑну пур, вӗсенче ҫынсем чарӑнса юмансем, хырсем, юханшыв пирки нумай интереслине пӗлме пултараҫҫӗ. Тавралӑх хитре. Унӑн илемӗпе киленме пулать. Ку кана мар, вӑрман историне, этимологине те пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ЧР Элтеперӗн администрацийӗ 2 миллион тенкӗлӗх сувенир сехетсем илесшӗн. Вӗсемпе кам тивӗҫтерессине аукцион ирттерсе палӑртӗҫ. Малтанхи хак - 1 миллион та 997 пин те 100 тенкӗ. Ку укҫапа алла ҫыхмалли арҫынсен - 389, хӗрарӑмсен 245 сехетне туянасшӑн. Ҫапла пӗр сехет 3150 тенке кайса ларӗ. Аукциона юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн сехетсемпе 15 ӗҫ кунӗнче тивӗҫтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн Муркаш округӗнче паян ирхине ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ. Руль умӗнче ларнӑ 39 ҫулти водитель вилмеллех аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Веста» хирӗҫ ҫул ҫине тухна та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ ҫавантах вилнӗ. Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ирина Угаслова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Лидия Филиппова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тӑван чӑваш культурине, йӑли-йӗркине, чӗлхине упрас, аталантарас ӗҫе нумай ҫул халалланӑ, халӑхсен пӗрлӗхне ҫирӗплетес, ӳссе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл «Пӗртӑван Малинасем» ушкӑна ертсе пынӑ. Ушкӑна Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейри ытти регионта та лайӑх пӗлнӗ, хакланӑ, юратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлере хваттерте пушар пулнӑ. Юрать-ха, килте пулнӑ ҫынсем ҫӑлӑнма ӗлкӗрнӗ. Ача асламӑшӗ (е кукамашӗ) патӗнче хӑнара пулнӑ. Пӗчӗкскер шӑрпӑк тупнӑ та унпа вылянӑ, сӗтел-пукан хыпса илнӗ. Ҫулӑм хӑвӑртах сарӑлнӑ. Кукамӑшӗпе мӑнукӗ урама тухса ӗлкӗрнӗ. Ҫӳлти хутра пурӑнакансене вара пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Арҫынна тата унӑн 19-ти сусӑр ывӑлне ҫӑлавҫӑсем урама кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Чувашский край» Телеграм-каналти видеоран илнӗ скриншот Шупашкарти Валентина Алексеева «Раҫҫей пики 2024» илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурса ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: пирӗн республикӑран конкурса икӗ пике хутшӑннӑччӗ. Вӗсем — Валентина Алексеева тата Алла Кадеева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |